Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Артём Ермолаев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Артём Ермолаев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗ Артем Ермолаев Петрозаводска велосипедпа тухса кайнӑ.

Карелин тӗп хулине вӑл 18 кун хушши кайнӑ.

«Петрозаводска ҫитнишӗн савӑнни кӗҫех иртсе кайрӗ. Ҫур ҫул ӗмӗтленсе пурӑнни пурнӑҫа кӗчӗ. Малалла вара чуна савӑнтармалла ярӑнӑп», — тенӗ артист.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-107821026_5471
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Росгварди офицерӗ тухтӑра пулӑшнӑ. Шурӑ халатли ултавҫӑсене укҫа куҫарса пама тӑнӑ. Вӑл вара ӑна ултавҫӑ серепине лекесрен хӑтарнӑ.

Ҫав кун полици подполковникӗ Гузель Кириллова больницӑна тӑванӗ патне килнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра тухтӑр телефонпа такампа калаҫнӑ, ӑна инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме сӗннине илтнӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм 9 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ те иккен.

Гузель тухтӑр ултавҫӑпа калаҫнине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Анчах хӗрарӑм ӑна ӗненмен. Вара подполковник больницӑри хуралҫа чӗнсе тухтӑрӑн телефонне туртса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14428
 

Персона
 «Мисс Туризм Крыма» сӑнӳкерчӗкӗ
«Мисс Туризм Крыма» сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Анна Павлова медсестра Крымра иртнӗ илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

«Крымри туризм мисӗ» конкурс Азов тинӗсӗн сулахай ҫыранӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Riga Village Resort» хӑна ҫуртӗнче иртнӗ.

Анна Павлова малтан топ-10 ушкӑна лекнӗ, унтан гран-прие ҫӗнсе илсе 450 000 пин тенкӗ укҫана.

23-ри хӗр Шупашкарти медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗренет. Вӑл акушер-гинеколог пулма ӗмӗтленет. Вӗреннӗ вӑхӑтра Шупашкарти перинаталь центрӗнче медсестрара тӑрӑшать.

 

Персона
Алена Силпи архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Алена Силпи архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Алена Силпи пиллӗкмӗш хут анне пулнӑ. Ку хыпара эпир «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

«Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Авӑркас тӑрӑхӗнчи Юламан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алена Силпи эстрада ҫӑлтӑрӗ пиллӗкмӗш ача ҫуратнӑ. Арҫын ача ирхине 7.54 сехетре ҫут тӗнчене килнӗ, унӑн йывӑрӑшӗ – 4210 грамм, ҫӳллӗшӗ – 56 см. Кун пирки юрӑҫ хӑйӗн социаллӑ ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ», — хыпарланӑ «Урал сасси».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_31923
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ.

Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ.

 

Персона

«Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Надежда Пиолипинкӑна кӑтартнӑ. Вӑл Давид Тухмановӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ.

Кун хыҫҫӑн Надежда округри «Наше слово» хаҫата иртервью панӑ, кӑларӑмра ӳкерӗнни мӗнле иртни пирки каласа кӑтратнӑ. Сцена валли 5 минут уйӑрса панӑ. Надежда каланӑ тӑрӑх, вӗсене ӑҫта тӑмалли, кадртра хӑйсене мӗнле тытмалли, мӗн каламалли пирки ӑнлантарса панӑ.

Надежда пултарулӑх ушкӑнне юрлама ҫӳрет. Шӑпах ку ӑна камера умӗнче хӑйне лӑпкӑ тытма пулӑшнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22918
 

Персона
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Александр Героева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл «Строительство управленийӗ-29» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ.

48 ҫулти Александр Героев ЧР Строительство министерствине 2020 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗччен ертсе пынӑ. Унччен вӑл Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайона тӑвакан «Иско-Ч» компанин тӗп директорӗ пулнӑ. Министр должноҫӗнчен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.

Ун хыҫҫӑн строительство министрӗ Павел Данилов, Михаил Коледа пулнӑ, халӗ — Владимир Максимов.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чрваш Енре пурӑнакан Мария Рытова 102 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнчӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртнӗ: Мария Петровна окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, Хусан чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте йывӑр чулсем турттарнӑ.

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронтран таврӑннӑ Иван Рытов асӑрханӑ, кӗҫех ҫамрӑксес ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Петровнӑпа Иван Кузьмич 6 ача ӳстернӗ.

Халӗ кинемейӗн – 11 мӑнук. Тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22885
 

Персона
Лариса Петрова архивӗнчи сӑн
Лариса Петрова архивӗнчи сӑн

Ҫамрӑк сӑвӑҫ Лариса Петрова «Туслӑх кӗперӗсем» поэзи тата поэзи куҫарӑвӗсен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен конкурсӗн финалне лекнӗ.

Унта Раҫҫейри, Беларуҫри, Казахстанри, Израильти, Кӑркӑсстанри, Арменири, Польшӑри, Канадӑри поэтсем хутшӑннӑ. Палӑртмалла: Лариса Петрова ку конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнмасть. Пӗлтӗр вӑо жюрин ятарлӑ парнине — «Тӑван чӗлхене аталантарнӑшӑн» диплома — тивӗҫнӗ.

Каласа хӑварар: Лариса Петрова Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14362
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти С.М.Максимов ячӗллӗ 1-мӗш музыка шкулӗнче вӗренекен Ирина Степанова «Агутинс» конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ. Ӑна пултарулӑхне аталантарма 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Сертификата Раҫҫейри паллӑ мусӑкҫӑ Леонид Агутин аллинчен тыттарнӑ.

Палӑртса хӑварар: конкурса 15 пин заявка килнӗ. Пирӗн ентешӗн ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивнӗ. Вӑл Сочи хулинче иртнӗ гала-концерта ӗнер НТВ телеканалпа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ...212
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй