Республикӑра
![]() Дарья Жевалюкова Шупашкарти 64-мӗш шкулта вӗренет. Маттур хӗрача WorldSkills Russia-2020 Наци чемпионатӗнче «Повар ӗҫӗ» компетенцире малти вырӑна йышӑннӑ. Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ ӑмӑртура ҫамрӑксем ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Вӗсем виҫӗ сехет хушшинче виҫӗ блюдо хатӗрленӗ. Кӑҫал пандемие пула ӑмӑрту Кузбасс хулинче онлайн режимпа иртнӗ, ҫавна май дегустаци пулман. 16 ҫулти Дарья заданисене веб-камера умӗнче пурнӑҫланӑ. Экспертсем Шупашкар хӗрӗ пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе пысӑка хурса хакланӑ. Дарья ку конкурс питӗ кирлӗ пулнине, вӑл пурнӑҫри ҫула, малашнехи профессие суйлама пулӑшнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнчи «кӗмӗл» нимеҫӗ Мускав укҫине тивӗҫнӗ. Вӑл «Молоды душой» (чӑв. Чунпа ҫамрӑк) грант конкурсне хутшӑннӑ. Ӑна федераци шайӗнче ирттернӗ. Конкурсра Улатӑр хӗрарӑмӗ «Социальные проекты» (чӑв. Социаллӑ проектсем) енӗпе ҫӗнтернӗ. Зоя Бусоргина 150 пин тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен 3 249 проект тӑратнӑ. «Социаллӑ проектсем» енӗпе 2 735 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 103-шӗ финала тухнӑ. Зоя Витальевна — Стемасри шкулта физкультура учителӗнче ӗҫлет. Унӑн стажӗ 40 ҫул ытла. Вӑл Восход поселокӗнчи ҫулланнӑ ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарассипе ҫине тӑрать. Нимеҫӗ пулса хӗрарӑм тӗрлӗ регионти пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Когояр кӳлӗ патӗнче пилӗк ҫын ҫухалса кайнӑ. Вӗсем ҫырла татма кайсан каялла хӑйсем тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем патне авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Вӗсем Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнчен инҫех мар, Когояр кӳлӗ ҫывӑхӗнче, пулнине ӑнлантарнӑ. Оперативлӑ дежурнӑй вӗсемпе телефонпа ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Ҫухалса кайнисем ӑҫтарах пулнине палӑртсан ҫӑлавҫӑсем шырама тухнӑ. Вӗсем хунарсемпе сасӑ сигналӗсем ҫутнӑ. Ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫӑлавҫӑсем вӑрмантан тӑватӑ хӗрарӑмпа пӗр арҫынна кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра ача пахчисене, шкулсене, пульницӑсене, социаллӑ ытти учреждение ытти ҫулхинчен маларах ӑшӑ пама пултараҫҫӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор ӑшша иртерех пама сӗнет. Ҫакӑ шӑнса пӑсӑлнипе сарӑлакан чир-чӗре сарасран асӑрханас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ культура объекчӗсенчен 95,8 процентне хӗле валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗре авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Агаркова Дарья килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ каҫхинех сӳнсе ларнӑ. Амӑшӗ акӑ мӗн пӗлтернӗ: Вӑл канмалли кунсенче Канаша тусӗ патне каясси пирки каларӗ. Кам патне – пӗлместӗп». Амӑшӗ вӑл килессе 10 кун кӗтнӗ. Ӗнер вара полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Дарья ӑҫтине тусӗсем те пӗлмеҫҫӗ. Унччен Дарья кун пек ҫухалса курман. Хӗр 170-172 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ. Хӑйӗнпе пӗрле документсем пулмалла. Вӑл хура шӑлавар, пушмак, кӗске кӑвак куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсем ҫӑлав службине шӑнкӑравлама пултарнӑ. Унтан вара вырӑнти администрацие шӑнкӑравланӑ. Ишлӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Юркина каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем патне кӑнтӑрла хыҫҫӑн шӑнкӑрав килнӗ. Тӑватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайна иккен. Пуҫлӑх хӗрӗпе пӗрле тӳрех шырама кайнӑ, хӗрарӑмсене ҫав вырӑнтах юлма ыйтнӑ, вӗсем патне телефонпа шӑнкӑравласах тӑнӑ. Кӗҫех полицейскисем те шырава хутшӑннӑ. Кӑмпана кайнӑ хӗрарӑмсене тӗттӗмлениччен шыраса тупма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Крым делегацийӗ килмелле. Асӑннӑ ҫурутрав ҫинчи ӗҫлӗ ҫынсем юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра пуласса шанаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Килӗштерсе ӗҫлесҫи ҫинчен малтанласа калаҫса хунӑ иккен. Олег Николаев Чӑваш Ен хӑвачӗпе Крым Республикинче усӑ курасшӑн. 2014 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, енсен суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗпе ҫыхӑну тытмалла. Килӗшӗве пурнӑҫлас тӗллевпе 2021-2023 ҫулсем валли ятарлӑ программа хатӗрлесшӗн. Унта 13 ене: экономика, промышленность, культура тата туризм, социаллӑ хӳтлӗх, сывлӑх сыхлавӗ т.ыт.те – пӑхса хӑварасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене тӳлевсӗр калаҫма май туса панӑ. Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Телефоны — фронтовикам» (чӑв. Фронтовиксене — телефонсем) пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) халӑх юхӑмӗн хастарӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӑватӑ ветерана: Кузьма Аргандейкина, Клавдия Ижетниковӑна, Вера Петровӑна, Арсентий Вадейкина — телефонсем тата тӳлевсӗр калаҫма ирӗк панине ӗнентерекен сертификатсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӗнӗ машинӑпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Чӑваш Ене «Шкода Октавия» тата УАЗ «Патриот» машинӑсем ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 42 «тимӗр урхамах». Паян кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине тыттарнӑ. Транспорта «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Виҫӗ УАЗран иккӗшне паян района янӑ. Теприсем ӗҫрен кӑларнӑ техникӑна улӑшарӗҫ. «Ҫӗнӗ транспорт республикӑри йӗркене лайӑхрах пахса тӑма пулӑшасса шанатӑп», - тенӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Валерипе Светлана Прокопьевсем кӑмпана кайсан питӗ хӗпӗртенӗ. Вӗсем пысӑк тӑватӑ кӑмпа тупнӑ. Чи пысӑкки 5 килограмм таять, ыттисем – 3,5 килограмм. «Формипе мечӗке аса илтереҫҫӗ. Ӑшӗ зефир пекех ҫемҫе. Атте-анне ҫиелтине сӳсе кӑмпасене ӑшаласа ҫинӗ. Тутлӑ терӗҫ», - каласа кӑтартнӑ «Про Города» Прокопьевсен ывӑлӗ Николай. Анчах специалист кунашкал кӑмпана ҫамрӑк чухне ҫеҫ ҫиме юранине асӑрхаттарать. Ватӑлсан унӑн тӗсӗ улшӑнать, тӗттӗмленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |