Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан икӗ хӗрарӑм вак-тӗвеке пула хирӗҫсе кайнӑ. Кӳршӗсем телефон урлӑ ҫыру ҫӳретсе те пӗр-пӗринпе тавлашнӑ. Ҫавӑн чухне пӗри теприн тӗлӗшпе кӳренмелле сӑмахсем ҫырса тултарнӑ.

61 ҫулти хӗрарӑм хӑйне хӳтӗлес тӗллевпе лингвистика экспертизи ирттернӗ.

Халӗ суд тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтернӗ кӳршӗрен 6 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр ҫемьере ашшӗпе хӗре хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 21 ҫулти хӗрне ашшӗ мӑйӗнчен ярса илнӗ, пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Хӗр чӑнах та хӑраса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Полицийскисем 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрача пирки халӑх тетелӗнчи страницӑра пӗри кӳренмелле тата суя сӑмах саракан пост вырнаҫтарнӑ. Полицирен шкул администрацийӗ пулӑшу ыйтнӑ.

Пост авторӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 44 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 128.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Уйкас Хачӑк ялӗнче пӗрисен гаражӗнчи мотоцикл ҫухална. Кун пирки кил хуҫи хӗрарӑме йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ. 200 пин тенкӗ тӑракан мотоцикла пакунлисем уйра тупнӑ. Йӗрке хуралҫисен овчарки вара Алексей Васильев кинолога тата тӗпчевпе оперативлӑ служба ӗҫченӗсене ялти пӗр арҫын килне ертсе кайнӑ.

Судпа унччен айӑпланнӑ 30 ҫулти арҫын гаража ҫивиттинчен аннӑ иккен. Мотоциклта бензин пӗтиччен ярӑнса ҫӳренӗ те кайран транспорта хирте пӑрахса хӑварнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
https://21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене шӑнман пӑрпа лартса янӑ.

Пӑтӑрмах пирки иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ. Пӳрт тӑвас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ хӗрарӑм ипотека илнӗ. 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл строительство организацийӗсенчен пӗринпе килӗшӳ тунӑ.

41 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ертсе пыракан фирма ӗҫе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗ валли вӗҫлеме шантарнӑ. Саккасҫи укҫана пӗтӗмпех, 5 миллион тенкӗ ытла, тӳлесе хунӑ пулин те туса пӗтермен.

Кӑҫалхи кӑрлач йӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен усламҫӑ тӗлӗшпе тата тепӗр ултӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем те унпа пӳрт тума килӗшӳ тунӑ та шантарнине кӗтсе илеймен.

Хӗрарӑм ҫынсене пурӗ 35 миллиона яхӑн тенкӗлӗх улталанӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
dzen.ru сӑнӳкерчӗкӗ
dzen.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мускавра Чулхулари скрипка ӑстине Наталья Маурер виллине тупнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Икӗ ача амӑшӗ ҫав каҫхине Алексей Паштаев офтальмолог патӗнче пулнӑ.

Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва Пӗрремӗш каналпа «Пусть говорят» кӑларӑмра сӳтсе яврӗҫ.

Хӗрарӑм скрипка калама пӗлнисӗр пуҫне илем конкурсӗсене хутшӑннӑ. Унӑн упӑшки (иккӗшӗ нумаях пулмасть уйрӑлнӑ) — балет артисчӗ.

Алексей Паштаев — Николай Паштаев профессор ывӑлӗ. Наталья тата Алексей хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти аслӑ шкулта пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ, пӗрне пӗри палланӑ.

Алексей Мускавра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/aCGDFQh1EUXpea1Y
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Мордва Республикинче Чӑваш Енри икӗ мӑшӑр хӑрушӑ аварире вилнӗ.

Мордвари ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗпа пынӑ 63 ҫулти водитель хирӗҫ ҫул ҫине тухса Газельпе ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн машинӑсем ҫунма тытӑннӑ. Газельри 34-ри водитель, унӑн 31-ри арӑмӗ тата тепӗр мӑшӑр, вӗсен тусӗсем, кабинӑра хӗсӗнсе ларнӑ. Вӗсем ҫӑлӑнайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_433894
 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ...435
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй