Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ. Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ. Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле. Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла. Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче 2018 ҫулта канмалли кунсен графикне пичетленӗ. Ку графике официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал раштавӑн 30-мӗшӗнчех канма пуҫлӑпӑр. Кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, шӑматкун, пушӑн 9-мӗшӗ ҫине куҫӗ. Ҫапла майпа пушӑн 8-11-мӗшӗсенче канӑпӑр. Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмалла мар. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен кантарӗҫ. Акан 29-мӗшӗ, шӑматкун, тунтикуна, акан 30-мӗшӗ ҫине, куҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче пӗр кун ҫеҫ канӑпӑр. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче – канмалли кунсем. Чӳк уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ Алла Меунаргия (хӗр чухнехи хушамачӗ Костина) «Голос» телепроект витӗр тухнӑ. Вӑл «Гости из будущего» ушкӑнӑн «Зима в сердце» юрра суйланӑ. Ун енне Леонид Агутин тата Пелагея ҫаврӑннӑ. Алла Пелагейӑна суйланӑ. Алла Костина ЧППУн ют чӗлхесен факультетне 2008 ҫулта пӗтернӗ. Студент чухне вӑл пултарулӑх конкурсӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. 2006 ҫулта Волгоградра иртнӗ «Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни» фестивальте «Автор юрри» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 2009 ҫулта «Алла Костина» ушкӑн йӗркеленӗ. Алла 2009 ҫултанпа Самар хулинче пурӑнать, унти йӗкӗте качча тухнӑ. Пӗрремӗш тур витӗр тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм «Голос» телепроектра малалла тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Вӑрман касакан – 2017» Раҫҫей чемпионатне пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн ентешсем унта ҫитӗнӳ тунӑ. Палӑртма кӑмаллӑ: вӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чӑвашсем Карелири спортсменсене ҫеҫ ҫӗнеймен. Чемпионата Петрозаводскра пӗтӗмлетнӗ. Ҫав хуларах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Конкурсра Карелири вӑрман касакансене ҫитекенни пулман. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Тутарстан спортсменӗсем йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Ен команди тӗрлӗ номинацире призлӑ тӑхӑр вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентеш Артем Шашков тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ, Андрей Климин тата Сергей Субботин пӗрер медале тивӗҫнӗ. Юниорсен хушшинче те пирӗн ентеш палӑрнӑ. Тата палӑртмалла: пирӗннисем команда эстафетинче мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Канаш хулинче пурӑнакан, пӗрремӗш класра вӗренекен Мария Хушкина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Лучше всех» телешоуна хутшӑннӑ. Кастинга ача ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчех хутшӑннӑ иккен. Анчах суйласа илнипе илменнине тӳрех пӗлтермен. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа кӑларӑма чӗннӗ. Телекӑларӑма ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӳкернӗ. Мария 240 хула ятне, ҫав шутран Ы саспаллипе пуҫланаканнисене те, пӗлнине пӗлтернӗ. Хула ячӗсене вӗрениччен амӑшӗпе хӗрӗ ахаль сӑмахсемпе вылянӑ. Каярах географи ячӗсене шӗкӗлчеме тытӑннӑ. Кӑларӑма ӳкерӗнме чӗнсен Хушкинсем ҫине тӑрса хатӗрленнӗ — вӑл е ку хула ӑҫта вырнаҫнине те астуса юлма тӑрӑшнӑ. Хула ячӗсемпе Канаш ачи Максим Галкин телеертӳҫӗпе вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Леонид Волков РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухма йышӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ. Вӑл Чӑваш Енри Фемидӑна шанманнине кура ӗҫе Мускавра пӑхса тухтарасшӑн РФ Верховнӑй суда ҫитнӗ. Элчелӗх ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнине кура ӗҫе ҫӗршывӑн тӗп хулинче тишкерни тӗрӗсрех тенипе РФ Аслӑ сучӗ Леонид Волков ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ку хыпара экс-элчӗ пысӑках мар брифинг ирттерсе пӗлтернӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗрти Шупашкар такӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Придворно-конюшенный госпиталь» (чӑв. Дворпа лаша витиллӗ госпиталь) культура эткерлӗхӗн объекчӗсен реестрне кӗнӗ. Госпитале Роман Кузьмин архитектор проекчӗпе Пӗчӗк Лаша витин урамӗпе Грибоедов каналӗн ҫыран ҫумӗпе 1846–1857 ҫулсенче хӑпартнӑ. Ҫак госпитальте Император картишӗн министерствин учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем сипленме пултарнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн ҫак ҫуртра пульница уҫӑлнӑ. Халӗ вара кунта медицина центрӗ вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен Крым тӑрӑхӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне легендарлӑ ентешӗмӗр, дивизин командирӗн Василий Чапаев ятне парасшӑн. Аса илтерер, ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Ӗнерех Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ. Икӗ регионӑн парламенчӗсен тӗл пулӑвӗнче Валерий Филимонов спикер Крымри ҫар чаҫӗсенчен пӗрне Василий Чапаев ятне парас ыйтупа РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу патне тухас ыйтӑва тишкерме сӗнсе каланӑ. Кӑҫал Чапаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. 1941–1942-мӗш ҫулсенче 25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастополе тӑшмансенчен хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шалти ӗҫсен министерствин Мускаври тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем ӳт сутса укҫа туса пурӑнакан хӗрарӑмсенчен пӗрне тытса чарнӑ. Вӑл Сарӑту хулинче полицинче ӗҫлени палӑрнӑ. 32 ҫулти ҫӑмӑлттай хӗрарӑм Сарӑту облаҫӗнче пурӑнать. Мускава вӑл пӗчӗк ачапа ларнӑ чух килнӗ. Унта хӗрарӑм ҫӑмӑл укҫа тӑвас ҫул ҫине тӑнӑ. Полицинче ӗҫлени чӑннипех ҫирӗпленсен ӑна ӗҫрен хӑтарма пултарӗҫ. Хальлӗхе ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ, ӳт сутнишӗн штраф тӳлеттерӗҫ. Ӗҫтешӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӳт сутса пурӑннине илтнӗ хыҫҫӑн Сарӑту облаҫӗнчи Балаково районӗнчи йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хӗрарӑм шӑпи халӗ таканари шыв пек вылявлӑ, ӗҫрен хӑтарсан пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑма йывӑр пуласси халех паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дагестанри Махачкала хулинчи 59-мӗш шкула паллӑ ентешӗмӗрӗн, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗн, Чӑвашран пуҫласа уҫлӑха ҫӗкленнӗ летчик-космонавтӑн Андриян Николаевӑн ятне парӗҫ. Ҫакна Ҫурҫӗр Кавказ порталӗнче ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ак-Гель микрорайонта хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ шкула 804 ача вырнаҫайӗ. Маларах асӑннӑ порталта ҫырнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине икӗ ҫулта таса уйри 2,6 гектар ҫинче ҫӗкленӗ. Унта ҫывӑхри ултӑ шкулти ачасем те ҫӳреме пуҫлӗҫ. 1-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшсем таран кӑҫал 600 ача вӗренме пырӗ, вӗсенчен сакӑрвуннӑшӗ шкул урати урлӑ пуҫласа ура ярса пусӗ. Андриян Николаев ячӗллӗ шкулта мастерскойсем, кулинари класӗ, хореографи залӗ, ӳкермелли студи, психолтгпа логопед пӳлӗмӗсем пӑхса хӑварнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.