|
Ҫутҫанталӑк
![]() zen.yandex.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хир сыснисен йышӗ 10 хут чакнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Ҫавна май кӑҫал хир сыснисене пеме юрамӗ. 2021-2022 ҫулсенче Африка мурӗ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе ҫак чӗрчуна персех тӑнӑ. Хир сыснисен йышӗ ҫакна пула чакнӑ. Хир сыснисен хисепӗ ытти сӑлтава пула та сахалланнӑ. Тӗслӗхрен, вӗсене ҫул ҫинче ҫапса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() drive2.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: паян ҫӗрле тӑм ӳкме, шӑнтма пултарать. Ку ял хуҫалӑх культурисемшӗн хӑрушӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫӗрле Чӑваш Енре 1 градус таран сивӗ пулӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӗр 3 градус таранах шӑнтӗ. Паллах, ку пахча ҫимӗҫе, ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳме пултарать. Хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан майӗпен ӑшӑтма пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Канашра ирхине юр ҫунӑ. Кун пирки "На связи" форум пӗлтернӗ. Паян хӑш-пӗр районта та юр ҫунӑ. Ытларах республика варринче вырнаҫнӑ районсем кунта лекнӗ. Шупашкарта ирхине ҫумӑр ҫунӑ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проектӑн телеграм-каналӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче сивӗ тӑрӗ-ха. Ҫулла пулать-и кӑҫал? Синоптиксем ҫывӑх вӑхӑт валли прогноз хатӗрлессине пӗлтернӗ. Унра Чӑваш халӑх сайчӗн тусӗсене те паллаштарӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vk.com/public201211902 страницӑран илнӗ скриншотсем Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинчи пурӑнмалли ҫуртсенчен тухакан таса мар шыв темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫырмана юхса выртать иккен. Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнчи Строительсен, Май, Тӗп урамсенчи ҫуртсенчен таса мар шыв малтан ҫырмана юхса тухать-мӗн, унтан Йӑршу юппине лекет. Кӑлтӑк пирки Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе те тӗлпулнӑ, ыйтӑва татса памалли ҫинчен ҫивӗч сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулла, ӑҫта эсӗ? Урамри ҫанталӑка пӑхса ҫапла калас килмест-и? Паян ӑшӑ-ха, анчах синоптиксен прогнозӗ савӑнтармасть: ҫулла ҫывхарнӑҫемӗн сивӗтсех пырать. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра 30 градус шӑрӑх тӑнӑ. Кӑҫал вара эпир курткӑсене те хывма ӗлкӗреймерӗмӗр. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Ҫу уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Кӑнтӑрла та 10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр вырӑнне юр та ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче кӑштах ӑшӑтӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ун чухне 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗмӗрт ҫурӑлнӑ. Апла, халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмелле. Чӑннипе вара кӑҫал ҫу уйӑхӗнче ӑшӑ йӗркеллӗ те пулман. Пӗрремӗш декада сивӗ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтерне тӑрӑх, унашкалли 15 ҫул пулман. Паллах, ҫынсем ӑшӑ ҫанталӑк кӗтеҫҫӗ. Анчах синоптиксем савантармаҫҫӗ: ҫумӑр сахалтан та 1 эрне ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ыран 13-18 градус таран ӑшӑтӗ. Тунтикун каллех сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникун чи сивви пулӗ: 8-10 градус ҫеҫ. Ҫитес эрне вӗҫне ӑшӑтма тытӑнӗ, 20 градус ӑшӑ ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче анчах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗ ҫу уйӑхӗ пек мар кӑҫал, нормӑран 3,5 градус сивӗрех. Синоптиксем лӑплантарма васкаҫҫӗ: текех питех сивӗ пулмӗ, тӑм ӳкмӗ. Малашне ӑшӑтса пырӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 20 градус таранах пулӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫил те лӑпланӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-13-мӗшӗсенче ҫанталӑк кӑштах пӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче каллех ӑшӑтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче каллех сивӗтме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Атӑл леш енче хӑйне евӗр акӑшсем (кликунсем) вырӑн тупнӑ. Кун пирки «Шупашкарти хыпарсем» сайт пӗлтерет. Акӑшсем Атӑл леш енчи пӗр кӳлӗне вӗҫсе килнӗ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм. Мӗншӗн тесен ку таранччен республикӑра унашкал акӑшсем пӗр вырӑнта тӗпленнине ҫеҫ шута илнӗ. Акӑшсем ҫынран хӑрамаҫҫӗ пулин те вырӑнти халӑха вӗсене тӑрантарма сӗнмеҫҫӗ. Вӗсем аяккарах вырнаҫнӑ кӳлле вӗҫсе кайсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен унта вӗсемшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси. «Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин. Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхинчен кӑшт ӑшӑрах та пулма пултарӗ. Ҫумӑр вара икӗ хут сахалрах ҫӑвӗ. Уйӑх таршшӗпех тенӗ пек Вӑтам Азирен ӑшӑ та типӗ сывлӑш килӗ. Ҫавна май типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декада ҫеҫ ҫумӑрлӑ килме пултарӗ. Ҫитес уйӑхра виҫӗ хутчен сивӗтӗ: пуҫламӑшӗнче, варринче тата вӗҫӗнче. Кашнинчех ҫӗр шӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрла 23-28 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
