Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Пӑрачкав округӗнчи арҫын ачисене хӗнесе пурӑнни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 43-ри арҫын 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен 14-ри хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ачасене урайне ӳкерсе пуҫӗпе урайне ҫапни те пулнӑ. Ҫитменнине, ашшӗ вӗсене киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ачасем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ вӗсене нихҫан та ятран чӗнмен, прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн кӑна эрех ӗҫме пӑрахнӑ. Арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енре вырӑнти брендсен порталне ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки респулика вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ. «Чувашия БлагоДарит» ятлӑ пулӗ вӑл. Чӑваш бренчӗсене пӗр платформӑна пухӗҫ. Вӗсем пирки кӗскен калани, ячӗ, каталогӗ пулӗ. Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, платформа маркетплейс пулмӗ, ҫавна май лавкка адресне е ссылкине кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Министр бренд пирки каланине чӑвашла куҫарма сӗнет. Портала аталантарма вара ӑна акӑлчанла е китайла куҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш Республики" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 63 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсене дати илӗртнӗ. 24.07.2024 текен цифра илемлӗ тесе шухӑшланӑран хӑшӗсем шӑп та лӑп паян мӑшӑрланасшӑн. Тен, вӗсем ку цифра телей кӳрессе шанаҫҫӗ пулӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхсенче 2060 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ. Кӑҫал авланнӑ каччӑсенчен ытларахӑшӗ — 23-28 ҫултисем. Ҫемье ҫавӑрнӑ чи ҫамрӑк каччӑ 17-ре, чи асли — 83-ре. Хӗрсем 20-26 ҫула ҫитсен качча кайма васкаҫҫӗ. Кӑҫал ҫемье ҫавӑрнисенчен чи ҫамрӑкки 16-ра пулнӑ, чи асли — 76-ра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӳкеҫре Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ иккӗмӗш мурала ӳкерме тытӑннӑ. Вӑл Совет урамӗнчи 63-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ. Унта чӑваш хӗрӗ поселок логотипне тытса тӑрӗ. Сӑмах май, поселок логотипне 2023 ҫулта сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Кӳкеҫ - Чӑваш Енри логотип йышӑннӑ пӗрремӗш поселок. Чӑваш хӗрӗ хыҫӗнче - акӑшсем. Вӗсем чӑвашсен паллӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» халапне аса илтерӗҫ. Мурала Сергей Петров ӳкерет. Графика дизайнерӗ - Артем Павлетич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() smoladmin.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи Янӑм ялӗнчи пӗр кил хуҫалӑхӗнче кушак вилнӗ. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе унта карантин пулнине йышӑннӑ. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ кушак аҫин урнӑ чир пулнӑ. Чир ҫӑлкуҫӗ - Тӗп урамри 9-мӗш ҫурт. Унтан 900 метр радиусри территори ӑнӑҫлах шутланмасть. Карантин вӑхӑтӗнче чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем, куравсем, суту-илӳ, ытти мероприяти ирттерме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Канашри вӗрентекене ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ: терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ-мӗн. Ун патне телефонпа шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑтра Дмитрий Васильев тата Алла Ефимова участковӑйсем участока пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем хӗрарӑм такампа телефонпа калаҫнине, хӑй пӑлханнине асӑрханӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ калаҫуран такам ӑна укҫа куҫарма хушнине ӑнланнӑ та пырса калаҫнӑ. Анчах лешсем 63-ри хӗрарӑма полицейскисенчен аякрах пӑрӑнма хушнӑ, вӗсене «вӑрттӑн операцие» хутшӑнтармалла мар-мӗн. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Васильев ҫав палламан ҫынпа хӑй калаҫма шутланӑ. Лешӗ тӳрех телефона сӳнтернӗ. Чӑнах та, аферист ӑна хӑйӗн укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшне улатакка иленнӗ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вӑрман сиплевҫин «желна» тӗсӗ Раҫҫейӗпе чи пысӑкки шутланать. Вӗҫнӗ чухне ҫунаттисем 80 сантиметр таран сарӑлаҫҫӗ. Ку кайӑк Чӑваш Енре те пурӑнать-мӗн. Анчах ытларах чухне хутӑш тата лӑсӑллӑ вӑрмансенче. «Хӗрлӗ калпаклӑ, уҫӑ саслӑ «хӑна» вулавӑш таврашне килсе вырнаҫни кунта ӗҫлекенсене тӗлӗнтернӗ те, хумхантарнӑ та. Кайӑк вӑйсӑр пек курӑннӑ, сывлӑша ҫӗкленмесӗр ҫӗр тӑрӑх кӑна ҫӳренӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӳкеҫ поселокӗнче Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине мурал ӳкересси пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ - ӗҫ хатӗр те. Аса илтерер: стена ҫине Совет Союзӗнчи паллӑ актерӑн Леонид Быковӑн портретне ӳкернӗ. Ӑна чылайӑшӗ «В бой идут одни старики» фильмри тӗп сӑнар Маэстро тӑрӑх пӗлет. Фильмӑн режиссерӗ те вӑлах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи прокуратура вырӑнти муниципалитет округӗнче ҫынсен ыйтӑвне вӑхӑтра хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастар надзор органне хӑй пӗлтернӗ-ха. Прокуратура тӗрӗсленӗ те Ишлей ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вырӑнти тӳре-шара патне ыйтса ҫырнине палӑртнӑ. Муниципалитетӑн Ишлей территорийӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравлама васкаман. Ыйтӑвӗ урамри юра турттарманран ҫурхи шыв юхса выртнипе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шара тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Улатӑр хулинче иртсе пыракан ҫын хӑйӑр купи ҫинче граната евӗр япала выртнине асӑрханӑ. Унта вара коммуналлӑ ӗҫсем пыраҫҫӗ. «Сувар» ОМОН киличчен территорие полицейскисем ҫавӑрса илнӗ. Кайран ҫав япалана кинолог ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа тӗрӗсленӗ. Йытӑ унта сирпӗнекен хатӗр пулнине систернӗ. Саперсем вӑл Ф-1 граната пулнине палӑртнӑ. Телее, граната упрама тата транспортировка тума хӑрушӑ пулман. Ӑна ШӖМӗн экспертпа криминалистика центрӗн ӗҫченӗсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |