|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер Мускава Италирен тӑватӑ ентешӗмӗр — Чӑваш Ен ҫыннисем — килсе ҫитнӗ. Вӗсене тата самолетри ытти пассажира ятарлӑ рейспа таврӑнма пулӑшнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Раҫсейрен ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Ӗнерхи рейсра 2 ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсене самолет Мускаври «Шереметьево» аэропорта ҫитернӗ. Паянхи куна ют ҫӗршывсенче Чӑваш Енри тата тепӗр 260 ҫын тӑрса юлнӑ. Вӗсен шутӗнче 33 ача пур. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ятарлӑ авиарейссемпе пирӗн республикӑри 78 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 20-шне – Индирен, 15-шне – Таиландран, 9-шне – АПШран, 5-шне – Узбекистанран, 5-шне — Испанирен, 4-шар ҫынна – Италии, Германирен, Турцирен, Индонезирен, 2-шер ҫынна – Грецирен, Кипртан, рӗрер ҫынна – Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() cbr.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн Чӑваш Енӗмӗр хӑйӗ сумлӑ юбилейне уявлама хатӗрленет. Чи кӑмӑлли — ҫак датӑна Раҫҫей банкӗ те шута илни. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалласа паян 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларнӑ. Тимӗр укҫан пиччӗн енне Раҫҫей гербне ӳкерсе хунӑ, Питӗрти укҫа картишӗн тавар паллине тата хаклӑ металӑн виҫине, ӑна кӑҫал кӑларнине ҫырса хунӑ. Кӗмӗл укҫан тӳнтер енне Чӑваш Республикин гербне тата хулпуҫҫи ҫине кӗвентепе витре ҫакнӑ наци тумӗллӗ чӑваш хӗрне ӳкернӗ. Вӑл йывӑҫ ҫумӗнче тӑрать. Пике хыҫӗнче юханшыв, хальхи вӑхӑтри хула курӑнать. Аялта ҫурма ҫаврака ҫине «Чӑваш Республики» тесе вырӑсла ҫырнӑ, сулахай енне икӗ йӗркепе «100 ҫул» тесе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Сӑнӳкерчӗкре – Андрей Григорьев. Асамат Шурӑмпуҫ архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ. Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ. Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ. Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. |
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ. Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать. Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() kopchen.ru сайтри сӑн Паянтан, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет. Малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ. Кун пирки РБК пӗлтерет. Ку саккун ҫӗрле эрех сутакан усламҫӑсене тек иртӗхме памӗ. Лавкка нумайх хваттерлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ 20 тӑваткал метртан пысӑк мар пулсан унта эрех-сӑра сутма юрамасть. Кунашкал «наливайкӑсенче» пачах «ҫуттине» сутма чарас тесен регионсенче кун пек тума май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() kremlin.ru сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин килте хамӑр тӗллӗн лармалли вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсни пирки пӗлтернӗ. Владимир Владимирович кӑшӑлвирус ыйтӑвӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм кӗпӗрнаттӑра чӗннӗ. Президент палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе вирус сарӑлас хӑвӑртлӑха кӑштах чакарма май килнӗ. Анчах чи хӗрӳ самант иртсе кайман-ха. Вӑл ку инфекци ерес тапхӑр хӗрӳленсе пынине каланӑ. Халӑх ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен килте ларӗ. Ҫу уйӑхӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсем те – ӗҫлемелле мар кунсем, анчах шалу пӗрех тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Бали утравӗ. Mygem4me.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер ирхине Чӑваш Ен ҫыннисене Бали утравӗ ҫинчен ҫинчен Раҫҫее илсе килнӗ. Самар хулинчи «Курумоч» аэропорта Денпасар хулинчен (вӑл Индонези ҫӗршывӗнче, Бали утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ) вӗҫсе килнӗ самолета, тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи туристсем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енрисем тӑваттӑн. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха тавӑрма йӗркеленӗ ятарлӑ рейсра 242 авиапассажир пулнӑ. Утрав ҫинчен таврӑннӑ 31 ҫынна, ҫав шура Чӑваш Енри тӑватӑ туриста та, Тутарстанри «Васильевский» санаторире йӗркеленӗ обсерватора вӑхӑтлӑха илсе кайнӑ. Ҫак кунсенче ентешӗмӗрсене унтан илсе килсе Муркаш районӗнче йӗркеленӗ обсерватора карантина вынаҫтарӗҫ. Унта вӗсене тухтӑрсем икӗ эрне тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне ют ҫӗршывра тӑрса юлнӑ пирӗн республика ҫыннисем тепӗр 207 ҫын, ҫав шутра — 22 ача. Ентешӗмӗрсен тӗп пайӗ — Таиландра, Индире, АПШра. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршыва Чӑваш Енри 25 ҫынна килме пулӑшнӑ: Таиландран — 8, Индирен — 7, Индонезирен — 4, Турцирен — 2, АПШран, Латвирен, Кипртан, Испанирен — пӗрер ҫынна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан йӗкӗрешсем — Роман тата Алексей Билялов — ашшӗне 38 ҫултан шыраса тупма йышӑннӑ. Алексей ку шухӑша ырласа йышӑнман-ха, анчах пӗр тӑванне кӳрентерес килменнипе шырама килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл НТВ каналпа кӑтартакан «ДНК» телекӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлсен амӑшӗ ашшӗ, судпа айӑпланнӑскер, вӗсене тӑватӑ уйӑхра чухне пӑрахнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланман тесе каланӑ. Халӗ хӗрарӑм та пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Йӗкӗрешсен аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен амӑшӗ пуйӑс айне пулса вилнӗ. Ывӑлсенчен пӗри ашшӗне шыраса тупма йышӑннӑ. Вӗсем, сӑмах май, тӑван мар ашшӗпе ӳснӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, лешӗ усал пулнӑ, ӗҫлеме ӳркеннӗ. Пӗчӗк айӑпшӑнах арҫын ачасене хӗненӗ. Телекӑларӑмра ывӑлсем ашшӗпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ӑна каҫарма хатӗр мар та, тепри Украинӑра юрлӑ пурӑнакан ашшӗне киле кӗртме хатӗррине пӗлтерчӗ. Кӑларӑма ҫакӑнта https://www.ntv.ru/peredacha/DNK/m69240/o599856/video/ пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Тутарстан Республики 100 ҫул тултарнине халалласа «Тутарстанӑн чи лайӑх 100 бренчӗ» интернет-конкурс ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем паллӑ. «Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ предприятисем те пур», – тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫатӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче. «Тӗслӗхрен, Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫат, Алексеевски районӗнчи Пӳлерти музей-заповедник, Элкел районӗнчи «Хузангаевский» ял хуҫалӑх производствин кооперативӗ», – пӗлтернӗ «Сувар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Видеори сӑн Амур облаҫӗнче Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ Инҫет хӗвелтухӑҫ аистӑн пурнӑҫне сӑнама вырнаҫтарнӑ видеокамера тӑрӑх онлайн мелӗпе типӗ курӑк пысӑк лаптӑкра хыпса илнине курма май пулнӑ. Ҫӑмартаран тухмалли чӗпписене вара кайӑксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленӗ. Типӗ курӑк шӑп та лӑп нумай пулмасть ҫеҫ ҫӑмарта кӑларнӑ йӑва тавра хыпса илнӗ. Ҫулталӑк маларах ҫакнашкалах пулса иртнӗччӗ. Ун чухне мӑшӑр аист пурӑнакан кивӗ ЛЭП юпи ҫывӑхӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫунма тытӑннӑччӗ, Гильчин айлӑмӗ йӑлтах хыпса илнӗччӗ. Халӗ инкек тепӗр хут сиксе тухнӑ. Кайӑксем ҫӑмартисене хӑйсен кӗлеткипе хупланӑ. Йӑва ҫӳлте пулнӑран кӑна вӗсен сывлӑхӗ сиенленмен. Шел пулин те, ытти кайӑк-кӗшӗке унашкалах ӑнӑҫмӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен йӑвисене аялта, шурлӑхлӑ вырӑнта ҫавӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек пушарсем вара вӗҫен кайӑксемпе вӗсен чӗпписене ҫулран ҫул сахал мар тӗп тӑваҫҫӗ. Инҫет хӗвелтухӑҫ аисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑксен шутне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
