Хулара
![]() Паян ирхине Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ. Уйрӑмах тӗп урамсенче, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче сӑмсана лайӑх мар шӑршӑ ҫурнӑ. Вӑл чӳречене уҫсан пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ирхине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче нимӗнле шӑршӑ та пулман. Николаев урамне ҫитсен ҫеҫ туйма пуҫланӑ. Шӑршӑ ӑҫтан тухать? Хальлӗхе ҫакна палӑртайман. Аса илтерер: унашкалли темиҫе кун каялла пулнӑччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Лапсар поселокӗнче сывлӑша тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор унта сиенлӗ япаласем виҫерен ытларах пулнине палӑртман. Ҫынсем ку шӑршӑ «Юрмаран» тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакна Роспотребнадзор ҫирӗплетмен. Халӗ сывлӑша каллех тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ. «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкарта икӗ хутчен вӗҫмеллеччӗ: ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата 20-мӗшӗнче. 19-мӗшӗнче вӗсен репетици пулмаллаччӗ, вырсарни кун, 20-мӗшӗнче, — уяв авиашоувӗ. Анчах «НА-СВЯЗИ.ru» портал авиашукӑн Шупашкара килмессине ҫырнӑ. Ӑна шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем систернӗ. Чӑваш Республикин тӗп хули ҫуралнӑранпа 548 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленӗ программӑра авиашоу ҫук. Хула ҫыннисемпе хӑнисене урӑх альтернатива сӗнесси халӗ паллӑ мар. Авиашоу пулмастех, урӑххине чӗнсе иличчен Росавицирен пӗр уйӑх ҫурӑ маларах ирӗк илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта «мӑйракасӑр» троллейбус ҫӳретме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче пӗр транспорт илсе килсе тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Ҫӗнӗ троллейбус аккумуляторпа ӗҫлет, вӑл электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн кайма пултарать. Сас-хура тухнӑ тӑрӑх, кунашкал троллейбуса «Ҫӗнӗ хула» микрорайона яма пултарӗҫ. Анчах ку – сас-хура кӑна-ха. Ҫӗнӗ техникӑна икӗ кун тӗрӗслӗҫ. Унпа пассажирсем ярӑнса курӗҫ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, Шупашкарти троллейбус управленийӗ 10 ҫулта парка ҫӗнетесшӗн, ҫулталӑкра 25 троллейбус туянасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Журналистсен скверӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакансем Журналистсен скверне улӑштарас ыйтупа халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. «Чӑвашгражданпроект» акционерсен обществи сквера сукмаксемпе пуянлатасшӑн. Ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтармалла, кану вырӑнне лайӑхлатмалла: шыв ӗҫмелли фонтан, биотуалет, юмахри сӑнарсене лартмалла. Йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме уйрӑм вырӑн йӗркелемелле. Скверта тренажерсем пуртан ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем вӗҫӗмех тухаҫҫӗ. Вӗсем вӑл вырӑнта пӗчӗккисем валли тренажерсем ҫук тенӗ. Ятне кура скверта журналист ӗҫне кӑтартакан элем кирлине сӗнекен те пулнӑ. Ачасем валли сцена тумалла тенӗ. Хулари пуҫлӑхсем тата халӑх итлевне хутшӑннисем скверти йывӑҫсене упраса хӑварма сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе паркра симӗс зона кирлех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пӗр усламҫӑ банкран тухнӑ кӑна – ӑна такамсем ҫаратнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫынна икӗ палламан ҫын пуҫӗнчен темӗнпе ҫапнӑ та аллинчи сумкине йӑтса тарнӑ. Сумкӑра вара укҫа сахал мар пулнӑ – миллионӗ-миллионӗпех. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре пулнӑ. Вӑрӑсем ҫуртсен картишне тарса ҫухалнӑ. Кӑштахран вырӑна полици ҫитнӗ, ыйтса пӗлме пуҫланӑ. Вӑрӑсене тупас тесе полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Шар курнӑ арҫын услам ӗҫӗпе аппаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнине, вӑл унти тасамарлӑхпа кӑмӑлсӑрланнине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара чӑннипех те шикленнӗ пулмалла – шӑматкунлӑха тухнӑ. Экологи шӑматкунлӑхне 160 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ, пӗтӗмпе Атӑл хӗрринче 80 яхӑн михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Шӑматкунлӑхра пластик кӗленчесене, пӗр хутчен усӑ курмалли сапӑт-сапана пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ӳссе кайнӑ курӑка ҫулса тиесе тухнӑ. Сӳтсе пӑрахнӑ сценӑран тухнӑ хӑма татӑкӗсене икӗ камаз илсе тухнӑ. Ҫитес шӑматкунлӑха ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Кирилл ури ҫине татуировка тунӑ. Унта вӑл Алексей Навальныйӗн портретне ӳкерттернӗ. Кирилл — волонтер. Семен Кочкин Твиттерта ҫак сӑнӳкерчӗке пост тунӑ. Навальныйӗн пичӗ тӑррине тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ сӑмаха ҫырнӑ: «Так, …!». «Пирӗн волонтер кунта тату тунӑ» тесе ҫырнӑ Семен. «Сулахай ура ҫинчи татуна мана ирхи 5 сехетре тус турӗ. Ку — политика мар, искусство ҫеҫ», — тенӗ Кирилл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Шанхай» текен микрорайонти ҫынсене хӑйсен ҫурчӗсенчен хваттерсене куҫарасси унчченех пуҫланнӑччӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫуррисем хыҫҫӑн, 60-70-мӗш ҫулӗсенче, ҫырма-ҫатрара туса лартнӑ бараксем вырӑнне вӑхӑт иртнӗҫемӗн теприсем илемлӗ ҫуртсемех хӑпартса лартнӑ. Бараксем вырнаҫнӑ территорире строительство организацийӗсенчен пӗри унта нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма пуҫларӗ. Ун хыҫҫӑн ҫынсене хваттерсене куҫарма пуҫларӗҫ. Бараксенчисене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса пӗтерсен нумай хваттерлӗ ҫуртсене хӑпартакан компани пушаннӑ лаптӑкра строительствӑн 2–мӗш тапхӑрне пуҫласшӑн тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн телекуравӗпе радио компанийӗн журналисчӗсем. Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫӗре пӗрех куҫма килӗшмен. Вӗсене газ, асфальт ҫул ҫукки, урамсем хӗсӗкки, пӳртсем ҫумма-ҫумӑн вырнаҫни те урӑх ҫӗре куҫма ӳкӗте кӗртеймен. Ҫавсем строительство компанийӗ сӗнекен хваттер лаптӑкӗ пӗчӗк тесе кутӑнлашнӑ. Строительсем ҫынсене компенсаци илме те сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР прокуратури Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службине Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари клиникине тӗрӗслеме ирӗк панӑ. Тӗрӗслев плана кӗртменни пулӗ. Ветклиникӑна мӗншӗн тӗрӗслесшӗн-ха? Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрӗн йыттине япӑх пулса кайнӑ. Хайхискер хам-хама ҫав клиникӑна илсе кайнӑ. Унта тӑватӑ ураллӑ туса укол тунӑ, ӑна сӑвӑс ҫыртнӑ тесе палӑртнӑ. Анчах киле ҫитсен пӗр сехет иртнӗ кӑна — йытӑ вилсе кайнӑ. Ахӑртнех, кунта «Фауна» ветклиника пирки сӑмах пырать. Утӑ уйӑхӗн варринче те ун тӗлӗшпе ҫӑхав пулнӑ. Хальхинче те хӗр процедурӑшӑн укҫа сахал мар тӳленӗ. Анчах йытӑ чӗрӗлес вырӑнне вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ене Ӗренпуртан делегаци килнӗ. Вӗсене ҫынсене троллейбуспа илсе ҫӳрес ӗҫ кӑсӑклантарнӑ. Шупашкарта Ӗренпур хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Чи малтанах вӗсем троллейбус управленийӗ мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Хӑнасене диспетчерсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ, карточкӑпа тӳлесе билет илес тытӑм пирки те каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасене пассажир транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗн онлайн-мониторингӗпе паллаштарнӑ. Ӗренпуртан килнӗ делегацие Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ: 50 ҫул ӗҫлесе те предприяти каялла чакман имӗш, троллейбуссем чиперех ҫӳреҫҫӗ. Хӑнасем кунти опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курассине пӗлтернӗ. Сӑмах май, Ӗренпурта 6 маршрут ӗҫлет. Пирӗн патра вара — 18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |