Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 94-ри кинемей хӑйӗн укҫипе ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.09.2021 20:16 | 807 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Элӗк районӗнчи Ҫирӗккассинче пурӑнакан Раиса Михайлова хӑйӗн укҫипе ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ. 94 ҫулти кинемей пӗччен ӗҫлемен, ӑна ялти ҫынсем пулӑшнӑ.

Ӗҫе ҫуркунне тытӑннӑ. Раиса Михайлова ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатма шутласан ял ҫыннисем те алӑ панӑ. Укҫине вара кинемей никамран та пухман, хӑйӗнне кӑларса панӑ. Пӗрисем стройматериал илсе килнӗ, теприсем ӗҫленӗ. Кӗркунне тӗлне ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта кӳршӗ ялсенчи ҫынсем те чӑмса тухма килеҫҫӗ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унти шыв сиплӗ. Купол 100 пин тенке кайса ларнӑ. Раиса Михайловна укҫине шеллемен, веҫех тӳленӗ. Ӑна вӑл нумай вӑхӑт пухнӑ. Кӑҫал РФ президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче тыл ӗҫченӗсене панӑ 25 пин тенке те унта такакланӑ.

#Элӗк районӗ, #Ҫирӗккасси, #ваттисем, #укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74555
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ЛЕШКУКША // 2465.67.3257
2021.09.25 00:24
Раиса Михайловна пуянсен сӑмсисене ҫӑлкуҫра ҫуса янӑ! Аван тӗслӗх вара!.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем