|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗрле Канаш хулинче «Гранта» хӑрушӑ аварие лекнӗ. Унта пулнӑ икӗ пассажирӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем 16-ра тата 18 ҫулта пулнӑ. Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун чухне шӑпах унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗн машинине тапратса тухнӑ та юлташӗсемпе хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ҫул хӗресленекен вырӑнта машина «семеркӑпа» ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ, ыттисем, виҫҫӗшӗ, аманнӑ. Ҫакӑ паллӑ: водителӗн права пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк Канашра шкул тума Туркменистанран килнӗ ҫынна явӑҫтарнӑ. Вӑл ҫын пирӗн ҫӗршыва турист евӗр килсе ҫитнӗ, анчах вӑхӑт иртсен тӑван тӑрӑхне таврӑнма шутламан та. Асӑннӑ ҫынна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Асӑнна хулара нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте Туркменистанран килнӗ, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче пӗрремӗш курсра вӗренекен студента ӗҫлеттернӗ. Ӑна та 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Саккуна пӑсса ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе явӑҫтарнӑ организаци пуҫлӑхӗсене те явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав шутра килти укҫа та пулнӑ, кредит та илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ суммӑна хӗрарӑм пӗр эрне хушшинче куҫарса панӑ. Пӑтӑрмах почта уйрӑмне килмелли документсене йӑнӑша пула урӑх адреспа ярса панине ӗнентернинчен, урӑх ҫӗре ярса пама смспа килнӗ пароле ыйтнинчен пуҫланнӑ. Код мессенджерсенчен пӗринче бот урлӑ килнӗ. Хӗрарӑм ҫав кода ют ҫынсене пӗлтернӗ. Унтан ҫавсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм кабинета кӗме пултарнӑ. Кайран хӗрарӑма укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫынсем каланине йӑлт пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче роза ӳстерекенсене тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр теплицӑра чикӗ леш енчен килнӗ ҫынсем тар тӑкни пирки миграци енӗпе ӗҫлекен специалистсене систерекенсем пулнӑ. Инспекторсем тӗрӗслеме тухса кайнӑ. Унта, чӑн та, мигрантсем ӗҫленӗ иккен. Узбекистанран хайхисем пирӗн ҫӗршыва миграци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑнманни палӑрнӑ. Ҫавсем роза калчи ӳстернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Йӗркене пӑснӑ мигрантсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, 5 пин тенкӗ таран штраф хурса парӗҫ, пирӗн ҫӗршывран кӑларса яма пултарӗҫ. Теплицӑра нелегалсене ӗҫлеттернӗ ҫынна та саккун явап тыттарма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/cheboksary пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре, Шупашкарти Мускав проспектӗнче 17 ҫулти хӗр 53 ҫулти хӗрарӑм ҫине самокатпа пырса кӗнӗ. Инкек тротуар ҫинче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм ҫулпа утса пынӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине электричество самокачӗпе ярӑнса пыракан студент пырса кӗнӗ. Суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килӗнче сипленме янӑ. Колледжра иккӗмӗш курсра вӗренекен хӗр ӗнентернӗ тӑрӑх, руле вӑл астумасӑр пӑрса янӑ. Пике тӗлӗшпе халӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ Бахтиер Холиковӑн машининче сирпӗнекен хатӗр тупнӑ. Ҫакна йӗрке хуралӗн органӗсем те ҫирӗплетнӗ. «Контактри» «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, полковник нумаях пулмасть пурнӑҫӗшӗн шикленсе пурӑнмалли вырӑна улӑштарнӑ. Унӑн Кивӗ Вӑрмар ялӗнче килӗнче ӑслӑ камера пур. Вӑл ҫӗрле машина патне такам пынине систернӗ. Полковник ятарлӑ службӑсене чӗннӗ. Саперсем сирпӗнекен хатӗре сиенсӗрлетнӗ. Следстви ҫакна Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби тума пултарнӑ тесе шутлать: кун валли вӗсем Чӑваш Енре ҫын тупма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Канашра пурӑнакан ҫемьере харкашу сиксе тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫсе кайнӑ та 37 ҫулти хӗрарӑм электрогитара ярса тытнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ. Гитарӑпа темиҫе хутчен ҫапнипех ҫырлахман-ха усал хӗрарӑм. Вӑл алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа упӑшкин аллине суранлатнӑ. Кайран хӑйех васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Чӑн-чӑн детектив пекех. Ку Чӑваш Енрех пулса иртнӗ. Джой ятлӑ овчарка кафере ҫынна вӗлерме тӑнӑ преступнике тупма пулӑшнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: каччӑ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, унтан ӑна такам мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Преступник тарнӑ, анчах карттусӗпе телефонне ӳкерсе хӑварнӑ. Джоя ҫакӑ кӑна кирлӗ пулнӑ – шӑршӑпа полицейскисене йӗр ҫине ӳкернӗ. Ҫапла ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Джойӑн напарникӗ – Анастасия Рысева кинолог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех. Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкӗрчӗкӗ Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 78 ҫулти ватӑ тротуарпа утса пынӑ чухне шуҫса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра шар курнӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Мересьев урамӗнчи пӑрлакаланса ларнӑ тротуара пула сиксе тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра шар курнӑ пенсионера хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Надзор органӗ ватта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳннине саплаштарма ыйтнӑ. Суд вырӑнти тӳре-шарана пенсионера 30 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
