Раҫҫейре
![]() Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ. «Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ. Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Варвара Горбатина Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет. Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ. Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет. Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ. Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() culture.ru сайтри сӑн Кинотеатрсенче кино кӑтартмалли йӗркесене улӑштарнӑ. Вӗсем ҫитес ҫултан пурнӑҫа кӗрӗҫ. Унчченхи йӗркесене 25 ҫул каяллах йышӑннӑ. Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, кинотеатра килекенсене реклама тата трейлер мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнине пӗлтерӗҫ. Ку информаци касса патӗнче ҫакӑнса тӑрӗ. Ҫапла ҫынсем вӑхӑта тӗрӗс пайласа сеанса кая юлмасӑр ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех фильмсемпе мультфильмсем кӑтартнӑ чухне субтитрсем, трифлокомментарисемпулӗҫ. Ку куҫ курманнисемшӗн тата хӑлха илтменнисемшӗн меллӗ. Кунсӑр пуҫне кинотеатрсем кинозалти экран мӗн сарлакшӑне, мӗнле проектор, сасӑ тытӑмӗ пулнине кӑтартӗҫ. Хушӑва РФ правительстви алӑ пуснӑ, ҫӗнӗ йӗркесем 2022 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() rod-storonatar.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Раҫҫейре амашӗн капиталӗн виҫи ӳсӗ-и? РФ Ӗҫлев министерстви ку ыйтӑва хуравланӑ. Ведомство ертӳҫи Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул амӑшӗн капиталӗн виҫи нумайрах пулӗ. 2022 ҫулта пӗрремӗш ача ҫуралнӑшӑн 503 пин те 237 тенкӗ парӗҫ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан пӗтӗмӗшле сумма 665 пин те 9 тенкӗпе танлашӗ. Ҫемье пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗшӗ кун ҫути курсан 161 пин те 772 тенкӗ парӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ пӗрремӗш ачашӑн 483800 тенкӗпе танлашнӑ. Иккӗмӗш ачашӑн халӗ 639400 тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри икӗ хула — Куславккапа Ҫӗмӗрле — Раҫҫейри пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатма V конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме федераци грантне тивӗҫӗҫ. Икӗ хула валли 120 ытла миллион тенкӗ уйӑрӗҫ! Куславккара Культурӑпа кану тӗп паркне уҫӗҫ. Вӑл «Геометрика» ятлӑ пулӗ. Паркӑн тӗп шухӑшне Николай Лобачевский ячӗпе ҫыхӑннӑ. Кану вырӑнӗн кашни лапамӗ аслӑ математик кун-ҫулне, унӑн ӗҫ-хӗлне уҫса парӗ. Ҫӗмӗрлере хулари тӗп парк вырӑнӗнче Пионер организацине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвӗҫ. Унта кӳлӗ, фонтан пулӗ, амфитеатр тӑвӗҫ. Проектсене 2022 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин хушнипе пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене «Пушкин карттине» пама тытӑнӗҫ. Ӑна илес тесен патшлӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе ыйтса ҫырмалла. Асӑннӑ карттӑ ачасемпе ҫамрӑксене культура учрежденийӗсене патшалӑх шучӗпе кӗме май парӗ. Картта ҫинче 3 пин тенкӗ укҫа пулӗ. Карттӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав 31-мӗшӗччен вӑйра пулӗ. Унпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курайӗҫ. Килес ҫул карттӑна ҫӗнӗрен, ун чухне ҫулталӑклӑха, кӑларӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те асӑннӑ проекта хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() openpolice.ru сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин йӗрке хуралҫисене пулӑшас тӗллевпе хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем 15 пин тенке тивӗҫӗҫ. Ку йыша ҫар ҫыннисем, курсантсем тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ. Пурне те 15 пиншер тенкӗ парӗҫ, ҫыннӑн должноҫне, пакун ҫинче миҫе ҫӑлтӑр пуррине пӑхмӗҫ – кашниех пӗр пек суммӑна тивӗҫӗ. «Ку тӳлеве пурте пӗр пек виҫепе, пакун ҫинчи ҫӑлтӑрсен хисепне пӑхмасӑр, илччӗр. Кунта пурте, каҫарӑр та, мунчари пек пӗр тан пулмалла», - тенӗ Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри пенсионерсене пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗ пама пултарӗҫ. Инфляци виҫи кӗтмен ҫӗртмен пысӑкланса кайнӑран ҫӗршыври халӑхӑн хӑш-пӗр категорине хушма майпа пулӑшмалла. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсемпе тӗл пулсан каланӑ. «Пенсионерсене эпӗ пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗшер пама сӗнетӗп», — тенӗ ҫӗршыв ертӳҫи. Ку мера мӗнпур пенсионера пырса тивмелле. Ҫав шутра — ӗҫлекеннисене те, ҫар пенсионерӗсене те. Ҫар ҫыннисене ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх вӑтамран 15-шар пин тенкӗ парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра Чӑваш Ен полпредствин ҫурчӗ ҫинче пӑхӑр хӑма уҫасшӑн. Ӑна пирӗн ентеше, космоса вӗҫнӗ Андриян Николаева, халаллӗҫ. Ҫавна май тарифсен патшалӑх служби проектировани тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттерет. Малтанхи хак – 672 пин тенкӗ. Хӑман 90х50 сантиметр калӑпӑшлӑ, А.Г.Николаевӑн портрет барельефӗллӗ пулмалла. Хӑмана ахальтен унта ҫакмаҫҫӗ. Ҫак ҫуртра Андриян Григорьевич Николаев ӗҫленӗ. Ҫакна палӑртса хӑма ҫине те ҫырӗҫ. Конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ алӑ пуссан хӑмана 3 уйӑхра хатӗрлесе ҫакмалла. Сӑмах май, ҫурт ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав, Б.Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() rg.ru, chgtrk.ru, www.youtube.com/watch?v=ivVsQC0t7AU ҫӑлкуҫсенчен скриншотсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Мускавра пурӑнакан 9 ҫулти Алиса Теплякова пирки юлашки вӑхӑтра чылай МИХ хыпарларӗ пулӗ. Вӑл Мускаври патшалӑх университетне кӗме экзамен тытнӑ. Ача психологи факультетӗнче вӗренесшӗн иккен. Ачана ятарлӑ программӑпа ашшӗ-амӑшӗ килте вӗрентнӗ. Алиса шкул программине ӑша хывса ӗлкӗрнӗ, экзаменсене аван тытнӑ. Пултаруллӑ ачан кукашшӗпе кукамӑшӗ — Вера Ивановнӑпа Аркадий Евсеевич Миневичсем — Шупашкарта 40 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ иккен. Вӗсем кунта аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн направленипе килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енре мӑшӑрӑн икӗ хӗр: Жанна тата Наталия (Алиса Теплякован амӑшӗ) — ҫуралнӑ. Наташа та пӗчӗкренех ӑслӑ пулнӑ иккен. Вӑл механикӑпа математика факультететӗнчен вӗренсе тухнӑ, Финанс университетӗнчи магистратурӑра пӗлӳ илнӗ. Маларах банкра ӗҫленӗ. Наташа пулас мӑшӑрӗпе Женьӑпа 2011 ҫулта паллашнӑ. Паян вӗсем 7 ача ӳстереҫҫӗ. Женя Мускаври патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр пӗр вӑхӑтра та Китайра та пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |