Раҫҫейре
![]() 1tulatv.ru Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова. Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӑрнар районӗнчи каччӑ паян Мускавра иртнӗ сумлӑ парада хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие кӑҫал ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме кӑшӑлвирус кансӗрлерӗ. Мероприятие Владимир Путин Президент хушӑвӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне куҫарчӗҫ. Мускавра ку вӑхӑта чару мерисене те пӑрахӑҫларӗҫ. Парада хутшӑннисем хушшинче Чӑваш Енри Егор Буданов (сӑнӳкерчӗкре) пулнӑ. 24 ҫулти каччӑ Вӑрнар районӗнчен. Унӑн пиччӗшӗ Максим республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ тӑрӑх, парада хутшӑнма Егор мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ. Ҫар ретне ҫамрӑк пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тӑнӑ. Службӑна вӑл Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинчи Дзержинский ячӗллӗ дивизие лекнӗ. Парадра чӑваш каччи Росгварди йышӗнче пулнӑ. Сӑмах май, Вӑрнар районӗнчен парада ҫавӑн пекех Вячеслав Жебелевский тата Юлиан Волков (Хапӑс ялӗнчен), Александр Федоров тата Евгений Крылов (Ярмушка ялӗнчен), Дмитрий Козлов (Нурӑс) хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри студента Раҫҫей хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культура училищи (техникумӗ) пӗлтернӗ. «За отличие в поисковом движении» (чӑв. Шырав юхӑмӗнче палӑрнӑшӑн) II степеньлӗ паллӑпа Дмитрий Алексеева чысланӑ. Вӑл — Вырӑс географи обществин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн экспедици отрячӗн ертӳҫи. Вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫар служащийӗсене шыраса тупас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн ӑна ҫавӑн пек чыслама йышӑннӑ. Дмитрий Алексеев Чӑваш Республикин культура училищинче «Халӑх художество пултарулӑхӗ» специальноҫа алла илет, унта вӑл хореографи ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sempravo.com сайтри сӑн Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ. Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ. Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() salamnews.org сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус саманинче ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫме пӑрахнине Чӑваш халӑхӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула ентешӗмӗрсем тӑван ҫӗршыва килеймеҫҫӗ. Йывӑрлӑха лекнисене патшалӑх шайӗнче пулӑшаҫҫӗ, вӗсене ятарллӑ авиарейссемпе тӑван тӑрӑха илсе килеҫҫӗ. Паян пирӗн республикӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен Мускава ҫитнӗ 5 ҫынна илсе килмелле. Вӗсене Мускав облаҫӗнчи обсерватора вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Паян вӗсене тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, ҫитме пулӑшмалла. Виҫӗмкун АПШран Раҫҫее Чӑваш Енри 10 ҫын таврӑннӑ. Вӗсен хушшинче 2 ача пулнӑ. 5 ҫынна Муркаш районӗнчи обсерватора илсе килнӗ, тепӗр пиллӗккӗшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, паян ҫтмелле. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне чикӗ леш енче — Чӑваш Енри 266 ҫын. Вӗсем хушшинче 35 ача. Асӑннӑ йышран пысӑк пайӗ, 35 ҫын, — АПШра, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ. Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ. Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри ачасем Раҫҫей халӑх артисчӗсемпе Эдгард тата Аскольд Запашныйсемпе тӗл пулнӑ. Онлайн-курнӑҫӑва Шалти ӗҫсен министерствин Йӗркене пӑсакан ҫул ҫитмен ачасене вӑхӑтлӑх хупса усрамалли центрӗн воспитанникӗсем хутшӑннӑ. Тӗл пулӑва #MыВместе (чӑв. #ЭпирПӗрле) пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттернӗ май тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Няня online» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Дессировщиксем «Среди хищников» (чӑв. Тискер чӗрчунсем хушшинче) номер репетицине Мускаври пысӑк цирк арени ҫинче кӑтартнӑ. Ачасем дрессировщиксен ӗҫӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Онлайн-мелпе вӗсем артистсене ыйтусем пама пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() rock-cafe.info сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ эпидеми пур тытӑма та пырса тивнӗ. Фильм ӳкерес ӗҫ те ӑна пула чарӑнса ларнӑ. Уйрӑмах ку енӗпе Мускавра йывӑр. Ҫавна май РФ Культура министерстви тӗрлӗ вариант пӑхса тухать. Ку тапхӑрта кино мӗнле ӳкермелле? Хӑш-пӗр регион ӳкерӳ ушкӑнӗсене хӑйсем патӗнче йышӑнма хатӗр. Ҫав йышра – Чӑваш Ен те. Паянхи кун тӗлне Адыгея Республики, Иркутск тата Новгород облаҫӗсем. Чӑваш Ен Мускаври пултарулӑх ушкӑнӗсене йышӑнма хатӗр. Мускавра ӳкерӳ ӗҫне пуҫарман-ха. Культура министрӗ Ольга Любимова Мускав мэрӗ патне ҫак ӗҫе пуҫӑнма ирӗк ыйтса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Komandirovka.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ. Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ. Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() news2.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмерӗ. Вӑл каярах, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫак кун салют та вӗҫтерӗҫ. Кун пирки РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ кун Раҫҫейре ӗҫлеттермӗҫ, кантарӗҫ. Ӗҫ укҫи вара ҫаплипех сыхланса юлмалла. Парад ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Ӑна Мускаври Хӗрлӗ лапамра, Раҫҫейри ытти хулара ирттерӗҫ, унта ҫар техники хутшӑнӗ. 22 сехетре Мускавра тата ытти хулара артиллери салючӗ пулӗ. Аса илтерер, ҫак кун Чӑваш Еншӗн тепӗр уявпа та паллӑ: ун чухне Республика кунне паллӑ тӑватпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.