Хулара
![]() Богдан Хмельницкий урамӗнчи сӑнсӑрлӑх Пӑрлӑ ҫумӑр ҫусан йывӑҫсем хуҫӑлнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫынсем халӗ те нуша кураҫҫӗ. Ҫак урамри 32-мӗш ҫурт умӗнчи каснӑ йывӑҫсене пуҫтарсах ҫитереймен-мӗн. Ҫынсем икӗ эрне ҫав йывӑҫсем урлӑ каҫса ҫӳреҫҫӗ. Рабочисем электропередача линине лекме пултаракан туратсене ҫеҫ пуҫтарнӑ. Икӗ уйӑх каялла кунта кабель карма пуҫланӑ-мӗн. Ун чухне те кансӗрлекен туратсене каснӑ, анчах тиесе кайман. Ҫапла ҫак ҫурт картишӗнче йывӑҫ-турат йӑваланать. Шыв колонки патне утмалли сукмак ҫеҫ пур. Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ыйтупа кирлӗ ҫӗре темиҫе хут та шӑнкӑравланӑ. Анчах усӑсӑр. Телекурав журналисчӗсем ку ыйтупа управляющи команине шӑнкӑравласан лешсем ҫитес вӑхӑтра ӑпӑр-тапӑра пуҫтарма шантарнӑ-ха та… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази ҫумӗнче ҫулсерен иртекен чӗлхесен фестивалӗ пулнӑ. Бразилирен, Холландирен, Австрирен, Словакирен килнӗ хӑнасем шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Ачасемшӗн ку акӑлчан чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслемелли мел пулнӑ. 10-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Тихонова, Оксана Шишокина, Карина Хачатрян, Ксения Филиппова, Денис Совин тӑлмачӑ тата гид вырӑнӗсенче пулнӑ. Дарья Тихонова Австрири Кристинӑна пулӑшнӑ. Вӑл 19 ҫулта. Кристина хӑй те Сӗнтӗрвӑрри пек пӗчӗк хулара пурӑнать-мӗн. Хӗр сноуборда юратать. Кристина нимӗҫ алфавичӗпе тата ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех нимӗҫ тата чӑваш чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсене танлаштарнӑ. Словакири Юрий пурне те килӗшнӗ. Вӑл вырӑсла лайӑх калаҫать, анчах ӑсталӑх класне акӑлчанла ирттернӗ. Юрий Словаки пирки нумай каласа кӑтартнӑ, Словаки чӗлхипе паллаштарнӑ, вӑл вырӑс чӗлхипе пӗр пекрех пулнине палӑртнӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пулас микрорайон планӗ Юпан 28-мӗшӗнче Шупашкарти администрацире хулан тӗп пайӗнчи 2 «А» микрорайон проекчӗ пирки калаҫнӑ. Пухӑва хула администрацийӗн архитектура, хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов ертсе пынӑ. Хулан тӗп пайне пырса тивекен ыйтусем Шупашкарта пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ. Пухӑва 200 ытла ҫын килнӗ. Гагарин, Ярмӑрккӑ, Пионер, Калинин урамӗсене пырса тивекен проекта сӳтсе явнӑ. Кӳршӗ виҫӗ сегмента тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Халӗ 2 «А» пай патне черет ҫитнӗ. Унӑн планировка проектне «Классика» архитектура бюровӗ» хатӗрленӗ. Унӑн ертӳҫи Надежда Рыжова проектпа паллаштарнӑ. Ку территори йывӑҫсемлӗ, тӗмӗсемлӗ тарӑн ҫырма урлӑ каҫать. Улма паракан темиҫе йывӑҫ унччен кунта пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Ҫитменнине, ҫырма кунта пӗрре ҫеҫ мар. Кунта Кайбулка юханшыв иртет. Архитекторсем ҫырма ытлах ан курӑнтӑр тесе планировкӑра, тӗп пайра, ҫӳллӗ ҫуртсем хӑпартма йышаннӑ. Вӗсем 25 хутлӑ пулмалла. Ҫырмасене тӑпра тултармалла мар-мӗн, унта ҫӗр айӗнчи гараж пулмалла. Ун тӑрринче садсем ешерӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем пулӗҫ. Ку район сыхлакан виҫӗ зонӑпа кӳршӗллӗ. Вӗсем — тахҫанах хупнӑ масар, фабрика тата ҫӑкӑр савучӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Халӗ Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем паташалӑх уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ӑҫта пулассине хӑйсем суйлама пултараҫҫӗ: хӑйсем кун кунлакан тӑрӑхра е аяккарах-и? Шупашкар администрацийӗн ЖКХ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑна сертификат иличчен, шута тӑрсан, суйламалла. Анчах пурне те суйлаттармаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫемье уйӑрнӑ лаптӑк ҫинче хушма хуҫалӑх йӗркелесен ҫеҫ кун пек ирӗк пур. Ҫемьесен хӑш вариантне суйлани пирки ҫырнӑ ыйтӑва кирлӗ органа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗлтермелле. Паянхи кун тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илме Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ 3910 ҫемьерен 1696-шӗ пӗлтернӗ. 1348 ҫемье унта ҫурт лартасшӑн, 183-шӗ дача хӑпартасшӑн, 165-шӗ хушма хуҫалӑх йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыранпа тепӗр кун Шупашкарта «Ӳсӗр водитель» профилактика мероприятийӗ иртмелле. Ӳсӗрле руль умне ларакансене ытти чухне те пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, анчах ыранпа тепӗр кун вӗсене пушшех вӑйлӑ «сыхлӗҫ». Эрех ӗҫнӗ е наркотикпе айкашнӑ хыҫҫӑн руль умне ларни вара хакла ларать. Уншӑн 30 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне 1,5 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таран правасӑр хӑвараҫҫӗ. Хӗрӗнкӗ ҫынна машина рульне шанса паракансене те явап тыттараҫҫӗ. Пӗрреллӗхе ҫаклансан 30 пин тенкӗ штрафласа 1,5–2 ҫул таран правана туртса илӗҫ. Иккӗмӗш хут лексен штраф виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать, правине те кун пек чух саккун 3 ҫуллӑх туртса илме ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Николай Смирнов урамӗ ҫакӑнта пулӗ Шупашкарта Смирнов урамӗсем иккӗ пулассине Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас ӗҫ управленийӗнче пӗлтернӗ. Юрий Смирнов урамӗ республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсен секторӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ятне 1956-мӗш ҫултах панӑ иккен. Ун чухне «Хӗрлӗ флот» колхоз территорийӗ те пулнӑ иккен-ха. «Юрий Смирнов мӗнпе чапа тухнине калама йывӑртарах», — тесе ҫырнӑ сайтсенчен пӗринче. Вӑл ҫын Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 77-мӗш стрелок полкӗн 1-мӗш стрелок ротин стрелокӗ, Чулхулара ҫуралнӑ Юрий Смирнов кӗҫӗн сержант пуль теҫҫӗ. Николай Смирнов урамӗ Благовещенски урамӗнче пулӗ. Унта ҫӗкленекен 26-мӗш позици нумай пулмасть Смирнов урамӗнчи 6-мӗш номерлӗ ҫурт пулса тӑнӑ. Николай Смирнов — Раҫҫей Паттӑрӗ. Унӑн ятне пама Афганистан ветеранӗсен союзӗн республикӑри организацийӗ сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ ача-пӑча 2-мӗш шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Полина Макаровӑпа Таня Киселева питӗ ҫамрӑк пулсан та ҫын нушинчен пӑрӑнманнине кӑтартнӑ. Вӗсем йывӑрлӑхрисене пулӑшма хатӗр. Шкул ачисем ыркӑмӑллӑх флэш-мобне хутшӑннӑ. Ӑна «Анастасия» волонтерсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Хӗрачасем темиҫе кун Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче сӗрме купӑс каланӑ, чирлӗ ачасем валли укҫа пухма пулӑшнӑ. Ҫамрӑк сӗрме купӑсҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Хӗрачасен пултарулӑхӗ чирлӗ ачасем валли сахал мар укҫа пухма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӳнтернӗ кӗлепесем Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те. Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кукӑль карттинчи сӑн «Намӑс хӑми» сайтра тем ҫинчен те пӗлме пулать иккен… Кама мӗн килӗшмест — унта ҫыраҫҫӗ. Пӗрине ав Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Кроха» лавккари сутуҫӑн шӑрши килӗшмест-мӗн. «Ҫӑхав» ҫыраканни пӗлтернӗ тӑрӑх, «шӑршлӑ» ҫав сутуҫӑ ытларах ача кӳмисем сутнӑ ҫӗрте ӗҫлет. «Унран тар шӑрши вӑйлӑ кӗрет!» — ҫырнӑ ҫавскер. Сутуҫӑ лавккана пынӑ ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑн калаҫмасть-мӗн. Нумаях пулмасть «ҫӑхав» ҫыраканни упӑшкипе унта кайнӑ, ачи валли ҫунашка туянма шухӑшланӑ. «Ҫунашкана илсе кӑтартма ыйтрӑмӑр. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те… эпир ураран чутах ӳкмерӗмӗр. Каярахпа килессине пӗлтерсе тухса шӑвӑнтӑмӑр», — ҫырнӑ хӗрарӑм. Ҫулла ҫав сутуҫӑран уйрӑмах вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет-мӗн. Алӑкранах… Хӗрарӑм «Кроха» лавкка ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тума ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ. Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен. Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |