Раҫҫейре
![]() agro.tatarstan.ru сайтри сӑн ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотека кредитне 3 процентпа пама тытӑнасшӑн. Ку условисем ялсене комплекслӑ аталантармалли ҫӗнӗ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пулӗҫ. Кун пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев СФ комитечӗн тухса ҫӳрекен канашлу лапамӗнче каланӑ. Халӗ РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗ илмелли условисене пӑхса тухаҫҫӗ. ТАСС министр ҫумӗн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ: «Ялти ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа пулӑшни – ҫӗнӗ пуҫару тата революциллӗ йышӑну – 3 процентран пуҫласа регионсен софинансированине шута исле 0,1 процент таран чакармалли». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ачасене пулӑшакан фонд социаллӑ инноваци проекчӗсен грант конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакан самай пулнӑ: Раҫҫейри 68 регионтан 309 заявка килнӗ. Вӗсенчен 77-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Вӗсене проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант парӗҫ. Проектсене 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи авӑнччен хута ямалла. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енрен тӑратнӑ 5 проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: «Чиперкке» (Шупашкарти сусар ачасен 3-мӗш шкулӗ), «Пӗрле пулатпӑр» (Шупашкарти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр), «Создание студий цифровых технологий как инструмента реализации социально-образовательного лифта для несовершеннолетних, состоящих на различных профилактических учетах» («Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ), «Альтернатива коммуникацийӗ – чикӗсӗр майсем» (Шупашкарти сусӑр ачасен 1-мӗш шкулӗ), «Пӗр-пӗринпе хутшӑнмашкӑн чикӗ ҫук!» (Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксен реабилитци центрӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чулхулари канашлу саманчӗ Ӗнер Чулхулара газ моторӗн топливи енӗпе канашлу иртнӗ. «Газпром» ПАО директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков ертсе пынӑ ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Виктор Зубков ҫӗршывра газпа ӗҫлекен моторсен шучӗ анлӑн сарӑлнине палӑртнӑ. Топливо вырӑнне ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫак йыш 2,5 хута яхӑн ӳснӗ. «Газ тултарма май паракан компрессор станцийӗсем ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ объектсем хута ярсан ҫитес вӑхӑтра республикӑра чылай ыйту татӑлӗ. Транспортра тарифсене чакарма май килӗ. Ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх кулленех тӗрлӗ транспортпа усӑ курать. Ҫутҫанталӑк газӗ тӑван тавралӑха та сиен кӳмӗ», — тенӗ канашлу хыҫҫӑн Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ. Газ заправкисене ҫӗршывӑн регионӗсенче уҫма 2019 ҫулта федераци хыснинче 3,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал вӗсене 87, килес ҫул 117 уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулнӑ ҫын Раҫҫей прокуратурин тытӑмне ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах Дмитрий Теллин пирки пырать. Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулма ӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫнӑ. Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫне Чӑваш Ен прокуратуринче право статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Антон Бабаев пурнӑҫлать. Маларах асӑннӑ Дмитрий Теллина Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫарасси ҫинчен калакан приказа Раҫҫей тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне Игорь Сахарова урӑх ӗҫе куҫараҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн. Анчах ведомствӑра вӑл хыпара ҫирӗплетмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Наталия Колыванова (сулахайри) тата Татьяна Вашуркина (сылтӑмри) Авӑн уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Вся Россия-2019» (чӑв. Пӗтӗм Раҫҫей-2019) хальхи вӑхӑтри журналистика форумӗ иртет. Унта Чӑваш ен делегацийӗ те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен информаци политикин министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, медиафорума хутшӑнакан йыша Чӑваш Ен Журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, «Хыпар» тата «Грани» издательство ҫурчӗсен пуҫлӑхӗсем Татьяна Вашуркинӑпа Наталия Колыванова хутшӑнаҫҫӗ. «Пӗтӗм Раҫҫей» медиафорум – асӑннӑ отрасльте иртекен чи пысӑк мероприятисенчен пӗри. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи пин ытла ҫын пухӑннӑ. Форум программинче — 100 ытла мероприяти: ӑсталӑх сехечӗсем, калаҫусем, хӑтлавсем, конференцисем... Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «СМИ и власть» (чӑв. МИХсем тата влаҫ) лапам ӗҫленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин Информаци политики, информаци технологийӗсем тата ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Левин ертсе пынӑ. Регионсенчи журналистсем «Земский журналист» (чӑв. Земство журналисчӗ) программӑна йышӑнас, федераци каналӗсене наци чӗлхиллӗ кӑларӑмсене кӗртес ыйтусене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РИА Новости сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Правииельстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗпчевӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Зубец экономика кризисӗн ҫӗнӗ индексне кӗртес шухӑшлине пӗлтернӗ. Институт сӑмакун туса илнин индексне кӗртесшӗн. «Российская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Финанс университечӗн специалисчӗсем ҫӗршывӑн пысӑк тата вӑтам хулисенче пурӑнакансем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Сӑмакун чи нумай юхтаракан хуласен шутӗнче — Чӗмпӗр, Саранск, Аҫтӑрхӑн, Липецк тата Новороссийск. Сӑмакун юхтарни тата ӗҫни, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври экономика тӑрӑмне палӑртакан индикаторсенчен пӗри. Зубец шухӑшланӑ тӑрӑх, экономика йывӑрлӑхне пула халӑх хӑй эрех-сӑра туса илме е йӳнӗ эрех туянма пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() www.1obl.ru сайтри сӑн Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки. Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн. 450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() onf.ru сайтри сӑн РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта амӑшӗн капиталне малтанлӑха палӑртнӑ инфляци чухлӗ – 3,8 процент – ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул амӑшӗн капиталне тӳлемешкӗн хыснарана 149,9 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Инфляципе килӗшӳллӗн иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑн ҫуралакан е усрава илекен ачашӑн паракан ҫак тӳлев виҫи 466 617 тенкӗ пулмалла. Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗн укҫипе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн Етӗрне хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӑванӗнчен аванмарланса тӑман – вӑл йӑмӑкӗн укҫине вӑрланӑ. Хайхискер кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-16-мӗшӗсенче унӑн банк счечӗ ҫинчен 120 пин тенке яхӑн йӑкӑртнӑ. Укҫа-тенкӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Тӑванӗ укҫине вӑрланӑ хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2 ҫул. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти студент общежитири кӳршин 300 пин тенкине вӑрлани пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() НТВ тунӑ сӑн НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма пирӗн ентеш хутшӑннӑ. «Эпӗ 26 ҫулта. Юрист профессине алла илнӗ. Пӗр банкра юридици уйрӑмӗнче ӗҫлетӗп», - ҫапла паллаштарнӑ хӑйӗнпе Виктор Моисеев. Пӗрремӗш раундра Виктор ыттисенчен иртсе кайнӑ. Анчах ва-банк вӑйӑ ӑнӑҫлӑ пулман, ыйтӑва хуравлайман. Ҫапла вӑл мӗнпур укҫана ҫухатнӑ. Иккӗмӗш раундра та вӑл ыттисенчен ирттернӗ. Ва-банк вӑйӑра вӑл укҫа суммине икӗ хут нумайлатнӑ. Ҫапах вӗҫӗнче конкурентран кӑштах кая юлнӑ. Виҫҫӗмӗш раундра та вӑл ва-банк вылянӑ, унта 2800 балл илнӗ. Юлашкинчен пӗтӗмпе 14900 балл пулнӑ. Ку ыттисенчен нумайрах. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ. Тепӗр вӑйӑра вӑл унчченхи вӑйӑри ҫӗнтерӳҫӗпе вӑй виҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.