Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -23.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Вӑл ковид-госпиталь пек чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.

Халӗ юлашки пациентсене сывалса ҫитнӗ май киле ӑсатаҫҫӗ. Ҫӗннисене вара йышӑнмаҫҫӗ.

Икӗ хутлӑ корпусра 3 уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сипленӗ. Стационарта хирурги, терапи, педиатри, реанимаци уйрӑмӗсем кӑшӑлвирус режимӗнче ӗҫленӗ. 3,5 уйӑх ҫурӑра 800 пациента сыватнӑ.

Пульницӑра дезинфекци тунӑ, анчах хальлӗхе тухтӑрсем унта хӳтӗлев костюмӗпе ҫӳреҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енре тата тепӗр автономи учрежденийӗ туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелессипе ӗҫлекен республика служби» ятлӑ пулӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» бюджет учрежденийӗ вырӑнне йӗркеленӗ.

Автономи учрежденийӗ республикӑн патшалӑх органӗсем йышӑнакан административлӑ ҫуртсене тытса тӑнипе пӗрлех вӗсене транспортпа тивӗҫтерӗ.

Чӑваш Ен Элтепрӗн Администрацийӗн автобазин харпӑрлӑхӗнче пулнӑ мӗнпур пурлӑх ҫӗнӗ учреждение куҫӗ.

Аса илтерер: ӗнер Туризма аталантаракан агентство йӗркеленӗччӗ.

 

Республикӑра

Республикӑри бизнес-инкубатор тата Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ яш-хӗр хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене республикӑри туризм брендне /логотипне/ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.

Конкурса шкул ачисем, студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем, автор коллективӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен mail@rbi21.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, 12-мӗш «Б» ҫурт, 4-мӗш хут. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 49-99-95.

Конкурса пушӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финала тухнӑ 10 ҫын диплома, парнене тивӗҫӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Анастасия Трутнева.

Кунта ӗҫлеме пуҫличчен вӑл Владимир облаҫӗнчи уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулнӑ. Банкӑн Атӑл-Волга банкӗн председателӗ, вице-президенчӗ Петр Колтыпин ҫӗнӗ управляющи пирки «тухӑҫлӑ ертӳҫӗ» тесе хакланӑ.

Анастасия Трутнева Иркутскри патшалӑх экономика академийӗнчен 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл экономика факультетӗнчен «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Банк тытӑмӗнче 2001 ҫултанпа тӑрӑшать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Улатӑр хулине килӗштернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Улатӑр — пуян историллӗ, «купса предпринимательствин» йӑли-йӗркипе пуян, тӗлӗнмелле, хитре хула», — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер. Ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ экспоначӗсем тусанланни вара шухӑша путарнӑ. Лайӑх енчен министр ҫынсене: ырӑ кӑмӑллӑ та хӑнасене тараватскерсене — палӑртнӑ.

Министр Улатӑрта канмалли кунсенче пулнӑ. Унта вӑл халиччен пулса курманнине пытарман. Дмитрий Краснов хулари чиркӳсенче те пулнӑ.

 

Республикӑра
activefisher.net сайтри сӑн
activefisher.net сайтри сӑн

Етӗрне районӗнче юханшывра тетел лартса пулӑ тытма хӑтланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пулӑҫа рейд ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын пӑр катмалли хатӗрпе, вӗренпе, пралукпа усӑ курса Вылӑ юханшывӗнче тетел карнӑ. Тетелӗ 30 метр тӑршшӗ пулнӑ.

Ҫапла майпа вӑл пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 7 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Браконьер ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн арҫынна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
Россельхознадзор тунӑ сӑг
Россельхознадзор тунӑ сӑг

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тата кӑҫал вилнӗ хир сыснисен Африка мурӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май Хӗрлӗ Чутай районӗнче карантин пулнине пӗлтернӗ.

Халӗ лару-тӑрӑва Россельхознадзор тӗрӗслесе тӑрать. Карлач уйӑхӗнче сунарҫӑсем 26 хир сысни тытнӑ. Тепӗр пиллӗкӗшне шутне чакарас тӗллевпе пенӗ. Улатӑр районӗнче вилнӗ 5 хир сысни тупнӑ. 36 чӗрчуна тӗпчеве янӑ – вӗсен Африка мурӗ ҫукки паллӑ. Персе вӗлернӗ тата хӑйсем вилнӗ чӗрчунсен те нимӗнле чир ҫук.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре 1081 хир сысни пурӑнать.

 

Республикӑра
Ивановсен архивӗнчи сӑн
Ивановсен архивӗнчи сӑн

Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.

Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.

Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69702
 

Республикӑра

Чӑваш Енри олимп резервӗн спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсем уйӑхсерен вӑтамран 22 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ку вӑл хушма пӗлӳ паракан организацисенче илекенсен шалӑвӗнчен 25 процент пӗчӗкрех.

Тренерсемшӗн ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, шалу виҫине тишкермеллех. Унтан та ытларах — ку ыйтӑва Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрле татса памалла тесе каланӑ.

Тренерсен шалӑвӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки иккен. Раҫсейри вӑтам шалуран вара икӗ хут сахалрах.

Республика Элтеперӗ тренерсен шалӑвне педагогсемпе пӗрле ӳстермелле саккун йышӑнсан тӗрӗс. Ҫавӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв шайӗнче тумалла. Хальлӗхе вара ыйтӑва республикӑн Финанс тата Спорт министерствисен пӗр шухӑшлӑн пулса татса пама хушнӑ.

 

Республикӑра

Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Сигберт» циклон хуҫаланӗ. Вӑл йӗпе юр тата ҫумӑр илсе килӗ. Кун пирки «Погода в Чувашии» пӗлтернӗ.

Эрнекун каҫхине тата ирхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, ҫав кун юр 10-15 сантиметр хулӑнӑш ларма пултарать. Ку вӑл — нарӑс уйӑхӗн ҫур виҫи.

Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, ҫав шутра Шупашкарта та, юр хулӑнӑшӗ 15-20 сантиметрпа танлашӗ.

Каҫхине ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтӗ. Канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра 20 градус таран сивӗтӗ, уяр чухне — 25 градус таран.

 

Страницӑсем: 1 ... 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, [243], 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, 253, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -21 - -23 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 24

1925
100
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть