Хулара
![]() Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвать. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ. Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра паян пурӑнма тытӑннӑ. Унта вӑл ыран та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн. Юрий Шакеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа халӑха регионти ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе куҫ хупмалла маррине пӗлтересшӗн. Ӑна ҫынсене пурӑнма юрӑхсӑр районсене куҫарни кадр политики, политикӑри тӑванлӑх ҫыхӑнӑвӗсем, коррупци тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать. Ун патне журналистсем, полици ӗҫченӗсем пынӑ ӗтнӗ. Шакеев йӑлтах ӑнлантарнӑ, лешсем саккуна пӑсма юраманнине асӑрхаттарнӑ та кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Яковлев парадра сӑмах паманшӑн кӳреннине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун патне Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем килнӗ, каҫару ыйтнӑ. Вӗсем унӑн хӗрӗнчен Верӑран та каҫару ыйтнӑ, ку ӑнланманлӑх пулса тухнине каланӑ. Хӑнасем Алексей Алексеевича тимлӗ итленӗ, унӑн ыйтӑвӗсене хуравлама тӑрӑшнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ветеран пӑшӑрханнине пӗлсе тӑрсах мӗншӗн ун патне тухтӑр яман? Ҫакна никам та хуравлайман. Ветеран каланӑ тӑрӑх, ун патне ҫак пулӑма пачах хутшӑнман ҫынсем каҫару ыйтма килнӗ. Сӑмах паман ҫынсем вара килсе курӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус уҫасси пирки сӑмах тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫакна официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Вӑл 49-мӗш маршрутка вырӑнне кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районне ҫӳрӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус «Ҫӑкӑр» тулли мар яваплӑ общество — Университет» маршрутпа ҫӳрӗ. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ троллейбус маршрутне кӑштах улӑштарӗ. Ку 9-мӗш маршрута пырса тивет. Вӑл Хӗрлӗ тӳреме анӗ. 21-мӗш троллейбус та маршрута улӑштарӗ. Вӑл университета ҫитсен каялла Гузовский урамӗн ҫулӗпе килӗ. 7-мӗш маршрутлӑ троллейбус вара пачах ҫӳреме пӑрахӗ. Вӑл «Ҫамрӑклӑх бульварӗ – Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май ҫынсем хваттерсенче шӑнаҫҫӗ. Кӳршӗ республикӑра ҫӗнӗрен ӑшӑ панӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре те ку ыйтӑва хускатнӑ. Паян Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ панӑ. Кун пирки «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюс филиалӗн пресс-служби пӗлтерет. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ паянтан ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑ парасси пирки йышӑну тунӑ. Паянхи 14 сехет тӗлне хулари 16 вӗренӳ учрежденине ӑшӑ панӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта та ачасем шӑнмӗҫ. Унта та ача пахчисемпе шкулсенче пӑрӑхсем ӑшӑ ӗнтӗ. Мэри хулари ҫуртсене ӑшӑ парасси пирки ыйтӑва сӳтсе явать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Яковлев. Дарья Платонова тунӑ сӑн. Шупашкарта савӑнӑҫлӑ парада тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетици вӑхӑтӗнче сцена ҫине тухма пултаракан 3 ветерана чӗннӗ, калаҫма ыйтнӑ. Кайран вӗсенчен пӗрне ҫеҫ уявра тухса калаҫма суйланӑ. Ку лару-тӑру 98 ҫулти ветеранӑн, Алексей Яковлевӑн, чунне ыраттарнӑ. Вӑл вӑрҫӑра Берлина ҫитнӗ, ҫавӑнпа халӑха Ҫӗнтерӳ кунӗпе хӑй саламлама ӗмӗтленнӗ. Анчах каярахпа вӑл сцена ҫине тухмассине пӗлтернӗ. Ун вырӑнна савутри ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать-мӗн. Алексей Яковлев куншӑн питӗ куляннӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче унӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑннӑ, сывлӑхӗ те хавшанӑ. Хӗрӗ Вера Алексеевна каланӑ тӑрӑх, ҫакӑншӑн ашшӗ вырӑнпах выртнӑ, телевизор та пӑхман. «Ҫӗнтерӳ кунӗнче мӗншӗн вӑрҫӑ вӗтеранӗ мар, ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать?» - шухӑшланӑ Алексей Яковлев, чунӗ кӳренӳпе тулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раҫҫейре «Георги хӑйӑвӗ» акци пынине, ӑна Шупашкар урамӗсенче те валеҫнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хулара пурӑнакан ҫынсене тата хӑнасене кӑвакарчӑн та панӑ. Паллах, чӗрӗ кайӑк тыттарман. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем вӗсене хӑйсем хатӗрленӗ. Тӑнӑҫлӑха, ырӑлӑха кӑтартакан кайӑксене ачасем урамра валеҫнӗ. Ачасем аслисене тӑнӑҫлӑха упрамаллине аса илтерсе акцие тухнӑ. Хутран касса кӑларнӑ кӑвакарчӑнсене вӗсем иртен-ҫӳрене парнеленӗ. Пӗчӗкскерсем троллейбуса кӗрсе пассажирсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ, хӑйсен парнине тыттарнӑ. Акцие ача пахчинчи ултӑ ушкӑнри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 200 яхӑн кӑвакарчӑн валеҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта 22-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ уҫасшӑн. Вӑл «Университет – «Хлебозавод» маршрутпа ҫӳремелле. Республика тӗп хулин Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ районӗпе Кӑнтӑр Хӗвеланӑҫ районне ҫыхӑнтаракан троллейбус уҫассипе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Маршрут 18,5 километр тӑршшӗ пулмалла. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 8 минутра пӗрре ҫула тухмалла. Троллейбус управленийӗпе хула администрацийӗн пӗрлехи ӗмӗчӗ пирки муиципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ Александр Каныгин хулари транспорт сечӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ ларура пӗлтернӗ. 9-мӗш маршрута Хӗрлӗ лапам патне ҫитерес шухӑшлӑ. Шупашкарти «Ҫамрӑклӑх бульварӗпе» Агрегат савутне ҫыхӑнтаракан 7-мӗш маршрута вара хупасшӑн. 21-мӗш маршрута кӑшт ылмаштарса Максим Горький тата Мичман Павлов урамӗсен ҫул ҫаври патӗнчен ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарта велочупу иртмелле. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркелекен мероприяти 12 сехетре старт илмелле. Велосипед ҫине ларнисем «Хӗрлӗ лапам — Президент бульварӗ — Мускав кӗперӗ — «Рашча» ункӑ — Мускав проспекчӗ — Президент бульварӗ — Хӗрлӗ лапам» маршрутпа ярӑнса иртӗҫ. Велосипед ҫуккисем велопрокат пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Шупашкарти велочупӑва пула маларах асӑннӑ маршрутпа транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Хӗрлӗ лапампа, Ленинград, Воробьев композиторсен урамӗсемпе, Президент бульварӗпе чару 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра трллейбуссене ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ. 11 сехет те 45 минутран 13 сехет те 30 минутчен Мускав кӗперӗпе, Мускав проспекчӗпе транспорта ирттермӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 72 ҫул ҫитет. Ҫӗнтерӳ кунне пирӗн республикӑра та анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн вӑрҫӑ ветеранӗсене 500-шер тенкӗ парӗҫ. Паянхи кун тӗлне Шупашкарта 5078 ветеран тата ветеран ятне илнӗ ҫын пурӑнать. Вӗсене пурне те 500 тенкӗ парӗҫ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен пӗтӗмпе 1,9 миллион тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ. Сӑмах май, кунашкал тӳлеве 2006 ҫултанпа параҫҫӗ. Пӗлтӗр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗсене 500 тенкӗ тӳлесе пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне ку тӳлеве 4669 ҫын (ҫӑлкуҫри цифрӑсем ҫакнашкал) тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ. Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ. Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |