Республикӑра
![]() Кашни ҫулах республикӑри пултаруллӑ 1000 яш-хӗре Элтепер стипендине парса хавхалантараҫҫӗ. Анчах 2015 ҫултанпа стипендие ҫамрӑк пӗр хутчен ҫеҫ илме пултарнӑ. Унччен вара кун пек чару пулман. «Ҫамрӑк ҫын ку премие 2-3 ҫултан тепӗр хутчен илнинче ним япӑххине те курмастӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Унччен маларах пӗр нимеҫӗ ун патне сӗнӳпе тухнӑ: ҫамрӑксене ҫак стипендие темиҫе хутчен те илме ирӗк пама ыйтнӑ. Олег Алексеевич кунпа килӗшнӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, стипендие илме тивӗҫ пултаруллӑ ҫынсем ытларах ҫавсемех. Эппин, вӗсене кун пек хавхлантарӑва тивӗҫес шанчӑкран хӑтармалла мар. Сӑмах май, халӗ ку стипенди 1830 тенкӗпе танлашать, унӑн сумми 2009 ҫултанпа улшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Don24.ru сайтри сӑн Ашшӗ киле ӳсӗр таврӑнсан амӑшӗпе тӑтӑшах хирӗҫнӗ. 14 ҫулти ывӑлӗ вара харкашура амӑшне хӳтӗленӗ. Ку ашшӗне тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа вӑл ывӑлне те хӗрхенмесӗр ҫапнӑ. Ку истори Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫемье пирки. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 57 ҫулти ашшӗ ывӑлне пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртмеччен шар кӑтартнӑ. Кӗҫех ҫак арҫыннӑн 18 ҫул тултарман ывӑлне шар кӑтартнӑшӑн, ӑна тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Етӗрне районӗн судне пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() scoopnest.com сайтри сӑн Ывӑлӗ арӑмӗнчен уйрӑлсан хӗрарӑма кинӗ мӑнукӗпе хутшӑнма чарнӑ-мӗн. Хайхискер опекӑпа попечительлӗх органӗсене ҫитнӗ, кинӗ тӗлӗшпе ҫӑхавланӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ арӑмӗнчен уйрӑлнӑ, кун хыҫҫӑн кинӗ амӑшӗн правипе ытлашши усӑ курнӑ, асламӑшне мӑнукӗпе курнаҫма чарнӑ. Амӑшӗ ҫакна епле ӑнлантарнӑ-ха? Вӑл ачине асламӑшӗпе хутшӑнма чармасть-мӗн. Асламӑшӗ вара ӑна мӑнукӗпе курнӑҫма сӗннӗ графикпе килӗшмест. Опека органӗ постановлени кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, амӑшӗн ачине асламӑшӗпе курнӑҫма чармалла мар. Графике ҫуллахи каникул валли хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Николай Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республики умӗнче хисепе тивӗҫнисене паян орденпа тата орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн ертсе пыракан ӗҫченне, паллӑ чӗлхеҫӗне, Николай Егорова тата Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн директорӑн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе тӑрӑшакан ҫумне Наталия Партасовӑна чыслама йышӑннӑ. Асӑннӑ предприятин персонал тата режим енӗпе ӗҫлекен директорне Ольга Киселевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Волонтерсен ӗҫне хакласа Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнине эпир утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: республика ертӳҫи документа нимеҫӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ чух алӑ пуснӑччӗ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ. Паян асӑннӑ паллӑпа Хисеп грамоти ҫинчен калакан положение ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑна тивӗҫиччен Хисеп грамотиллӗ пулмалла. Хисеп паллипе чысланӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хавхалантарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре Чаваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне уявлассине пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру массӑллӑ мероприятисем ирттерме памасть. Ҫавна май палӑртса хунӑ хӑш-пӗр мероприятие хӗллене куҫарӗҫ, теприсене онлайн режимра ирттерӗҫ. Чӑваш Ен хальлӗхе кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗмен-ха. Массӑллӑ мероприятисене вара ун чухне ҫеҫ ирттерме юрать. Хӗлле фейерверксен фестивалӗ, ҫутӑ шоу иртӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Ҫӗнӗ ҫулта йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнче пӗр хӗрарӑм кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Ку пӑтӑрмаха курнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Ку паян ҫӗрле 2 сехетре Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Кӗпертен ӳкнӗ хӗрарӑма иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл йӑлтах юнланса пӗтнӗ пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл нумай вырӑнта шӑммисене хуҫнӑ, ӳчӗ ҫинче сурансем пур. Тухтӑрсем хӗрарӑма реанимацие илсе кайнӑ. Палӑртмалла: кӗпер ҫинчен ӳкнӗ хӗрарӑм 42 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Турханти тухтӑр-волонтерсем ырӑ ӗҫ тума ӳркенмеҫҫӗ. Хастарсене вырӑнти Анатолий Кольцов тухтӑр хавхалантарса пырать. Хальхиче вӗсем тавралли ялсенче хут пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе пӗр тоннӑна яхӑн пуҫтарӑннӑ. Ҫав укҫапа виҫӗ велосипед туяннӑ. Ӑна ачасене парнеленӗ. Маларах хастарсем 85 ҫулти Любовь Дубининӑна кӑмака туса панӑччӗ. Ачасем кивӗ кӑмакана пӑснӑ, ҫырмаран тӑмпа хӑйӑр йӑтнӑ. Тухтӑр-волонтерсен пӗтӗм Раҫҫейри уйрӑмӗн Турханти уйрӑмне 2018 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл вырӑнти шкул никӗсӗ ҫинче тӗпленнӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче уйрӑм волнтерсен конкурсӗнче «Чи лайӑх социаллӑ проект» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pinterest.es сайтри сӑн Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫынна вӑкӑр шар кӑтартнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫынна вӑкӑр тӗкнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, алли суранланнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Унта вара тухтӑрсем вӑкӑр унӑн ӳпкине шӑтарнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ryazan.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |