Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки постановление алӑ пуснӑччӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 34-мӗш, 49-мӗш тата 65-мӗш маршруткӑсене ҫӳреме чармалла пулнӑ, ытти рейс ҫинче машинӑсен хисепне чакарма палӑртнӑ. Анчах перевозчиксемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ татма май пулни ҫиеле тухнӑ. Халӗ Алексей Ладыков хӑш-пӗр маршрута хупассине пӑрахӑҫлани пирки постановление алӑ пуснӑ. Кун пирки хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Администраци маршрутчиксене судра выляса янине те палӑртмалла. Арбитраж сучӗ 60-мӗш тата 60-мӗш «К» маршрутсен лицензине тӑсма хирӗҫлени саккуна пӑсни тесе ҫирӗплетнӗ. Мэри ку йышӑнӑва пӗрех тӗрӗс мар тесе ыйту ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫемьене ачана усрава илме ӗмӗтленекен мӑшӑрсене «Малюткӑна» пырса курма чӗнеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехетре унта уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӳҫӗсем ачана ҫемьене илме мӗнле хатӗрленмелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне ытти ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ. Специалистсен шухӑшӗпе, уҫӑ алӑксен кунне йӗркелени усӑ парать. Кунашкал мероприяти ҫынсене ҫакнашкал учреждени пирки ытларах пӗлме, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ачасемпе лайӑхрах паллашма парать. Ҫемьесене ҫак адреспа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Эппин, ӑна кашниех сӗнме пултарать. Чи лайӑх ятсене сасӑлава лартӗҫ. Сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑна ямалла: nik6540526@gmail.com. Кун хыҫҫӑн чи лайӑх ятсене суйлӗҫ, вара тин электронлӑ сасӑлав иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парка ҫитес ҫул хӑтлӑлатма тытӑнӗҫ. Хальлӗхе сасӑлав валли ятсем суйлаҫҫӗ. Аса илтерер: парк ҫывӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн А.В.Кочетовӑн чӑваш кадет корпусӗ пулӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, унта фонтансем, аллея, тротуарсем, велоҫулсем, ачасен вылямалли хули, скульптурӑсем пулмалла. Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 150 миллион тенке яхӑн кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ. Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ. Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗк лартнӑ. Ҫынсем малашне унта пырса пӑрахма пултарӗҫ. Усӑ курнӑ батарейкӑсем сиенлӗ пулнине, вӗсем тӑпрана, тавралӑха вараланине кашни ҫыннӑнах пӗлмелле. Ҫавӑнпа батарейкӑсене тӗрӗс утилизацилемелле. Экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗке Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Унта батарейкӑсемсӗр пуҫне пӗтнӗ аккумуляторсене те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ. Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хальхи вӑхӑтра сӳтекен Мускав кӗперӗн юлашки-тӗлешкисемпе ҫырмасене хуплӗҫ тата хулари уйрӑм хуҫалӑх секторӗнчи ҫулсене юсӗҫ. Ун валли тимӗр-бетонран тунӑ конструкцисене катма-вӗтетме тивӗ. Паянхи кун тӗлне Мускав кӗперне сӳтес ӗҫ вӑхӑтпа тан пырать. Кивӗ конструкцисене тӗппипе авӑн уйӑхӗнче салатса пӗтерме палӑртнӑ. Малалла кӗпер хывакансен ҫӗнӗ юпасем хӑпартма тивӗ. Пӗтӗмӗшле Мускав кӗперне 2018 ҫулта туса пӗтерме палӑртса хунӑ. Пурӗ ун валли 1,5 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ. Кӗпере сӳтес ӗҫре хальхи вӑхӑтра икӗ смена тӑрмашать. Хӑш-пӗр пайсем 60 тонна таран тайнӑран кивӗ конструкцисене антарма 250 тонна йӑтма пултаракан кранпа усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар урамӗсене кашни ҫулах чечекпе илемлетеҫҫӗ. Тепӗр клумбӑна пӑхсан ӳнер хайлавӗ тейӗн! Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши, чечекпе мӗнле кӑна кӳлепе ӑсталамаҫҫӗ-ши?! Куҫа йӑмӑхтаракан илемпе киленнипех ҫырлахмаҫҫӗ иккен хула ҫыннисем: урамри чечексене вӗсенчен хӑшӗсем кӑкласа кайса хӑйсен пахчине лартаҫҫӗ. Кун пирки паян «Советская Чувашия» журналистне Рита Кирилловӑна Шупашкарти Чапаев скверӗнчи чечек клумбине тирпейлекенсем каланӑ. Татса кайнӑ чечексене пуҫтараканскерсем ӳсӗрсем е ӗҫсӗр ҫапкаланакан ҫамрӑксем пуҫтахланнӑ пуль тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах теприсем урамри чечексене хӑйсен пахчине илемлетме тесе урӑ пуҫпах тӑпӑлтарса каяҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле. Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ. Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |