Республикӑра
![]() photosight.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ. Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ. Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ. Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "За рулем" сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашавтотрансӑн» Шупашкарти филиалне 82 миллион тенкӗпе сутасшӑн. «Вертэкс» техника бюровӗ» тулли мар яваплӑ общество предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне ҫак хакпа сутма лартнӑ. Куҫман пурлӑх йышӗнче гараж, стоянка валли лапам, транспорт развязки, автозаправка, икӗ ҫурт, 52,4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тара илмелли право пур. Сӑмах май, филиала унччен те сутма хӑтланнӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лот 79,4 миллион тенкӗ пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 138,9 миллион тенкӗпе сутма лартнӑ, ҫурла уйӑхӗнче – 99,2 миллион тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче пушар депоне хута янӑ. Вӗр ҫӗнӗскере нумаях пулмасть уҫнӑ. Депо Пӑчӑрлӑ Пашьел ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вырӑнти пуҫарулӑх проекчӗпе килӗшуллӗн хута янӑ. Проект 1 млн та 490 пин те 600 тенке кайса ларнӑ. Халӑхран 76900 тенкӗ пухнӑ, республика хыснинчен – 1 млн та 205 пин те 300 тенкӗ, вырӑнти хыснаран 224 пин тенкӗ ҫурӑ уйӑрнӑ. Депона кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов ытти ял тӑрӑхӗнче те пушар депоне уҫма палӑртнине каланӑ. Вӑл проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑ ял ҫыннисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fi.vnierkh.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса укҫа-тенке алла илесшӗн пулнӑ. Анчах унӑн хура ӗҫне чарса лартнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурт туянатӑп тесе суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ. Ҫурт вара пурӑнма та юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна сутакан ҫынпа вӗсем калаҫа татӑлнӑ. Пӳрте сутнӑ пекки туса Амӑшӗн капиталӗн укҫине алла илме тӗллевленнӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 54.mchs.gov.ru сайтри сӑн Шӑматкун Атӑл леш енче йӗлтӗрпе ярӑнакан хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» санатори ҫывӑхӗнче ярӑннӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳкнӗ те сылтӑм урине хуҫнӑ. Хайхискер хӑй тӗллӗн утайман та. Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ун патне «Тайга» юрҫӳренпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма хӑйсен транспорчӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ хулапа виҫӗ район Шупашкарти аэродром ҫумӗнчи территорие кӗрӗ. Ку проекта хатӗрлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Аэродром ҫумӗнчи территорире 7 ҫум зона пулӗ. Вӗсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене хӑпартассипе хӑш-пӗр чару хуҫаланӗ. Раҫҫейӗн Сывлӑш кодексне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн аэропорт зонинче строительство ӗҫӗсене пуҫӑниччен строительсен хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивет. Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, аэродром ҫумӗнчи территорие палӑртсан документсене хатӗрлесси тата строительство ӗҫӗсем хӑвӑртланӗҫ. Аэродром ҫумӗнчи территорие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Сӗнтрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсем кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ. Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tambov.bezformata.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра шутра тӑракан ҫемьесенчи 22 ачана пульницӑна е социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Канмалли кунсенче полиципе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем республикӑри шутра тӑракан 1890 ҫемьене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче – 3340. Тӗреслев вӑхӑтӗнче 71 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кусем – ашшӗ-амӑшӗ тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламан тӗлӗшпе. Канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ ача килтен е интернатран тухса тарнӑ, вӗсене шыраса тупнӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче Канашра тата Шупашкарта икӗ ачана 3 сехет шыранӑ. Вӗсем Пӑрачкаври шкул-интернатран тухса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() old-rkd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Республикӑн СПИД профилактики тата унпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен центрӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоконференци мелӗпе паллаштарнӑ. Пукана Ирина Ефимова йышӑннӑ. Ирина Ефимова сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра вӑл Республикӑн кардиологи диспансерне ертсе пынӑччӗ. 60 ҫулти Ирина Петровна — «Кардиологи» енӗпе аслӑ категориллӗ специалист. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ. 2018 ҫулта вӑл «XXI ӗмӗрти хӗрарӑм-ертӳҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |