Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ. «Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ. Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен. Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗ умӗнчи лапамра кӳмесен «Пирӗн тӗлӗнтермӗш» конкурсӗ иртнӗ. Конкурса чылай ҫын хутшӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗн кӳмисене мӗнле кӑна илемлетмен! Кӑмака, чечек… евӗр. Мероприятире пысӑк тата пӗчӗк кӳмесем, велосипедсем те пулнӑ. Чи илемлӗ кӳмесен хуҫисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн. Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ. Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн. Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫуллӑх» паркра теттесен ярмӑркки иртӗ. Мероприятие 15:00–18:00 сехетсенче хутшӑнма май пур. Тӳлевсӗрех. Мӗн-ха вӑл теттесен ярмӑркки? Вӑл — ачасен суту-илӗвӗ. Унта килте кирлӗ мар теттесене сутӗҫ. Кашни ача хӑйӗн валли туянма пултарӗ. Чи интересли — ачасем хаксене хӑйсемех палӑртаҫҫӗ. Хӑйсемех сутаҫҫӗ, шутлаҫҫӗ, суйлаҫҫӗ, туянаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем валли асӑрхаттару: ярмӑрккӑра теттесем, сӗтелҫи вӑййисем, лайӑх кӗнекесем ҫеҫ сутма юрать. Ҫӗмӗрӗлнӗ, пахалӑхсӑр япаласене, 20 сантиметртан ҫӳллӗрех ҫемҫе теттесене, пысӑк теттесене, дисксене, апат-ҫимӗҫе, тумтире, 100 тенкӗрен ытларах тӑракан теттесене сутма юрамасть. Ашшӗ-амӑшӗн унта пыриччен ачисене япӑх теттесене мӗншӗн сутма юраманнине ӑнлантармалла. Хаксен пысӑк пулмалла мар: 5, 10, 50 тенкӗ ҫеҫ. Тата: аслисен пӗчӗккисене тетте сутма, туянма, суйлама чӑрмантармалла мар. Ачасем хӑйсемех шухӑшлаччӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хӑш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ 2008 ҫулхи ҫу уйахӗнче Бинбанк Шупашкара «Ӑс паллисем» скульптура парнеленӗччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫтарнӑ. Монумент ҫинчи чӑваш эрешӗсем — паянхи кун манӑҫа тухнӑпа пӗрех чӗлхе. Ҫак чӗлхене хӑшӗ-пӗри пачах манасран харать-ши е вӗренесшӗн-ши — «пӗлӳ», «эволюци» тата ытти хаш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ. «Усал вӑйсенчен хӳтелкен сыхлавҫӑ», «юрату тата хисеп» паллӑсем вандалсене кирлех пулман курӑнать. Чӑваш ҫырулӑхӗн «Ӑс паллисем» скульптури гранит плита евӗр, 7 тонна йывӑрӑш. Ӑна ятарласа Карелирен илсе килнӗ. Унти чӑваш эрешӗсене Петербург ӑстисем хатӗрленӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи эрешӗсене ӑнлантаракан пӗрлӗхлӗ ҫӑлкуҫ халӗ те ҫук. Банк ӗҫтешӗсене вӗсене уҫӑмлатма Юрий Петрович Смирнов пулӑшнӑ. Ун чухне вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетне ертсе пынӑ. Шел те, вӑл 2010 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Скульптура ҫинчи паллӑсем вара сахалланса пыраҫҫӗ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем Шупашкарта та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр. Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Уяври самант Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пионер организацине йеркеленӗренпе 92 ҫул, ӑна Владимир Ильич Ленин ятне панӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкарта мероприяти иртнӗ, пионерсен ретне 50 яхӑн ача тӑнӑ. Чи малтанах ҫар тумне тӑхӑннӑ шкул ачисем Владимир Ленин палӑкӗ патӗнче марш утнӑ. Уяв линейкине Шупашкарти, Вӑрнар районӗнчи шкулсенчи пионер отрячӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти Зина Портнова ячӗллӗ отряд, Ишлейри Зоя Космодемьянская ячӗллӗ отряд, Шупашкарти КПРФ хула комитечӗ ҫумӗнчи пионер отрячӗ хутшӑннӑ. Линейкӑна Шупашкарти РФКП хула комитечӗн бюро членӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова уҫнӑ. Вӑл хушнипе Совет офицерӗсен союзӗн представителӗсем, комсомолецсем тата пионерсем Республика тӳремӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне, РФ ЛКСМӗн тата пионерин ялавне йӑтса утнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗнчи РФКП фракцин ертӳҫи Д.Б.Евсеев Пионери граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленнине, вӑл халӗ те ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанине парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Коммунист депутат пионерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче аслисемпе тан ӗҫленине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти кӳлмек Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ. Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн. — Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев. — Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр. Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Мускав кӗперне ҫур ӗмӗр каяллах тунӑ. Унтанпа вӑл япӑхма ӗлкӗрнӗ, каҫса ҫӳреме хӑрушӑ-мӗн. Ҫавна май ӑна юсама йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 17–28-мӗшӗсенче тата авӑн уйӑхӗн 23–26-мӗшӗсенче кӗперӗн сылтӑм енӗпе ҫӳрессине чарӗҫ. Анчах варринчен каҫма ирӗк парӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 17-мӗшӗччен тата авӑн уйӑхӗн 26–29-мӗшӗсенче кӗпер юсакансем варринче йӗрсене юсӗҫ, ҫавна май кӗперӗн айккинчи енӗпе машинӑсен кайма юрӗ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» акционерсен обществин Шупашкарти «Мостоотряд-41» фирмине шаннӑ. Кӗперҫӗсен тӗп тӗллевӗ — кӗперӗн япӑхнӑ «ҫӗввисене» юсасси. Ҫав «ҫӗвӗсене» маларах та юсакаланӑ-мӗн-ха, анчах вӗсен ҫӑрисем тахҫанах тутӑхнӑ, асфальтобетон тытӑнса тӑмасть. 2008 ҫултанпа йывӑр тиевлӗ машинӑсене ун урлӑ каҫарма чарнӑ. «Халӗ эпир пӗр фура та иртмессине асӑрхаттаратпӑр», — тенӗ филиалӑн директорӗн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Павел Мальченко. 46 ҫул каялла эксплуатацие панӑ кӗпере тӑтӑшах юсаса тӑраҫҫӗ пулин те тӗплӗ юсав кирлӗ. Ҫитес виҫӗ ҫуллӑха кулленхи юсавпа ҫырлахӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |