Раҫҫейре
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет. «Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ. Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман. Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Крымри пӗр ҫар чаҫне легендарлӑ ентешӗмӗр ячӗпе пама пултараҫҫӗ. Маларах Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ҫапла ыйтупа РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу ячӗпе ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. В.И. Чапаев ятне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Кӑнтӑр ҫар округӗн командующийӗ Александр Дворников РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне Олег Николаева хуравланӑ. Ҫакна Фейсбукра Олег Николаев нарӑсӑн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ырӑ хыпара Чӑваш Ен парламенчӗн сессийӗнче Валерий Филимонов спикер та пӗлтернӗ. Александр Дворников Хура тинӗс флочӗн 22-мӗш ҫар корпусӗн 8-мӗш артиллери полкне пирӗн ентеш ятне пама ыйтасшӑн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи Виктория Трончук НТВ каналпа пыракан «Ты супер!» (чӑв. Эсӗ супер) телепроекта хутшӑнать. Хӗрача асӑннӑ хулари «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура ҫуртӗнчи «Артон» эстрада музыкин халӑх ушкӑнне ҫӳрет. Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнисем ӑмӑртакан «Ты супер» проектӑн иккӗмӗш сезонне хутшӑнать вӑл. Виктория 13 ҫулта кӑна-ха. Ҫак тарана ҫитсе вӑл хулари, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссене хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Вика «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк), «Челентано», «Одарённые дети Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем) конкурссене хутшӑннӑ. Викторийӑшӑн ҫак каҫӑпа http://www.ntv.ru/peredacha/Super/team/68240/17818/ иртсе сасӑламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти Татьяна Тихонова пенсионера ОТР каналпа кӑтартрӗҫ. «Активная среда» телепередачӑна ӑна нимеҫӗ (волонтер) пулнӑран чӗннӗ. Утмӑла ҫывхаракан хӗрарӑм Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта 2016 ҫулта йӗркеленӗ «Экспресс бабушки» (чӑв. Экспресс асаннесем) проекта хутшӑнать, нимеҫӗ пулса ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать. Шупашкар хӗрарӑмӗпе телесюжетра «бабушка со стажем» (чӑв. стажлӑ асанне) тесе паллаштарчӗҫ. Тата унӑн пилӗк мӑнук тесе каларӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ — хӑйӗн. Ыттисем — ют ҫынсен ачисем. Хастар пенсионер вӗсене пӑхать. Кашни кунах мар. Эрнере — пӗр-икӗ хут. Темиҫешер сехет. Хальхи вӑхӑтра хӗрарӑм Шупашкарти виҫӗ ачаллӑ Андреевсене пулӑшнине пӗлтерчӗҫ. Кӗҫӗннисене, улттӑри йӗкӗрешсене, амӑшӗ тепӗр чух кинемейпе шанса хӑварать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем валли Чӑваш Енре медицина пункчӗ уҫӗҫ. Ку проект хальлӗхе сӑнавлӑ пулӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви йӗркелеме шутланӑ. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ. Килсӗррисем валли медицина пункчӗсене Хабаровск крайӗпе Иркутск облаҫӗнче те уҫмалла. Вӗсенче полиссӑр, паспортсӑр ҫынсене йышӑнмалла, тухтӑрсем пулӑшмалла. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене сиплекен тухтӑрсене хӳтӗлемеллине те канашлура сӳтсе явнӑ. Килсӗррисене пулӑшакан Чӑваш Енри медицина пунктне Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян официаллӑ майпа Раҫҫейӗн резерв фондне хупнӑ. Ӑна пӗтересси пирки финанс министерстви кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчех систернӗччӗ, паян вара 10 ҫул каялла туса хунӑ фонда чӑннипех те хупнӑ. Ҫапла май малашне Раҫҫейӗн наци пурлӑхӗн фончӗ (выр. Фонд национального благосостояния) ҫеҫ юлӗ. Ку икӗ фонда та 2008 ҫулта никӗсленӗччӗ. Резерв фондне хыснари тӑкаксене саплаштарас тӗллевпе тунӑччӗ, наци пурлӑхӗн фондне — халӑха пенсипе тивӗҫтерме. Апла-и, капла-и, 2017 ҫулта резерв фондӗнчи пӗтӗм укҫа-тенкӗне тӑкакласа пӗтернӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче юлашки 54 млрд. тенкӗне расхутланӑ. Кун хыҫҫӑн унта пӗр пус та юлман. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлачпа-чӳк уйӑхӗсенче ку фонда тӗкӗнмен пулнӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне наци пурлӑхӗн фондӗнче пурӗ 3,75 трлн. тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ шутланнӑ. Ӑна никӗсленӗ чухне тӗллевӗ халӑха пенсипе тивӗҫтересси пулнӑ пулин те унти укҫа-тенкӗпе тӗрлӗ инфраструктурӑна аталантарма та, хыснари тӑкаксене саплаштарма та усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче Саха (Якут) Республикинче регионсем хушшинчи «Биир кун» телекурав конкурс иртет. «Биир кун» тенине якут чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Пӗр хӗвел айӗнче» тени пулать. Чӑваш Енрен унта Вероника Пинеслу юрӑҫ хутшӑнать. Конкурса хутшӑнакан тӗрлӗ регионти этнопоп юрӑҫсенчен чи маттурине эпир, куракансем, палӑртма пултаратпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртекен гала-концертра паллӑ пулӗ. Чӑваш хӗрӗ Вероника Пинеслу «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах» (авторӗсем — Алина Тайпи тата Александр Быковский) юрра шӑрантарать. Уншӑн сасӑлас кӑмӑллисен 5577 номер ҫине «Шоу 3» тесе СМС ямалла. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Вероника Пинеслу Казахстанра иртнӗ Навруз-байрама хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пӗлме кӑсӑк», — тесе хыпарланӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш. Тӗрлӗ телешоура тата ҫӗнӗ хыпарен кӑларӑмӗнче Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан Диана Шурыгинӑпа Сергей Семенов хушшинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки вӗҫӗмех пӗлтерсе тӑчӗ. «Семеновне курсанах: «Ку ача чӑваш евӗрлӗ... Вӑл чӑваш мар-ши?» — текен шухӑш ҫуралнӑччӗ. Туйӑмсем улталамарӗҫ: пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм каласа панӑ тӑрӑх, Сергейӑн амӑшӗ — чӑваш, вӗсем пӗчӗккӗ чух Ҫӗнӗ Малыкла районӗнчи Новочеремшанск салинче пурӑнса пӗр-пӗрне лайӑх пӗлнӗ», — хыпарланӑ Микулай Павловский. «Диана Шурыгини те, ун ашшӗ-амӑшӗ те вырӑс пекех курӑнса каймаҫҫӗ... Вӗсем те е мӑкшӑ, е чӑвашах пулма пултараҫҫӗ. Кӑна ҫирӗплетсе калаймастӑп», — вӗҫленӗ кӳршӗллӗ реионти йӑхташӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть ҫӗршыври тата республикӑри хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫӗре пусса йӑранласа тухмасан (вырӑсла ку сӑмах межевание тенине пӗлтерет) ӑна сутса-туянма, парнелеме тата ытти хӑш-пӗр ҫавӑн пек утӑма тума май килменни пирки хыпарланӑ. Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче ку сӑмах тӗрӗс маррине ӗнентереҫҫӗ. Виҫтермен ҫӗрпе хальлӗхе ирӗклӗнех хуҫаланма юрать. Федераци е регионсенчи саккунсенче ҫакӑнпа ҫыхӑ нимле чару та ҫук. Кун пирки Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева шантарсах калать. Апла пулин те кунта ҫӗре пусса йӑранласа тухни ҫынсемшӗн хӑйсемшӗн лайӑххине те палӑртмаллах. Чиккине саккунлӑ палӑртнӑ пурлӑхпа усӑ курнӑ чух кӳршӗ-аршӑпа тавлашу сиксе тухмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумай пулмасть Тӗп банк 200 тата 2000 тенкӗллӗ хут укҫасене халӑха кӑларчӗ, вӗсем нумай пулмасть пирӗн тӑрӑха та ҫитрӗҫ. Ҫавах та ҫӗнӗ хут укҫа малтанхисенчен самай уйрӑлса тӑрать — хӑш-пӗр сутӑҫсем тата ахаль ҫынсем суя укҫа лекесрен шикленеҫҫӗ. Кӑна шута илсе «Гоззнак» смартфонсем валли ятарлӑ приложени кӑларӗ. AppStore тата GooglePlay сервиссенче ӑна кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче уҫласа илме май пулӗ. Приложени ҫӗнӗ укҫасенчи кашни уйрӑмлӑхӗ пирки пӗлтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл япӑх тунӑ суя укҫасене те палӑртма пултарӗ. Аса илтеретпӗр, 200 тенкӗллӗ хут укҫа ҫинче Севастополь хулине сӑнланӑ, икӗ пинлӗххи ҫинче вара — Восточный (чӑв. Тухӑҫ) космодромпа Русский (чӑв. Вырӑс) утрав ҫине хывнӑ кӗпере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.