Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫӑсене грантпа хавхалантарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна 20 ҫамрӑк тивӗҫме пултарӗ. Грант 50 пин тенкӗпе танлашӗ. Ку укҫа ҫамрӑксене услампа ӗҫлеме хавхалантарасса, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем нумайланасса шанаҫҫӗ. Гранта пӗр хутчен парӗҫ. Сӑмах май, 2012 ҫултанпа республикӑра «Эсӗ – усламҫӑ» программа ӗҫлет. Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан 14-30 ҫулсенчи 5000 ытла ҫамрӑк вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра 100 бизнес-проект хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнчи депутатсен пухӑвӗн пайташӗ тата усламҫӑ мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха? 52 ҫулти арҫын йывӑҫ каснӑ-мӗн. Ку — саккуна пӑсни. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хайхискер моторлӑ пӑчкӑпа усӑ курса виҫӗ йывӑҫа — икӗ хыра тата пӗр ҫӑкана — каснӑ. Пӗтӗмпе депутат ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 6 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын тӗлӗшпе судья приговор вуланӑ. Унӑн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче фельдешерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӗнни мар. Вӑл кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ. Пушара ачасем кӑларнӑ. Ҫулӑм 19 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем часах ҫитсен те, пушара хӑвӑрт сӳнтерсен те фельшерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Хуҫасӑр ҫуртра ачасем час-часах вылянӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӗсене пула тухнӑ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Ене 849 пушар тухнӑ. Вӗсенче 86 ҫын вилнӗ, тепӗр 85-шӗ суранланнӑ. Пушартан 339 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тепӗр ветеринар суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна та Африка мурне сарӑлма панӑшӑн явап тыттарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 14-мӗшӗччен ветеринари участокӗн заведующийӗ сыснасене сипленӗ. Выльӑх Африка мурӗпе аптӑрани куҫпа пӑхсах паллӑ пулнӑ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче икӗ сысна вилнӗ. Анчах ветеринар инфекцие сарӑлма парас мар тесе нимӗн те туман, инстанцисене пӗлтермен. Кун пирки тепӗр сысна вилсен ҫеҫ пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн яла карантина хупнӑ. Районта эпидеми пулнине палӑртнӑ. Ветеринара вара нумаях пулмасть суд айӑпланӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 100 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ку программӑна тепӗр икӗ ҫуллӑха тӑсма шухӑшланӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Республикӑри амӑшӗн капиталне сусӑр ачасене аталанма пулӑшакан хатӗр-хӗтӗр туянма ирӗк панӑ. Ку укҫапа кирек хӑш вӑхӑтра ку тӗллевпе усӑ курма юрать. Сӑмах май, ку тӗлӗшпе федераци амӑшӗн капиталне те тӑкаклама юрать. Кӑҫал Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмашкӑн 165 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне илнӗ кӑтартӑвне ӗненес тӗк, кӑҫал 100 пин тенкӗпе 1091 ҫемье усӑ курнӑ. Чылайӑшӗ ҫурт-йӗре лайӑхлатас тӗллевпе тӑкакланӑ ӑна. Хӑшӗ-пӗри ачине вӗрентме укҫа янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкавра пурӑнакан Вячеслав Анатольевич Малинин пулла авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыраҫҫӗ. Ҫав кунранпа Вячеслав Малинина никам та курман. Вӑл ниҫта та куҫса кайма хатӗрленменни паллӑ. Пӗтӗм документа тата япаласене килте хӑварнӑ вӑл. Арҫынна халӗ Раҫҫейри ытти регионта та шырама тытӑннӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ хура, кӑштах шуралнӑ. Усси пур. Вӑл куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-835-36-2-69-40 тата 8-835-36-2-68-87. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лидия Михайлова (Филиппова) «Республика» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Лидия Михайлова (Филиппова) малашне ЧР Культура министерствинче вӑй хурӗ. Вӑл этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Ку должноҫ Сергей Казаков кайнӑ хыҫҫӑн пушӑ пулнӑ. Лидия Ивановна 1967 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1989-1994 ҫулсенче «Урал сасси» хаҫатра куҫаруҫӑра, корреспондентра, редактор ҫумӗнче ӗҫленӗ. 1994-1997 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатра вӑй хунӑ. Кайран Чӑвашрадиора, «Ульяновец» хаҫатра ӗҫленӗ. Лидия Ивановна сӑвӑсем ҫырать, унӑн ӗҫӗсем чылай кӗнекере кун ҫути курнӑ. |
Республикӑра
![]() Шупашкар аэропорчӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн Чӑваш Енре Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев летчик-космонавт ятне парас шухӑшлӑ. Ыйтӑва татса париччен халӑх кӑмӑлне пӗлесшӗн. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин сайтӗнче ятарлӑ ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Интернет-сасӑлав ыйтӑвӗ ансат: «Шупашкар аэропорт» Чӑваш Республикин хысна предприятине Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗн, авиацин генерал-майорӗн, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн ятне памалла тесе шухӑшлатӑр-и?» — тенӗ унта. Ӑна виҫӗ тӗрлӗ хуравлама пулать: «Ҫапла, пӗтӗмӗшле кирлӗ, «Кирлӗ мар», «Шухӑш ҫук». Ыйтӑвӗсем те, хурав варианчӗсем те вырӑсла, эпир чӑвашлатса ҫыртӑмӑр. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫарнӑ сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗнерхи 23 сехет тӗлне 238-ӑн сасӑланӑччӗ, ҫав йышран 137-шӗ кирлӗ тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет. Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене штрафлама пултарӗҫ. Ку улшӑнӑва административлӑ йӗрке кодексне кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене (ун ҫийӗ 7 см. ҫӳхерех пулсан) 2 пин тенкӗлӗх штрафласшӑн. Кун пирки правительствӑра иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирки уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалли пирки асӑннӑ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров каланӑ тӑрӑх, кӗркунне тата ҫуркунне шыв ҫинче инкек шучӗ ӳсет. Кӑҫал кӗркунне пуҫланнӑранпа 11 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсенче 10 ҫын путса вилнӗ. Ҫаксене шута илсе административлӑ йӗрке кодексне улшӑнусем кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.