Хулара
![]() feniks7.ru сайтри сӑн Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ. 9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.freepik.com сайтри сӑн Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта пуҫлӑхӗ ҫырнӑ. Ячӗ, сӑнӳкерчӗкӗ пӗрешкелех пулнӑран вӑл ӑна ӗненнӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа ун патне йӗрке хуралӗнчен шӑнкӑравлӗҫ-мӗн. Лешсем чӑнах та унпа ҫыхӑннӑ. Хӗрарӑм виҫӗ кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 2 миллион та 770 пин тенкӗ. Пӗр кредитне хваттерне салук хурса илнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхӗпе калаҫсан тин 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ гаражсене сӳтессине пӗлтернӗ. Вӗсене ҫитес эрнере сӳтме тытӑнӗҫ. Списока 20 гараж лекнӗ. Вӗсем пурте хулари Калинин районӗнче вырнаҫнӑ. Ҫывӑх кунсенче Николаев урамӗнчи 18а ҫурт адреспа вырнаҫнӑ 17 гаража сӳтӗҫ, Гагарин урамӗнчи 36-мӗш, Кадыков урамӗнчи 21, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ гаражсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() roddom.msk.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ятсене регистрациленӗ: Аюна тата Добромир. Аюна ят мӗнле пулса кайнине темиҫе тӗрлӗ ӑнлантараҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлни – тӗрӗк чӗлхинчен: «кӑмӑллӑ», «хитре» тенине пӗлтерет. Добромир славян чӗлхинчен пулса кайнӑ. Вӑл икӗ сӑмахран тӑрать: «добро» (чӑв. «ырӑ») тата «мир» (чӑв. тӑнӑҫлӑх»). Ҫапла вӑл «нумай ырӑ» е «ырӑлӑхпа пуян» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Телеграмри t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта вырнаҫнӑ Социаллӑ адаптацин республикӑри центрӗн социаллӑ патруль ӗҫченӗсем хула тӑрӑх пӗрмаях рейдпа ҫӳреҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем хулари Калинин районӗнче ҫӳренӗ. Рейда тухнӑ специалистсем килсӗр ҫынсене ӑҫта тата камсем епле мапа пулӑшнине пӗлтерекен буклетсем валеҫсе ҫӳренӗ. Аса илтерер: маларах асӑннӑ центрта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем ҫӗр каҫма пултараҫҫӗ, вӗсене ҫухатнӑ документсене тума, кайран интерната вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна курсан е хӑвӑр йывӑр лару-тӑрӑва лексен ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 88352-63-13-33 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pipla.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачине Тим ят панӑ. Вӑл Тимоти ятӑн кӗскетнӗ варианчӗ. Грек чӗлхинче Тимотеос ят пур. Тим «Турра хисеп туни» тенине пӗлтерет. ЗАГС ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачан ашшӗ-амӑшне саламланӑ, ачан пӗрремӗш документне, ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна, панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/spirincheb телеграм-каналти сӑн 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 10 ҫул хыҫҫӑн Афганистанран совет салтакӗсене илсе тухнӑ. Паян интернационалист салтаксене асӑннӑ. Совет салтакӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 36 ҫул ҫитнӗ. Ҫав вӑрҫа Чӑваш Енри 4,5 пин салтак хутшӑннӑ, вӗсенчен 115-шӗ вилнӗ, тӑваттӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Салтаксене асӑнса Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркра палӑк лартнӑ. Шӑпах ҫавӑнта пухӑннӑ та паян тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта юбилейлӑ банкнотӑсене пама пуҫланӑ. Аса илтерер: вӗсене Шупашкар 555 ҫул туларнине халалласа кӑлараҫҫӗ. Унта хулари паллӑ вырӑнсене сӑнлаҫҫӗ. Ҫак юбилейлӑ укҫана тӗп хулари Андреевсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче хӑйсен пӗремӗш ачине регистрациленӗ, ӑна Мия ят панӑ. Мӑшӑр ачи Шупашкар хулин юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑшӑн савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти Лукин урамӗнчи ҫуртра велосипед ҫухалнӑ. Вӑл тамбурта тӑнӑ. Хуҫисем урама тухса ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Ирӗксӗрех полицие кайма тивнӗ. 20 пин тенкӗ тӑракан велосипеда шырама полици прапорщикӗ Иван Сурнаев служба йыттипе, нимӗҫ овчаркипе Зверьпе ҫитнӗ. Йытӑ вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Ун тӑрӑх кайса вӑл велосипепеда лартса хӑварнӑ вырӑна илсе ҫитернӗ. Икӗ кустӑрмаллӑ транспорта хуҫине тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() /www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче йышӑнупа диагностика уйрӑмне юсаса пӗтернӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ уйрӑм халӗ самана ыйтнине тивӗҫтерет. Чирлисене васкавлӑ пулӑшу кӳме «врач пациент патне» ҫӗнӗ меле ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пеккипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне тӗп медицина центрӗсенче ҫирӗплетсе панӑ ӗнтӗ. Йышӑну уйрӑмӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Кунсерен унта 250-300 ҫынна илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем — терапи, хирурги, травматологи енӗпе чирлисем. Йышӑну уйрӑмӗнче тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, унтан вӑл е ку ҫынна ӑҫта вырттарассине палӑртаҫҫӗ. Андрей Власов тӗп врач пӗлтернӗ тӑрӑх, чире кура пациентсем валли «хӗрлӗ», «сарӑ», «симӗс» коридорсем пӑхса хӑварнӑ. Чирлисене васкавлӑ тата планпа пынине шута илсе ҫеҫ мар, чир профилӗпе те — терапи тата хирурги — уйӑраҫҫӗ. Йышӑну уйрӑмӗнче администратор должноҫне ҫирӗплетнӗ. Шӑпах вӑл пациентсене ӑҫта ямаллине йӗркелесе тӑрать те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |