Персона
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Нина Николаевна Иванова 101- мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл шкул ачи кӑна пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Электроаппарат савутне ӗҫлеме кайнӑ. Унта Нина Иванова Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хӑйӗн тӳпине нумай хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Максимовӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Николай Максимов писателӗн кӗнекине мӑкшӑсем кун ҫути кӑтартӗҫ. «Пӗчӗкшерӗн мӑкшӑ ҫыравҫи пулса тӑратӑп. Мӑкшӑ Республикинчи кӗнеке издательстви манӑн «Сокровища юродивого» черетлӗ (виҫҫӗмӗш) романа пичетлесе кӑларма палӑртса хунӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫур ҫулта пичетленсе тухмалла. Жанрӗ — мистикӑлла-приключенилле», — пӗлтернӗ автор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Мӑкшӑ Республикинчи кӗнеке издательствин кӗнекисем ҫӗршывӗпех сарӑлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Музыкантовӑн юбилей каҫӗ иртӗ. «Музыкантов приглашает!» (чӑв. Музыкантов йыхравлать) пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗн тата «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗн ертӳҫи Анатолий Музыкантов 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Уяв каҫне Мари Элти, Пушкӑртстанри, Тутарстанри коллективсем килсе ҫитмелле. Виталий Адюков, Вячеслав Христофоров тата Ирина Музыкантова юрӑсем шӑрантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Пётр Осиповӑн астӑвӑм каҫне пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл — Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, чӑваш халӑх писателӗ, актер, драматург, медицина наукисен кандидачӗ. Пётр Осипов ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. Литературӑпа вӑл 1916 ҫул хыҫҫӑн хастар ӗҫленӗ. 1927-1930 ҫулсенче Чӑваш драма театрӗн тӗп режиссёрӗ пулнӑ. Хӑй вал 20 ытла пьеса ҫырнӑ. Вӗсем чӑваш драматургийӗн ылтӑн фончӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енре 105 ҫулти ветеран пурӑнать. Вӑл – Иван Ермолаев. Вӑл 106-мӗш ҫулта пырать. Иван Васильевич Етӗрнере пурӑнать, политикӑпа интересленет. Урама тухсан ҫынсемпе хаваспах калаҫать. Иван Васильевич 1939 ҫулта ҫара кайнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Гродно хулинче вӑрҫа кӗтсе илнӗ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, III степень Мухтав орденне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Украинӑна минӑран тасатма, халӑх хуҫалӑхне ҫӗклеме пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан вара ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн Виталий Станьял ӑсчах 85 ҫул тултарнӑ ятпа пуҫтарӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Виталий Станьял – учёнӑй, педагог, поэт, публицист. Пултарулӑх каҫӗнче юбиляр ячӗпе ӑшӑ сӑмах калакан йышлӑн пулнӑ. Ҫав шутра — вулавӑшӑн директоре Роза Лизакова та, Чӑваш патшалӑх вӗрӗнӳ инстиутчӗн доценчӗ Надежда Иванова та, филологи наукисен доккторӗ Виталий Родионов та, филологи наукисен кандидачӗсем Геннадий Дегтярёв та, Вера Никифорова та, Ирина Софронова та, Евгений Михайлов археолог та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ирина Трифонова сӑнӳкерчӗкӗ Хусанта пурӑнакан чӑваш арҫынни 100 тултарнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ. Хусан ҫумӗнчи Мирный поселокӗнче пурӑнакан Федор Мердюков Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Аксура 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ветерана РФ Президенчӗн В.Путинӑн, ТР Раисӗн Р.Миннихановӑн, Хусан мэрӗн И.Метшинӑн саламӗсене Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Салихов ҫитернӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Чакӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов та ватта саламалама ппырса ҫитнӗ. «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Ирина Трифоновӑпа ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев та хисеплӗ ветерана ӑшшӑн саламласа парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Иван Григорьевич Григорьев 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑра вӑл 1942-1945 ҫулсенче пулнӑ. Унтан таврӑнсан Хусанта юридици енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Кайран Чӑваш Енри прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ, Вӑрмар районӗнчен пуҫӑннӑ. Ҫак тытӑмра вӑл 15 ҫул ытла вӑй хунӑ. Кун хыҫҫӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшнӑ. Иван Григорьевич чылай наградӑна тивӗҫнӗ: II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, Жуков медальне, «Кенигсберга илнӗшӗн», «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Ҫапӑҫури палла ӗҫсемшӗн» медальсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Минникадире Зейдулловна Хамбикова 100 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗнче темӗн те курма тивнӗ пулсан пурнӑҫа яланах юратнӑ вӑл. Минникадире Зейдулловна ҫак округрах Ыхраҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен аслисен ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑл. Вӑрҫӑ пӗтсен хӗр Мускава савута ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӗсем пӗрле Шӑнкӑртам ялне таарӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, ҫурт ҫӗкленӗ. Мӑшӑр 7 ачана кун ҫути парнелесе ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ Минникадире Зейдулловнӑн 23 мӑнук, 40 кӗҫӗн мӑнук, вӗсен икӗ ачи пур. Чухне Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян – Раҫҫейри пичет кунӗ. Чӑваш Ен Элтепере Олег Николаев «журналистсене, фотокорреспондентсене, верстальщиксене, редакторсемпе тӗп редакторсене – информацие хатӗрлесе сарма хутшӑнакан тата ӑна республикӑра пурӑнакансем патне ҫитерсе тӑракан мӗн пур ҫынна» Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламланӑ. «Сирӗнтен нумайӑшӗ пӗтӗм пурнӑҫне халалланӑ пархатарлӑ ӗҫӗр чӑннипех пысӑк яваплӑ. Професси ӑсталӑхӗ, анлӑ тавра курӑм, ҫынпа хутшӑнма тата тишкерӳ тума, информацин анлӑ юхӑмӗнче чи пӗлтерӗшлине тата ҫынсене кирлине шыраса тупма пӗлни, кӑткӑс темӑсене пурте ӑнланмалла уҫса пама пултарни – ҫакӑ пурте сирӗн ӗҫӗр пире, республикӑра пурӑнакансене, питӗ кирлине кӑтартса парать. Сире пула эпир тӗнчере, ҫӗршывра тата республика пурнӑҫӗнче пулса иртекен пулӑмсене тӗрлӗ енлӗн те тӗрӗс хак пама пултаратпӑр, тӗплӗн шухӑшласа пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр, хамӑра пурнӑҫра кирлӗ информаципе усӑ куратпӑр», — тенӗ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ. | ||
| Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |