Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗн вӗҫленсе пырать. Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ? Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫумӗ, ыран вырӑнӑн-вырӑнӑн юрпа ҫумӑр ӳкӗ. Ҫил лӑпланӗ, сивӗтӗ. Юнкун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Кӑнтӑрла 3-4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун каллех ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, юр та ӳкме пултарӗ. Эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 4 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил лӑпланӗ. Шӑматкун типӗ тӑрӗ те вырсарникун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нивушлӗ «ылтӑн кӗркунне» пулмӗ? Мӗн калаҫҫӗ-ха синоптиксем? Юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах сивӗтрӗ, ҫӗрлесерен тӑм та ӳкет. Ҫитес кунсенче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури 6-11 градус ҫеҫ пулӗ. Юрать-ха, шӑнтмӗ. Ыран та паянхи пек ҫиллӗ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче пирӗн пата антициклон килнӗ май хӗвел пӑхӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе юр ҫумӗ. Юпан 25-мӗшӗнче кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк хӗвеллӗ кунсемпе савӑнтармасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫапах 5-10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтме тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ. Ытларикун ҫанталӑк пӑсӑлӗ. Палӑрмаллах сивӗтӗ. Юпан 19-21-мӗшӗсенче кӑнтӑрла та 2-7 градус пулӗ. Юр ҫума та пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи сивӗ кунсем юпан 24-24-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫӗрлесерен 0 градусран та сивӗрех пулӗ. Водительсен шинӑсене улӑштарасси пирки те шутламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ асӑрхаттарать: республикӑра хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсӗ пулӗ. Паян ҫӗрле тата ыран, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, тӗтреллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Чылай районта 500 метр аякри те курӑнмӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ пулмалла. Уйрӑмах – ҫул ҫинче. Ҫанталӑка пула ҫул-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ те йӗркерен тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче республикӑра чӑн-чӑн «ылтӑн кӗркунне» пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унашкал ҫанталӑк пулмасан та пултарать. Малашне сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Пукравра вара юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Ыран кӑшт ӑшах пулӗ, термометр 9-14 градус кӑтартӗ. Юнкун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тата вӑйлӑрах чашлаттарӗ. Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк пулас шанчӑк пур. Анчах кӑнтӑрла 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑшт ӑшӑтма пултарӗ. Синоптиксем юпа вӗҫӗнче юр ҫӑвассине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ӗнерхи пек ӑшӑ кунсем текех пулмӗҫ. Ҫитес 2-3 кунра республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ, кӗҫнерникунпа эрнекун – сивӗрех: 7-12 градус. Юпан 7-мӗшӗнчен типӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлас шанчӑк пур. Канмалли кунсенче уяр тӑрӗ, сывлӑш температури 11-16 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран тепӗр 3 кун типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, кӑнтӑрла 10-12 градус ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗнче типӗ ҫанталӑк тӑчӗ те авӑн уйӑхӗнче ҫумӑр лӳшкеме пуҫларӗ. Юпа уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ха? Авӑн уйӑхӗнче "карчӑк ӑшши" пулмарӗ. "Ылтӑн кӗркунне" пулас шанчӑк пур-и? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тапхӑр юпа уйӑхӗн 7-17-мӗшӗсене лекӗ. Анчах ку - 100 проценчӗпех мар. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку уйӑх пире ӑшӑ кунсемпе савӑнтарӗ-ха. 15 градус ӑшӑ кунсем пӗрре мар пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче, 15-20-мӗшӗсенче, ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра юр ҫума та, шӑнтма та пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Мӗнле ҫанталӑк кӗтет пире? Паян-ыран ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун аслати авӑтма пултарӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн, ахӑртнех, хӗвел тухӗ. Тунтикун вара кунӗпех ҫумӑр лӳшкеме пултарӗ, ҫил те вӑйланӗ. Анчах ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес 3 кунра республикӑра сывлӑш температури 15-20 градус пулӗ. Юпан 3-мӗшӗнче ҫӗрле те 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Каҫхине тата ирхине тӗтре карса илме пултарӗ. Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ. Юпан 6-мӗшӗнченпе уяртӗ, ҫил те лапланӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «ылтӑн кӗркунне» пуҫламӑшӗ пулӗ. Вӑл юпан 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() postila.ru сайтри сӑн Ыран республикӑра 20 градус таран ӑшӑтӗ те кайран сивӗтӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем. Ыран хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ, вырсарникун вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах 8-13 градус таран сивӗтӗ, ҫӗрле 5-7 градус ҫеҫ пулӗ. Эрне варринче ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче татах сивӗтме пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, каҫсерен шӑнтӗ. Кайран, ахӑртнех, ылтӑн кӗркунне пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра кӗркунне пулсан та ҫуллахи пекех шӑрӑх – 20 градус ӑшӑ тӑрать. Каҫ енне, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн пата сивӗрех сывлӑш ҫитӗ. Ыран ҫил вӑйлӑ пулнӑран 8-13 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Хӗвеллӗ пулсан ӑшӑрах тумланма тивӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Кӗҫнерникун каллех кӗркунне таврӑнӗ, хушӑран ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Эрнекунран сывлӑш температури 11-13 градус ҫеҫ пулӗ. Халех ан кулянӑр. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ пирӗн пата авӑн вӗҫӗнче е юпа пуҫламӑшӗнче тавранӗ. Ун чухне 15-20 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |