Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗн ача пахчи пулнӑ ҫурта сутса ярасшӑн. Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ача пахчин ҫурчӗпе тата котельнӑйпа никам та усӑ курман. Ҫавӑнпа вӗсене аукцион урлӑ сутлӑха кӑларасшӑн. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкне те сутасшӑн. Ун валли халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ пурлӑха вырӑнти тӳре-шара муниципалитет пурлӑхӗн приватизацин прогноз планне кӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Канашри ЗАГСра чылай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Вӗсенчен пӗрисем — Ертӗмен Кушӑк ялӗнчи Ивановсем. Иванпа Мария 55 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Мӑкӑр ялӗнчи Герман тата Леида Родионовсем тата ҫав ялти Александр тата Нина Арсентьевсем 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Юбилярсем ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ – пӗрне-пӗри хисеплени, чӑтни, пулӑшни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунранпа ахаль ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе регионта уй рӑм пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑйра пулнӑ. Ун чухне вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраман. Йӗркене пӑсакан ахаль ҫынсен 40-50 пин, должноҫри ҫынсен 60-90 пин, юридици сӑпачӗсен 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Красноярск крайӗнчи йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл порнографи материалӗсене сарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Материалсем ҫинче вара Красноярск крайӗнчи 12 ҫулти хӗрача пулнӑ. Каччӑ каҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫак хӗрачана порнографи содержаниллӗ сӑнсем, видеосем ӳкерсе яма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсене илсен вара хӗрачан пӗлӗшӗсем патне тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ. Ҫу уйӑхӗнче ҫак каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн «Ырӑ кун. Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Паллӑ мар салтака халалласа лартнӑ палӑка ишсе антарнӑ. Вӑл 50 ҫул ытла ларнӑ. Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ халӑха ӑна гипсран тунӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ асӑну комплексӗ тумалла тесе ишсе антармалла терӗ (экспертиза пулман). Курӑр-ха, палӑкран мӗнле мӑшкӑланӑ. Палӑкпа юнашар ҫырма пур, йӑлт ҫавӑнта кайса тӑкнӑ та тӑпрапа хупланӑ. Палӑк пуҫӗ, ытти пайӗ уйрӑм выртать. Эпир ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта фашистсене ҫӗнтернӗ паттӑрсене пуҫ тайма ҫӳренӗ, чечек хунӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхе курсан чун юнпа тулать. Палӑк юлашкисене пӑхсан ӑна гипсран туманни паллӑ. Ахӑртнех, бетонран. Ӑна юсаса ҫӗнетнӗ тӗк вӑл нумай ҫул ларӗччӗ», - ҫапла ҫырна «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский бот ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хаҫатра ӗҫлекенсем «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята час-часах тивӗҫеҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер ҫак эрнере республикӑри тата тепӗр икӗ хаҫатҫӑна ҫав ята парас тенӗ. Вӗсенчен пӗри — «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Багадерова, тепри – Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫата кӑларакан редактор Артемий Мясников. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Тӗплӗ юсав фончӗн» директорне Светлана Барановӑна хушупа ӗҫрен кӑларнӑ. 56 ҫулти Светлана Баранова ку должноҫре 2022 ҫулхи кӑрлачранпа ӗҫленӗ. Кунта киличчен вӑл ҫакнашкал тытӑмрах Севастопольте вӑй хунӑ, анчах ертӳҫӗсен асӑрхаттарӑвӗсем хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Тӗплӗ юсав фондӗнче» ухтарусем пулнӑ. Пӳлӗмсенче документсене тӗрӗсленӗ. Светлана Барановӑна ун чухне допроса та илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chzs.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи тӑватӑ ҫынна, туберкулезпа чирлӗскерсене, вӑйпах сипленме янӑ. Ҫакна прокуратура пулӑшнипе тунӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тӑватӑ ҫын туберкулезӑн уҫӑ формипе чирленӗ. Инфекци вара сывлӑш урлӑ ерет. Вӗсене пульницӑна сипленме чӗннӗ пулсан та итлемен. Ҫапла вӗсем ытти ҫын умӗнче хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ, арҫынсене медицина учрежденине сипленме вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vedminaizba.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри 41 ҫулти арҫын Китая хатӗрленнӗ, анчах вӑл унта лекеймесен те пултарнӑ. Йӑлтах – парӑмсене пула. Ҫак арҫын, Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер, 500 пин тенкӗ парӑм пухнӑ. Вӑл кредичӗсене, алимент тӳлемен. Парӑмсем пулнипе приставсем арҫынна Раҫҫейрен тухмалла мар тунӑ. Арҫын вара Китая ӗҫе вырнаҫма каясшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗм парӑма татнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна приставсем ӑна Раҫҫейрен тухма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Канаш округӗнчи сунар базинче сунар йыттисен куравӗ пулнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 65-мӗш хут иртнӗ. Мероприятие Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Елчӗк, Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрнар, Патӑрьел округӗсенчи, Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 57 йытӑ хутшӑннӑ. Паллах, вӗсен хуҫисем те пулнӑ. Курва ҫулсерен сунар йыттисен пахалӑхне палӑртас, ӑратлӑ производительсене суйлас, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, опытпа ылмашӑнас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |