Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар округӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне Харитон Петрова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл 101 ҫулта пулнӑ.

Ӑна 1942 ҫулта повестка панӑ. Вӑл Япони вӑрҫине те хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Харитон Петров тӑван колзозӗнче ферма заведующийӗнче, председатель ҫумӗнче ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ.

 

Республикӑра
Владимир Степанов министр телеграм-каналӗнчи сӑн
Владимир Степанов министр телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳре пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Порфирьевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.

Хальччен ачасем Президент пепкелӗх центрӗнче пулнӑ. Халӗ вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗкскерсене киле паян кӑларнӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов хӑй те пулнӑ. Вӑл Надежда Нкиолаевнӑпа Петр Николаевича саламланӑ.

Порфирьевсен халӗ – 7 ача. Пурте – хӗрачасем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vstepanovmz21/1468
 

Республикӑра

Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ.

Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Самолетовсем пӗрлешнӗренпе ҫур ӗмӗҫ ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем 1975 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Унтанпа вӗсем пӗрле.

Еленӑпа Геннадий ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӗсен йыш хушӑннӑ: икӗ мӑнук ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12603
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Красноармейски округӗнче вак касса пулӑ тытас енӗпе Раштав ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртнӑ: тытнӑ пулӑ шучӗпе, чи малтан тытнӑ пысӑк пулла кура, вак касас енӗпе. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Сергей Васильев тивӗҫнӗ.

Ӑмӑртурту вӗҫленсен пурте кӑвайт патне пухӑннӑ, техӗмлӗ пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_414680
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи полицейскисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ арҫынна киле ҫитме пулӑшнӑ.

Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти хӗрарӑм полицие шӑнкӑрааласа 36 ҫулти упӑшки лесник патне хӑнана кайма тухсан ҫухалса кайнине пӗлтӗрнӗ. Лешӗ кун пирки шӑнкӑравласа калама ӗлкӗрнӗ, кайран телефонӗ сӳнсе ларнӑ.

Полици капитанӗ Григорий Шестаков тата полици майорӗ Юрий Павлов вӑрмана ҫитнӗ те арҫынна, йӗрӗ тӑрӑх шырама пуҫланӑ. 10 ҫухрӑм утнӑ вӗсем. Юлашкинчен утарти сарай патне пырса тухнӑ. Ҫӳхерех тӑхӑннӑ арҫын унта пытаннӑ. Полицейскисем ӑна вӑрмантан тухма пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Елчӗк округӗнчи Ҫуткӳл ялӗнче пурӑнакан Леонтьевсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Леонид Александровичпа Августа Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Валентина, Светлана, Людмила тата Любомир ҫемйисемпе Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Мария Ташкентра тӗпленнӗ, Владимир – Мускавра.

Леонтьевсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе палланнӑ: юратса, килӗштерсе пурӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12581
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Правительстви килти чӗрчунсене регистрацилемелли тата уҫӑлтарса ҫӳремелли правилӑна улӑштарнӑ. Килти чӗрчунсен удостоверенийӗсенче унӑн хуҫин ИННӗ вырӑнне паспортри даннӑйӗсене кӑтартӗҫ. Йытӑсемпе кушаксен хуҫисене уҫӑмлатни чӗрчунсем ҫухалсан вӗсене тупма ҫӑмӑл пулӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Тури Ачак ялӗнчи 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче Хӗл мучи резиденцийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасене 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.

Музей кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Васкӑр! Музейра чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12560
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳре каҫхине ҫул-йӗрпе патруль служби шӑнса кӳтнӗ кинемее асӑрханӑ. Вӑл ҫӳхе тӑхӑннӑ, килӗ ӑҫтине манса кайнӑ.

Полицейскисем 86 ҫулти кинемее часрах машинӑна лартнӑ. Ватӑскер хӑй ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем вӑл ӑҫта пурӑннине хӑвӑртах палӑртнӑ. Вӗсем ӑна киле илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем савӑнса кайнӑ, полицейскисене тав тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ...660
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Пуш, 31

1899
127
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
50
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
45
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
41
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем