Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулассине, паллах, тӗп-тӗрӗс палӑртма ҫук. Ҫапах синоптиксем мӗн каланине тимлер.

Хӗл мӗн вӗҫлениччен сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫуркунне вара типӗ те ӑшӑ килмелле. Анчах пуш уйӑхӗнче нӳрӗк нумай пулмалла. Эппин, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, юр ҫӑвӗ.

Ҫулла та сивӗрех кунсем пулӗҫ. Уйрӑмах - утӑ тата ҫурла уйӑхӗсем. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш температури те нормӑран пӗчӗкрех пулӗ.

Кӗркунне ӑшӑ та типӗ килмелле. Тепӗр хӗл вара сивӗ, юрсӑр ҫанталӑкран пуҫланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе республикӑра ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ. Нормӑран 3,5 градус ӑшӑрах пулнӑ.

Пирӗн пата халӗ антициклон килет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл уйӑх тӑршшӗпех тытӑнса тӑма пултарӗ. Сивӗ ҫанталӑк вӑрах вӑхӑт тӑни юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. 2006 ҫулта чи сивӗ ҫанталӑк пулнӑ. Ун чухне Шупашкарта термометр 34,7 градус кӑтартнӑ. Кӑҫал ҫакнашкалах сивӗ пулма пултарӗ.

Ҫанталӑк сивӗтни кӗҫӗрех туйӑнӗ. Ыран ҫӗрле 21-26 градус таран сивӗтӗ. Ҫиле пула тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ӑна пула канмалли кунсенче 35-40 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ.

Вырсарникун ҫӗрле Шупашкарта термометр 35 градус кӑтартӗ. Районсенче тата сивӗрех пулӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 23-28 градус сивӗ тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑрлач уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ку уйӑх мӗнле иртессине синоптиксем палӑртнӑ.

Кӑрлач 4 пая пайланӗ, кашни эрнере ҫанталӑк улшӑнӗ. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ.

Кайран пирӗн пата антициклон килӗ, вӑл чӑннипех те сивӗ ҫанталӑк илсе килӗ. Кӑрлачӑн 10-11-мӗшӗсенче 30 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Ун чухне уяр ҫанталӑк тӑрӗ.

Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче каллех юр ҫума, ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнӗ. Кун пек ҫанталӑк 7 кун тӑрӗ. Кӑрлачӑн юлашки эрни каллех сивӗ пулӗ. Термометр Шупашкарта та 35 градус таран кӑтартма пултарӗ. Анчах кун пек ҫанталӑк пулмасан та пултарӗ.

Кӑрлач уйӑхӗнче 20 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫулти каникулта пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 31-мӗшӗнче 4-5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 0 градус пулӗ, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ҫӗрле каллех юр ҫуса лартӗ. Кайран каникул вӗҫлениччен юрсӑр сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче кӑна кӑштах юр ҫӑвӗ. Ҫав кунах пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче 19 градус таран сивӗтӗ.

Кӑрлачри канмалли кунсенче республикӑра пӗрремӗш хут 30 градус сивӗ пулма пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун республикӑра 10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Ыран ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр тата юр ҫӑвӗ. Вырсарникун вара юр ӳкӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтни, юр ҫуни йӑлана кӗчӗ темелле ӗнтӗ.

Тунтикун каҫхине сивӗтме пуҫлать, термометр 12 градус таран кӑтартӗ. Юнкунччен сивӗ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтма, юр ҫума пуҫлӗ. Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче 0 градус патнелле пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10 градус сивӗ тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри сунар инспекторӗсене патруль автомобилӗсем валеҫсе панӑ.

«Ҫӗнӗ техника ҫутҫанталӑк саккунне пӑсакансемпе тухӑҫлӑ кӗрешме пулӑшасса шанатӑп», — тенӗ ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов.

Ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, автопарка 2019 ҫултанпа ҫӗнетмен. Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республика хыснинчен тепӗр 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑл укҫапа «NIVA TRАVEL» маркӑллӑ 2 машина тата «NIVA LEGEND» маркӑллине 3 автомобиль туянма май килнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштавӑн икӗ декади нормӑран 2,2 градус сивӗрех пулнӑ. Анчах юр ахаль чухнехинчен 20 процент нумайрах ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха.

Ҫитес 10 кун ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юрать, хальхинче пӑрлӑ ҫумӑр пулмӗ.

Ыран каҫ енне термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫапла шӑматкунччен тӑрӗ. Ҫил вӑйланӗ. Раштав вӗҫленичченех юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах – 22, 26 тата 29-мӗшӗсенче.

2023 ҫул пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫумӗ. Ҫӗнӗ ҫул кунхине 8-10 градус сивӗ тӑрӗ. Хӗллехи каникулта ӑшӑ кунсем те пулӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Паян кӑнтӑр енчен антициклон ҫывхарма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче сивӗтӗ: термометр 15-20 градус таранах кӑтартӗ.

Ыран юр ҫӑвӗ, анчах нумаях мар. Юнкун юр ҫумасть. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑ ҫанталӑк таврӑнӗ, ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ. Кун пек ҫанталӑк раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне 15-20 градус таран сиветӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗнче юр самай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада Шупашкар историнче чи юрли пулма пултарӗ.

Канмалли кунсенче каллех юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ талӑкра 30 мм ытла юр ӳкме пултарӗ.

Шӑматкун ирхине ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне кӑна пуҫланӗ. Ҫӗрле каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Вырсарникун чылай районта ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑна юр ӳкӗ. Кун пек ҫанталӑка пула каллех йывӑҫсем, электропралуксем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ те тунтикун сивӗтме пуҫлӗ.Тунтикун ҫӗрле 25 градус таранах сивӗтме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштавӑн пӗрремӗш декади сивӗ пулчӗ. Юлашки 20 ҫулта кун пеккине синоптиксем курман.

Ку эрнере ӑшӑрах. Ҫапах ҫӗрлесерен 10-11 градус таран сивӗтет. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран сивӗрех пек туйӑнать.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере шартлама сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Унччен юр ҫӑвӗ. Раштавӑн 17-18-мӗшӗсенче самай юр ӳкӗ. Икӗ кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш ӳкме пултарать.

Тунтикунран вара кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 25 градус. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 24-мӗшӗнче кӑна ӑшӑтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, ...106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 26

1901
125
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
96
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
76
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
53
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем