Хулара
![]() Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ. Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет. Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман. 14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те. Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ. Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ судра явап тытӗ. Мӗншӗн? Наркотикшӑн. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ҫамрӑкскер хулари масар ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна пытарнӑ спайса илсе кайнӑ. Пӗтӗмпе – 13 грамм ытла. Наркотике 30 тӗркене тултарнӑ. Кайран хайхискер ҫав спайса 11 вырӑна кайса хунӑ. Каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав наркотик ӑҫтан килнине тӗпчеҫҫӗ. ____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раҫҫей геральдисчӗсем сӗнекен Шупашкар гербӗ Раҫҫей патшалӑх геральдика регистрӗн пайташӗсем Шупашкар гербӗ ҫинчен хӑмлана, цифрӑсемпе хула ятне ҫырнине илсе пеме сӗннӗ. Вӗсем имӗш, геральдика йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, унпа килӗшӳллӗн герб ҫинче цифрӑсем тата ҫырнисем пулмалла мар. Ҫырсан та хӑю ҫинче пӗр-пӗр девиз кӑна пулма пултарать иккен. Ҫак кунсенче Шупашкарта хула гербӗ пирки калаҫма ӗҫлӗ ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Унӑн тӗллевӗ — хула 550 ҫул тултарнӑ тӗле Шупашкар гербне геральдика регистрне кӗртесси. Ҫакна тума вара пирӗн тӗп хуламӑрӑн гербӗ ҫинчи йӑнӑшсем ура хураҫҫӗ имӗш. Калаҫакансенчен йышӗнче Герта Белова пулнӑ. Вӑл хӑмла вырӑнне хулкан (выр. щит) тытса тӑракансене вырнаҫтарма сӗннӗ, гербӑн тӗсӗсене те ылмаштарсан аван пулни пирки каланӑ. Ҫӗнӗ герб мӗнлерех пулма пултарассине те илсе кӑтартнӑ вӑл. Шел те, унта чӑвашлӑх сӗмӗ юлманнипе пӗрех. Ҫӳлте виҫӗ кӗтеслӗ ҫӑлтӑрсем пур, анчах вӗсем йӑлт урӑхла, Чӑваш Енӗн гербӗнчи пек мар. Кӑвакалсене кӑвак тӗспе сӑрласа те сарӑ хулкан ҫине вырнаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май хускатнӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, хальхи Шупашкар гербне Элли Юрьев ӳнерҫӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ку улшӑнусем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене пырса тивеҫҫӗ. Малашне хулара «Лакомка» чарӑну пулмӗ. Ҫавӑн пекех «52-мӗш шкул» чарӑнура та транспортсем пассажирсене лартмӗҫ. Анчах ку чарӑнусем пачах пулмӗҫ тенине пӗлтермест. Вӗсен ячӗсене кӑна улӑштарнӑ. «Лакомка» вырӑнне «56-мӗш шкул» пулӗ. «52-мӗш шкул вара «53-мӗш шкул» чарӑну пулса тӑрӗ. Чарӑнусен ятне Калинин район администрацийӗ улӑштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗкӗрешсен уявӗ иртнӗ. Ҫак меропяритие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ. Пӗр пек тумланнӑ, пӗр пек сӑнлӑ ачасем паркра чупса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен вӗсене курса чӑнах та савӑннӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем вара пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Сцена ҫинче ачасем юрӑсем шӑрантарнӑ, тӗрлӗ хускану тунӑ. Кунашкал тӗлпулӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗлтӗр вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ачасем валли ятарласа ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗкӗрешсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Унтах ачасене воспитани парас, мӗнле апат ҫитерес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ушкӑнра – 90 ҫемье. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын Таиландра каннӑ хыҫҫӑн вар-хырӑм тифӗпе чирленине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫак чире пула тӗп хулари пӗр кондитерские хупма палӑртнӑ. 25 ҫулти хӗрарӑм Таиландран ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче таврӑннӑ. Кунта ҫитсенех унӑн вар-хырӑм тифӗн пирвайхи паллисем палӑртма тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухтӑрсем унӑн чӑннипех те ҫак чир аталаннине палӑртнӑ. Аса илтерер: кунашкал чире пирӗн республикӑра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ. Ҫак хӗрарӑм ӗҫлекен предприятие тата пурӑнакан вырӑна дезинфекцилеҫҫӗ. Хӑйне пульница вырттарнӑ. Вӑл хулари пӗр кондитерскире усламҫӑ пек тӑрӑшать. Предприятире санитари нормисене пӑснине палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна вӑхӑтлӑха хупасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫулсене пахалӑхне ӗнер лазерпа пахалама пуҫланӑ. Тӗрӗслевҫӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫӳренӗ. Лазерпа тӗрӗслемелли хатӗре пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӑмӑллӑнах куҫарма пулать. Шупашкарти ҫулсене унпа пахаличчен республикӑ тӗп хулинчи тӳре-шара Челепӗрти экспертсемпе калаҫнӑ. Унтисен федераци трассисене лазерпа тӗрӗслес опыт унччен те пулнӑ-мӗн. Халӗ, ав, лазер Шупашкарти ҫулсене пахаланӑ. Ятарлӑ машинӑпа ҫыхӑнтарнӑскер сехетре 40 километртан ытла мар хӑвӑртлӑхпа ҫӳрет. Ҫула май вӑл кашни шӑтӑк-путӑка виҫсе пырать. Ҫӗркаҫри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта нумаях пулмасть юсанӑ Дзержинский урамне, Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкне тата Ашмарин урамне хакланӑ, ҫитменлӗхсене те палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ ята илессишӗн сакӑр ҫын тупӑшӗҫ, ҫав шутра — Праски Виттипе Анатолий Кипеч те. Ҫак хисеплӗ ята кама памаллине Шупашкар хула администрацийӗ сасӑлав ирттерсе палӑртма шут тытнӑ. Кашни ҫын хутшӑнма пултарать, ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра малта Праски Витти пыратчӗ. Кандидатсем хушшинче: * Мая Костина, тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ, пенсионерка; * Иван Долгушин, Чӑваш Енӗн тата тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ; * Анатолий Кипеч, халӑх ҫыравҫи; * Лидия Христодулова, «Темлый дом» (чӑв. «Ӑшӑ ҫурт») тӑлӑхсене ӳстерекенсен клубӑн пайташӗ; * Галина Петрова, Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ; * Праски Витти, паллӑ чӑваш ӳнерҫи; * Иван Мосунов, Ваттисен канашӗн пайташӗ, нумай ҫул депутат пулнӑскер; * Юрий Коваленко, «Дорекс» управление йӗркеленӗскер. Сасӑлав икӗ эрне пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |