Хулара
![]() Чӑвашла ята ҫухатнӑ «Лакомка» Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене. Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ. Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() dislife.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Халӗ льготӑпа усӑ куракан ҫынсем общество транспортӗнче вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара улшӑну кӗртӗҫ: транспортпа ҫӳремелли билет ятлӑ пулӗ. Ку йышӑну ЧР Министрсен Кабинечӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Халӗ льготӑпа усӑ куракансем транспортри билетшӑн вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа тӳлеҫҫӗ тӗк ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене пӑрахӑҫлӗҫ. Ҫак картӑсем вырӑнне кашни ҫыннӑн ятлӑ билет пулӗ. Вӗсем ҫине хушамата, ята, ашшӗ ятне палӑртӗҫ, сӑнӳкерчӗк ҫыпӑҫтарӗҫ. Ҫакнашкал билета электрон карттӑсем ҫине укҫа хумалли пунктсенче ылмаштарма пулать. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Вокзалҫум урамри 1-мӗш ҫурт (диспетчер павильонӗ), Ҫӗнӗ салари тата Хулаҫум автовокзалӗсенче, Эльмен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт («Автозапчаҫсем» лавкка), Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 57-мӗш ҫурт. Льготапа усӑ куракансен ака-ҫу уйӑхӗсенче ҫак адрессемпе пырса сӑнӳкерчӗк, документсем, вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билета (пур пулсан) пырса памалла. ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур карттӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ятлӑ тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.wikipedia.org сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Калинин районӗнче ейӳ сиен кӳме пултаракан вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫак йыша «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи «Ҫар мухтавӗн монуменчӗ» те кӗнӗ. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ейӳ Калинин районӗнче пурӑнакансене самаях сиен кӳме пултарать. Ҫав шутра — районти культура объекчӗсене те. Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи монумент патӗнче ҫӗр ишӗлет. Ку вара палӑкшӑн хӑрушӑ. Ҫавӑн пекех Тютчев урамӗнчи 39, 41-мӗш ҫуртсене, Атӑл урамӗнчи 13, 14-мӗш ҫуртсене те хӑрушлӑх пырса тивме пултарать. Хӗвелтухӑҫ поселокӗ патӗнчи, Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 4,6,8,10-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче Атӑл енчен ҫӗр ишӗлес хӑрушлӑх пур. Списока Якимов варӗ, Аш-какай комбиначӗн 7-мӗш линийӗ, Октябрь: 40 ҫул урамӗнчи 1-4-мӗш линисем, Алькеш поселокӗнчи Пионер урамӗ кӗнӗ. Мэри ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ейӳ ӑнсӑртран пуҫланать, хӑвӑрт вӗҫленет. Анчах вӑл мӗнле пуласса калама ҫук. Администраци ҫынсене ейӳре мӗнле пулмаллине ӑнлантарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта демографи лару-тарӑве лайӑхланать теме пулать. Ав кунта кӑҫал саккӑрмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем йӗкӗреш ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Ачасене кунта пушӑн 26-мӗшӗнче регистрациленӗ. Арҫын ачапа хӗрача пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Анастасия ят панӑ. Арҫын ача — Иван. Ҫемьен вӗсемсӗр пуҫне пӗр ача пур. Йӗкӗреш ҫуралсан вара вӗсем нумай ачаллӑ кил-йыш шайне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсен пурнӑҫне тӗрӗс йӗркелес тӗллевпе Шупашкарта ҫӗнӗ проект хута кайнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак енпе ӗҫ пырать. Шупашкарти ача пахчисенче проекта пурнӑҫлас тӗллевпе фитнес енӗпе хушма занятисем пулӗҫ. Проекта чи пӗрремӗш пурнӑҫлаканни — 108-мӗш ача пахчи. Занятисенче вӑй-хал культурин инструкторӗ ачасем валли физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли занятисем ирттерӗ. Инструкторсем фитнес енӗпе ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ. Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес. «Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет. Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ. Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ. Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Никита Павлов сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ача сахал ҫуралнӑран ача пахчисене хупрӗҫ, вӗсен ҫурчӗсене тӗрлӗ организаци-предприяти илчӗ. Юлашки ҫулсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнчӗ. Ҫавна май ача пахчисенче те черет вӑрӑмланма пуҫларӗ. Тӳре-шара черете кӗскетес тесе ҫӗнӗ садиксем хута ярать. Ачасемпе ҫамрӑксен В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче нумаях пулмасть боксерсем тренировка ирттернӗ, йывӑр атлетсем штанга йӑтнӑ. Халӗ унта строительсем хуҫаланаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран вара ҫак ҫурта 200 яхӑн ача ура ярса пусӗ. Ҫак ҫурт каллех ача пахчи пулӗ. Капиталлӑ ҫурт тӑвӑмӑн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи ача сачӗ 11 ушкӑн, 220 шӑпӑрлан валли пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ 2 334 тӑваткал метрпа танлашать. Ача пахчинче занятисем ирттермелли пӳлӗм, бассейн пулӗ. Ҫурта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ҫӗнетме тытӑннӑ. Хальлӗхе стенасене, чӳречесене, алӑксене лайӑхлатнӑ, ҫурт тӑррине юсанӑ. Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, подрядчик графикран кӑштах юлса пырать. Анчах пӗтӗмпех вӑхӑтра — ҫӗртме уйӑхӗнче — туса пӗтерме палӑртнӑ. Халӗ хулара тепӗр икӗ ача пахчинче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке. Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ. Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |