Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пӗр ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ют ҫын килне кӗрсе кӑлпасси ҫинӗшӗн айӑпласшӑн. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пӳртне кӗнӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Хайхи арҫын пӳрте кӗнӗ, анчах унта никам та пулман. Нумай шухӑшласа тӑман вӑл — холодильник уҫнӑ. Унта пӗр татӑк кӑлпасси выртнӑ. Арҫын ӑна ҫисе янӑ. Тутӑ хырӑмпа хайхискер верандӑра ҫывӑрма выртнӑ. Тӳре-шара киле ҫитсен арҫынна асӑрханӑ. Вӑл хӑнана кайма ыйтнӑ, анчах лешӗ итлемен. Ирӗксӗрех полицейскисене чӗнме тивнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫынна 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче урапа вӑрланӑшӑн 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнчи вулавӑшсем ӗнер урӑлӑх кунне уявланӑ. Ку куна пуҫласа 1913 ҫулта палӑртма тытӑннӑ. Ӑна чиркӳре ӗҫлекенсем Питӗрте пуҫарнӑ. Тепӗр ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вырӑс православи чиркӗвӗн аслӑ пухӑвӗ (Синод) Урӑлах кунне ҫулсерен ирттерес тесе йышӑннӑ. Улатӑр районӗнчи культура ӗҫченӗсем калаҫусем, шухӑшлав саманчӗсем, информаци сехечӗсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Энтриелти вулавӑшра вырӑнти шкулта 11-мӗш класра вӗренекенсемпе «Легко начать, трудно остановиться» (чӑв. Пуҫлама ҫӑмӑл, чарӑнма йывӑр) темӑпа Г.И. Трошкина библиотекарь калаҫу ирттернӗ. Кувакинӑри вулавӑшра аслӑ класри ачасене пухса Г.Г. Никитина библиотекарь эрех-сӑра ӳсекен организма епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарнӑ. Иваньково-Ленино вулавӑшӗнче С.Б. Шугурова библиотекарь «Бережем свое здоровье» (чӑв. Хамӑр сывлӑха сыхлар) темӑпа профилактика сехечӗ йӗркеленӗ. Междуречье вулавӑшӗ «Трезвость – норма жизни» (чӑв. Урӑ пурнӑҫ — пурнӑҫ йӑли) мероприяти йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче суд тенкелӗ ҫине 34 ҫулти арҫын ларӗ. Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнаканскер ют ҫын ҫуртне икӗ хутчен кӗнӗ. Мӗн шыранӑ вӑл? Пӗрле эрех ӗҫмешкӗн юлташ. Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехетре вӑл пӗлӗшӗн карти урлӑ каҫнӑ, верандӑн чӳречине илнӗ те пӳрте кӗнӗ. Унта ӑна кил хуҫи асӑрханӑ. Лешӗ ӑна унччен хӑйӗн патне килме чарнӑ. Кӗтмен хӑна кил хуҫине пӗрле эрех ӗҫес килнине пӗлтернӗ. Анчах лешӗ ӑна хӑваланӑ, полици чӗнессипе хӑратнӑ. Тепӗр 7 сехетрен хайхи арҫын каллех ун патне кӗнӗ. Хальхинче ӑна урӑх ыйту канӑҫ паман: полици чӗнмен-и? Кил хуҫи чӑннипех те тарӑхса кайнӑ та 02 номерпе шӑнкӑравланӑ. Кӗтмен хӑна ниҫта та кайман – пакунлисене унтах кӗтсе илнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫын уголовлӑ майпа 6 хутчен явап тытнӑ. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн тата юттисем патне кӗнӗшӗн ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паллӑ ӑсчах тата общество деятелӗ Николай Дроздов Шупашкара килнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Биолог, тетеертӳҫӗ авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ халӑхсен съездне хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна Михаил Васильевич тав тунӑ. Элтепер Николай Дроздов общество ӗҫне хастар хутшӑнни пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхсене хавхалантарнине палӑртнӑ. Ку ҫамрӑкесене воспитани парас ӗҫре те пулӑшнине каланӑ. Николай Дроздов вара съезд пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Ку тӗрлӗ наци ҫыннисене туслаштарнинче иккӗленмест вӑл. Паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ен такӑнмасӑр аталаннине, ку съезд пӗрлӗхе кӑтарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хыснасен хушшинчи трансфертсене пайласси пирки постановление алӑ пунсӑ. Ку укҫа тӗплӗ юсавшӑн тӳленине компенсацилемешкӗн кайӗ. Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен хыснине 17,3 миллион тенкӗ килӗ. Ӑна кайран тӗплӗ юсавшӑн тӳлекен пенсионерсен хушшинче пайлӗҫ. Трансферт виҫине 70-79 ҫулсенчи ӗҫлемен ҫынсене, ӗҫлемен пенсионерсен ҫемйинче пурӑнакан 80-ран аслӑрах ватӑсене шута илнӗ. Раҫҫейри регионсен хушшинче пӗтӗмпе 3,76 миллиард тенкӗ пайланӑ. Аса илтерер: 70 ҫул тултарнӑ пенсионерсене тӗплӗ юсав укҫине 50 процент субсидилеҫҫӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти вӑрманта, Ҫурҫӗр поселокӗ хыҫӗнче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 1954 тата 1956 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Вӗсене полицейскисем тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине шырама тухнӑ. Шел те, вӗсене тупайман. Хӗрарӑмсене паян та шыранӑ, вӑрманти кашни ҫырма-ҫатрана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Ватӑскерсене малалла шырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Исаев вӗренӳ министрӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ хыҫҫӑн министр портфельне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ шӑп та лӑп уйӑх каялла пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара эпир Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта вӑл ку хыпара Элтепер Администрацийӗнчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ калани тӑрӑх пӗлнине асӑнса хӑварнӑччӗ. Чӑн та, тӗрӗсех илтнӗ журналистика мэтрӗ — Юрий Исаева министр пуканне шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 631-р номерлӗ хушӑва республикӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Вологда облаҫӗнчи преступнике тытса чарнӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн пайташӗ пек ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын пирӗн республикӑра пулнӑ чухне хӑйне уголовлӑ-исполнительнӑй тытӑмӑн органӗсене тӗрӗслесе тӑракан общество организацийӗн пайташӗ вырӑнне хунӑ. Ҫакӑнпа усӑ курса вӑл юлташне яваплӑхран ҫӑлма тӑрӑшнӑ. Лешӗ вырӑнти усламҫӑн 50 миллион тенкине йӑкӑртнӑ-мӗн. Анчах ултав ҫиеле тухнӑ. Арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ вӑл хӑй те йӗплӗ пралук леш енне ӑсанма пултарать. Арҫынна Вологда облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑмпа пуҫтармалли вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм вӑрмана кайсан киле таврӑнман. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче виҫӗ хӗрарӑм Атӑл леш енне — Йӑлӑма — кӑмпа татма кайнӑ. Ҫав кун вӗсенчен пӗри киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна талӑкран тупнӑ, анчах кун пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтермен. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем вара хӗрарӑма малалла шыранӑ. Кӑлӑхах. Хӗрарӑм ҫӗрӗпех вӑрманта пӗччен пулнӑ. Ӑна аппӑшӗпе тӑванӗсем шыраса тупнӑ. Кирлӗ ҫӗре кун пирки пӗлтерменрен ҫӑлавҫӑсем темиҫе сехет ахалех вӑрмана ухтарнӑ. МЧС вӑрманта асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Унта кайнӑ чухне пӗрле шӑхлич, телефон илме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 11-мӗш ҫулне паллӑ тӑвать. Пире пулӑшакан кашни ҫынна — хыпарсем ярса паракансене, кӗнекесем сканерлама пулӑшакансене, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, пирӗн ӗҫе хаклама пӗлекенсене тата ыттисене те — чун-чӗререн тав тӑватпӑр! Эсир пурри сайта аталантарма хӑват парать! Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарас килет. Чи пӗлтерӗшли — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне уҫни, ӑна аталантарма тытӑнни. Унпа пирӗн самай вӑхӑт иртет, ҫавна май ытти ҫӗнӗлӗхсем сахалрах. Ҫавах та ҫук мар вӗсем: чӑвашла ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене кӑларни; вырӑсла версинче хыпарсем тӑтӑш тухма пуҫлани; вырӑсла версине «Яндекс. Новости» (чӑв. Яндекс. Хыпар) хыпарлав системине кӗртни; сӑмахсарсен сайтне ҫӗнӗ словарьпе пуянлатни тата ытти те. Ҫуралнӑ кун тӗлне сайт сӑнне те кӑшт улӑштартӑмӑр — шрифтчӗ халь урӑхларах. Унсӑрӑн пуҫне кӑҫал эпир ҫавах та чӑваш халӑх тӗнӗпе ҫывӑхрах паллаштаракан «Пилсемпе кӗлӗсем» сайт уҫма палӑртнӑ. Гуманитари институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле кӑларнӑ кӗнекене сканерлама пуҫласа, ҫурри ытла тунӑ та. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна сайта кӗртме пуҫлӑпӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.