Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫуркунне ҫитнӗ май Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахнӑ. Фурӑсене ҫапла тума ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен чарнӑ. Тем турттарса кӗмелли пулсан ятарлӑ ирӗк илмелле уншӑн укҫа тӳлемелле.

Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗме чарасси ҫинчен калакан хушӑва Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Чару вӑхӑтне тӳре-шара тепӗр вунӑ куна тӑсма та пултарӗ. Ку вӑл ҫанталӑкран килӗ.

Ҫурхи чару автобуспа турттаракансене, апат-ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх апат-ҫимӗҫне, эмел, топливо, вӑрлӑх, удобрени тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр тавара турттаракансене пырса тивмӗ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пилӗк е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесене ҫурт-йӗр хута яма е туянма сертификат параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 11 ҫемье ӑна тивӗҫнӗ.

Нумай ача амӑшӗ Людмила Кузьмичева каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫак саманта 7 ҫул кӗтнӗ. Халӗ питӗ савӑнаҫҫӗ. Людмила Садовникова та хӗпӗртет: вӗсем те кӗҫех ҫурт-йӗре пысӑклатӗҫ.

Олеся Кутузова та юлашки самантчен сертификат парасса ӗненмен. Халӗ савӑнӑҫӗн чикки ҫук.

 

Хулара
vmo24.ru сайтри сӑн
vmo24.ru сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗн варринче Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл карас ҫыхӑну операторӗ имӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн сим-карта срокӗ тухӑ. Хӗрарӑма ҫыхӑну салонне ҫитессине пӗлтернӗ. Анчах лешӗ паспорт даннӑйӗсене пӗлтерни те ҫителӗклине каланӑ.

Унтан «Мускаври финанс компанийӗн ҫынни» шӑнкӑравланӑ, кайран – «ФСБ ӗҫченӗ». Вӗсем хӗрарӑмӑн укҫине такам вӑрлама тӑнине каланӑ. Ун пек ан пултӑр тесен пухнӑ укҫа-тенке тата илнӗ кредита «резерв» счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрарӑм 600 пин тенкӗ ҫухатнӑ.

Ултавҫӑсене ку та ҫитмен-ха. Вӗсем ӑна хваттерне сутма ӳкӗтленӗ. Риэлтор та тупса панӑ. Каярахпа полицие хваттере ытлашши йӳнӗпе сутни пирки информаци ҫитнӗ. Ҫапла майпа кӑна хӗрарӑм хваттерсӗр юлман.

 

Хулара
mixyfotos.ru сайтри сӑн
mixyfotos.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ каллех хӑйне евӗр ятсем регистрациленӗ - Мирра тата Леонард.

Мӗне пӗлтерет-ха Мирра ят? Темиҫе верси пур. Тӗслӗхрен, грексем арҫын ачасене Мюрон ят хураҫҫӗ. Вӑл «мирра», «миро» тенине пӗлтерет. Ҫакнашкал мирра тумалли ӳсен-тӑран пур.

Леонард «хӑюллӑ» тенине пӗлтерет. Хӑш чухне ята «хӑюллӑ арӑслан» тесе куҫараҫҫӗ.

 

Хулара
Павловсен архивӗнчи сӑн
Павловсен архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лариса Павлова «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Лариса Леонидовнӑпа Герман Германович 10 ача ӳстереҫҫӗ: 4 ывӑл та 6 хӗр. Чи асли 23 ҫулта, кӗҫӗнни 6 ҫул тултарнӑ.

Павловсем питӗ хастар: пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнса лауреат ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ.

Аса илтерер: «Амӑшӗ героиня» ята 10 ача амӑшне кӗҫӗнни 1 ҫул тултарсан параҫҫӗ, ытти ачин чӗрӗ пулмалла. Ҫак сумлӑ ята тивӗҫсен 1 миллион тенкӗ тата «Амӑшӗ героиня» орден параҫҫӗ.

 

Хулара
krasniykut.ru сайтри сӑн
krasniykut.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 36 тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсене «Соляное» микрорайонта пурӑнмалли кӗтес панӑ.

Тӑлӑхсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтнӗ. Хваттерсенче хӑтлӑ: юсав ҫӗнӗ, электорплита пур, ҫӳлти хутсенчи чӳречерен вара Атӑл курӑнать.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парас ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Кӑҫал 414 тӑлӑха хваттер памалла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне черетре тӑнӑ мӗнпур тӑлӑха ҫитес 5 ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарти «Университет» микрорайонта 21 ҫулти хӗр машина кустӑрми айне ӑнсӑртран лекнӗ. 20 сехет те 50 минутра вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш корпусӗ еннелле утнӑ.

Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӗрӗн ури шуса кайнӑ. Ҫапла вӑл машина кустӑрми айне лекнӗ.

«Благовещенский» микрорайонта вара Волков бульварӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче «Киа Рио» водителӗ каялла чакнӑ чухне 49-ти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/4253
 

Хулара
all-migration.com сайтри сӑн
all-migration.com сайтри сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ.

29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн.

Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/5170
 

Хулара
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли хитре ят суйлама тӑрӑшать. Нумах пулмасть Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Мирабелла ята регистрациленӗ.

Хӗрача пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ята Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Ача ҫурални» суперсервис пулӑшнипе регистрациленӗ. Мирабелла ят латин чӗлхинчен куҫарсан «илемлӗ тӗкӗр» е «илем тӗкӗрӗ» тенине пӗлтерет.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ...321
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ