Республикӑра
![]() Мая Егорова «Голос. Дети» проекта хутшӑнса палӑрнӑ. Халӗ унӑн ҫемйи «Асамлӑх уйне» хутшӑннӑ. Мая ашшӗпе пӗрле параппана ҫавӑрттарнӑ. Амӑшӗ Ирина вӗсене залра куракансемпе пӗрле хавхалантарнӑ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Заявкӑна ашшӗ янӑ. Ӑннӑ. Якубович патне кайма йыхравласан вӗсем ҫемйипех ҫула тухнӑ. Ҫемьене унта килӗшнӗ. Пӗри те киле парнесӗр кайман. Ашшӗ Чӑваш Ен чысне, Ҫӗрпӳ хулинне, хӳтӗленине пӗлтернӗ. Кӑларӑм юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче эфира тухӗ. Капитал-шоу йӗрипе килӗшӳллӗн, хальлӗхе унта хутшӑнакансен мӗн пулса иртнине калама ирӗк ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК харӑсах виҫӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал радио – 90, телекурав – 55, «Шупашкар ТВ» студи 20 ҫул тултарнӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Агния Мадянова 1973-1993 ҫулсенче радиора сасӑ режиссерӗнче ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кӑларӑм нумай пулнӑ. Паян ПТРКра ҫамрӑк журналистсем нумай. Павел Храмкин унта 2 ҫул ӗҫлет. Вӑл Йошкар-Оларан килнӗ. Уяв каҫне Пӗтӗм Раҫҫейри ПТРК департаменчӗн регионти ертӳҫи Андрей Никитин уҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. ПТРКра ӗҫлекенсем ташӑ та вӗреннӗ. Сцена ҫине ПТРКра ӗҫлекен пур специалист та тухнӑ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем те вӗсене саламлама килнӗ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Патшалӑх предприятийӗн пуҫлӑх тилхепине конкурс ирттерсе палӑртма хистет те саккун, ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртмалла. Аса илтеретпӗр, «Фармаци» хысна предприятийӗн пуҫлӑхне Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне черетлӗ хутчен депутата суйланӑ хыҫҫӑн республикӑн парламентне ертсе пыма шанчӗҫ. Спикера суйланӑ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӑн хысна предприятине ертсе пыма ирӗк ҫук. «Фармаци» предприятие ертсе пырас ӗмӗтлисен е вӗсене пуҫлӑха лартас шанчӑк пур тесе шухӑшлакансен заявленисене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тилхепене тытас шухӑшлӑ кандидатӑн пуҫлӑх стажӗ 5 ҫултан кая мар пулмалла. Вӗсен аслӑ пӗлӳ илнине те шута илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ. Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ. Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать. Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн. Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Диктанта министрсем те ҫырнӑ Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ. Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хулан экс-пуҫлӑхӗ Леонид Черексов Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ. Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче виҫӗмкунтанпа тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев юпан 3-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ, канашӑн тӗллевӗпе паллаштаракан хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен канаш тӗллевне ятӗнченех ӑнланма пулать. Канашӑн тӑван республикӑмӑра аталантармалли сӗнӳсем хатӗрлемелле, тӗп задачӑсене палӑртмалла, вӗсене хӑш тапхӑрта тата епле пурнӑҫламалине кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе влаҫ органӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тыттарасси те ҫӗнӗ канаш яваплӑхӗ пулса тӑрать. Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленине кура Наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен канаша пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнче те стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе тимлекен канаш пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче. Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман... Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл ҫемьене йышӑннӑ тӑлӑх ачасене хӗненӗ. Ҫак хӗрарӑм виҫӗ тӑлӑх ачана хӑйӗн хӳттине илнӗ. 2012 ҫулта вӑл 1999, 2004 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасене тата 2005 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫын ачана ҫемьене йышӑннӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012–2016 ҫулсенче виҫӗшне те хӗненӗ: ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, пиҫҫихипе ҫапнӑ. Сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен пулнӑ: шкулта япӑх паллӑсем илнӗ, тумне вараланӑ, кӑлпасси татӑкне ыйтмасӑрах ҫинӗ, картишре туратсене пуҫтарман… Пӗррехинче хӗненӗ хыҫҫӑн ачасем ҫырмари ҫӑлкуҫ патне тарнӑ. Унта вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ. Халӗ следовательсем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче вӗрентекене халалласа палӑк лартасшӑн. Ӑна тепӗр ҫул вырнаҫтарасшӑн. 3 эскиз хатӗрленӗ ӗнтӗ. Скульптор хӑшне суйлӗ — ҫавна вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ӑна тупайман-ха. Палӑка 1-мӗш шкул умӗнче лартасшӑн. Унти ӗҫченсен шухӑшӗпе, вӑл хӗрарӑм пулмалла. Аллине кӗнеке тата глобус тытмалла. Мӗншӗн хӗрарӑм? Мӗншӗн тесен хальхи шкул унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗ. Кунашкал монумент вырнаҫтарас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, шкул 90 ҫул тултарнӑ чухне, пулас палӑк вырӑнне кирпӗч хунӑ. Скульптора ҫитес вӑхӑтра тупасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ укҫа ыйтӗ? Хыснара укҫа ҫук. Кӗмӗле шкултан вӗренсе тухнисем пухаҫҫӗ. Хальлӗхе 78 пин тенкӗ пур. Анчах вӑл ҫитмест-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.