|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Погода 21» сайтран илнӗ сӑн Ӗнер республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнче – Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар округӗсенче – юр ӳкнӗ. Халӗ пирӗн пата кӑнтӑр енчен циклон ҫывхарать. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, кӗҫнерникунччен чарӑнмӗ. Хальлӗхе юр ӳкмӗ. Анчах тӗтре карса илме пултарать. Эрнекунпа шӑматкун кӑна ҫумӑр ҫумӗ. Анчах шӑматкун ҫил вӑйланӗ, каллех ҫумӑр илсе килӗ – вырсарникун ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() proza.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ытларах та ытларах кӗрхи евӗр пулса пырӗ. Паян ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун вара уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ те ҫитес эрне тӑршшӗпех тенӗ пек чарӑнмӗ. Вырсарникун тата тунтикун ҫӗрле йӗпе юр ҫума пултарать. Ун чухне термометр 0 градус кӑтартӗ. Кунсӑр пуҫне вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, ҫак нӳрӗклӗхе пула ҫулсем пӑрлак пулма пуларӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 1-2-мӗшӗсенче 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрман инспекторӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем патрульпе ҫӳренӗ вӑхӑтра Шӑмӑршӑ округӗнче Палтиел участок лесничествинче 6 тунката асӑрханӑ: хырсене тин кӑна такам каснӑ. Тӑкака шутланӑ. Вӑл 63 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Йывӑҫсене кам каснӑ? Ҫакна палӑртма материалсене полицие ярса панӑ. Вӗсен айӑплӑ ҫынсене тупса явап тыттармалла пулӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви аса илтерет: вӑрманти йывӑҫсене сиен кӳрсен РФ УКн 260-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юр хулӑнӑшӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт хӗл мӗнле килессине палӑртнӑ. Паллах, ку прогноз кӑна. Пӗтӗмӗшле илсен, хӗллехи ҫанталӑк климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Чӳк уйӑхӗнче нӳрӗк сахал пулӗ. Ҫапах 16 см хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарӗ. Раштав ытти чунехинчен ӑшӑрах килӗ, юр та нормӑран сахалрах ҫӑвӗ, унӑн хулӑнӑшӗ 21 сантиметра ҫитӗ. Ҫапах 30 градус сивӗ кунсем те пулӗҫ. Кӑрлачра тата нарӑсра ӑшӑ, юрлӑ пулӗ. Нарӑсра юр хулӑнӑшӗ 41 сантиметра ҫитӗ. Кӑрлачра 25 градус сивӗ пулас шанчӑк – 80%, нарӑсра – 60%. Пуш уйӑхӗнче каллех ҫуркунне ир килес шанчӑк пур. Уйӑх нормӑран 2 градус ӑшӑрах пулӗ, ҫумӑр сахалрах ҫӑвӗ. Ҫапах юр хулӑнӑшӗ 40 см пулӗ-ха. Анчах ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ирӗлсе пӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтран илнӗ сӑн Синоптиксем малтанах пӗлтернӗ пекех, икӗ эрнене тӑсӑлнӑ «ылтӑн кӗркунне» вӗҫленнӗ. Паян та кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, анчах – вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна. Ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килнӗ май йӗпе юр е кӗрпе ҫума пултарать. Пукрав иртрӗ. Апла ҫанталӑк та хӗл еннелле сулӑнать. Кӑнтӑрласерен 6-11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 0 патнелле ҫывхарӗ. Ирсерен тӗтре карса илме пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр региона тахҫанах циклон ҫитнӗ. Пире вара ку енӗпе ӑннӑ – халӗ те антициклон хуҫаланать. Анчах вӑл пирӗн патран майӗпен кайма тытӑнӗ. Шӑматкун 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара кӗрхи ӑмӑр ҫанталӑк пирӗн пата та ҫитӗ. Ҫапах та кун ҫумӑрсӑр иртӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Эрне тӑршшӗпех ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 7-9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 2-4 градус ӑшӑ. Пӗр эрнерен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнчи сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, ҫавна май юр та ӳкме пултарӗ. Ҫапах хӗлле халех килмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк виҫҫӗмӗш декада варричченех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Иртнӗ эрнере синоптиксем уяр ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлма пултарассине пӗлтерсе савӑнтарнӑччӗ те... Анчах магнит тӑвӑлне пула ҫанталӑк кӑшт улшӑнма тытӑннӑ иккен. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр ҫанталӑка циклон хӗсме пуҫланӑ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫапах эрне варринче ҫанталӑк лайӑхланӗ. Ытларикун пӗлӗтленӗ, хушӑран уяртӗ. Юнкун ирхине тӗтре карса илӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗвел тухӗ. Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, 12-17 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫумӗ-ха. Канмалли кунсенче вара ҫумӑр пуҫланӑ – вӑл ҫитес эрне тӑршшӗпех чарӑнмӗ. Сывлӑш климат нормипе килӗшсе тӑрӗ: кӑнтӑрла – 8, ҫӗрле 2 градус ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Валентина Кириллова илеме темре те курма пӗлет. Кӑҫал вӑл тӗрлӗ формӑллӑ кишӗре пухса пынӑ. Ҫавсенчен Валентина Степановна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта курав йӗркеленӗ. Асӑннӑ учреждение тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тӑванӗн ывӑлне Игоре илсе пырать. Ҫамрӑк арҫын унти Тренировка хваттерне ҫӳрет. «Унччен эпӗ хосписра медсестрара ӗҫленӗ. Тӗрлӗ мероприяти валли унта та куравсем йӗркелеттӗм», — каласа кӑтартнӑ илеме темре те курма пӗлекен хӗрарӑм центрӑн пресс-службине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() m24.ru сайтри сӑн Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине хыпарланӑ. Паян ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ахӑртнех, кун пек ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 15 градус таранах кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – 18-20 градус таран. Ҫитес икӗ эрнере ҫӗрлесерен шӑнтмӗ. Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 17-мӗшӗнче ҫумӑр ҫума, сивӗтме пуҫлӗ. 17-18-мӗшӗсенче юр ҫума пултарать. 23-мӗшӗ хыҫҫӑн вара юр тата нумайрах ҫӑвӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таран пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫӗр республикӑра самая шӑнтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес икӗ каҫ та шӑнтӗ. Уйрӑмах — тунтикун каҫхине. Синоптиксем паянтан ылтӑн кӗркунне пуҫланнине пӗлтереҫҫӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, анчах ун хыҫҫӑн каҫсерен шӑнтма пӑрахӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче республикӑна ӑшӑ килме пуҫлӗ, кӑнтӑрласерен 11-16 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ылтӑн кӗркунне вӑраха тӑсӑлма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
