Персона
![]() Варнава митрополита асра тытнине палӑртса Шупашкарта музей-пӳлӗм уҫнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Варнава митрополит леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче музей-пӳлӗм уҫма йышӑннӑ. Унта Варнава 1990-2020-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ кельӑна куҫарнӑ. Келья Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӳлӗме ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса кайиччен ӑна сӑн тата видео ӳкерсе илнӗ. Кайран мӗнпур япалана хӑйӗн унчченхи вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ. Варнава Шупашкарпа Чӑваш Енӗн епархине 43 ҫул ертсе пынӑ. Пирӗн республикӑна вӑл куҫса килнӗ чух 35 прихут кӑна пулнӑ, Варнава ӗҫленӗ вӑхӑтра Турра кӗлтумалли ятарлӑ вырӑнсем 210-а яхӑн уҫӑлнӑ, 7 мӑнастире юсаса ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑвашкино» сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑвашкино» киностуди «Чӑваш эпир пултӑмӑр» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Енейкин ӳкернӗ. Документлӑ кинокартинӑна киностуди ӗҫченӗсем пӑхнӑ тата пахаланӑ. Фильма 2021 ҫулхи ҫулла ӳкерме тытӑннӑ. Ӑна В.Г. Родионов паллӑ ӑсчах пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Документлӑ киноӗҫе киностуди «Ҫынсем – легендӑсем» ярӑмпа хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Козлов. artmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ. Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ. Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та. Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валериан Пайгусов. nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Пайгусов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ. Валериан Евстратьевич (26.05.1937-11.03.2001) Етӗрне районӗнчи Тептӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1959-1996 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра Валериан Пайгусов 100 ытла роле калӑпланӑ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче 20 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Станислав Никоноров (Сатур) поэт кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кун ҫути кӑтартать. Нумаях пулмасть унӑн тепӗр сӑвӑ пуххийӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл «Кӗр ванчӑкӗ» ятлӑ. Станислав Сатур 1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессиллӗ техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра платник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Хусанта зонӑри комсомол шкулӗнче, Мускавра Пӗтӗм Союзри комсомолӑн курсӗнче ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин писательсен союзӗ ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвне ҫӳренӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускаври М.В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнче пушар хӗсметӗнче тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче юсанмалли 2-мӗш колони ӗҫченӗ Яков Андреев киле таврӑннӑ чухне пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Пӗве хӗрринче 6 ҫулти хӗрача ҫыранран ӳксе шыва чӑмнӑ иккен. Арҫын часрах пулӑшма васканӑ. Вӑл хӗрачана ҫыран хӗррине йӑтса тухнӑ. Пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ аптӑраман та, ӑна ашшӗ-амӑшне панӑ. Ҫак кунсенче Яков Андреев ячӗпе Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленине Тав хучӗ килнӗ. Ӑна хӗрачан асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ ҫырса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ. «Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ. Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ. Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ӑна, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлнӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхӗнче — Етӗрне районӗнчи Советскинче — пытарӗҫ. Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл — 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ. Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ 2018 ҫулта «Люди-легенды» (чӑв. Ҫынсем-легендӑсем) ярӑмпа ӗҫлеме тытӑнчӗ. Мухтавлӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартакан кашни кинокартинӑра — республикӑмӑр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ сумлӑ та мухтавлӑ пӗр-пӗр ҫыннӑн историйӗ. Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче ҫав ярӑмри фильмсемпе «Чӑвашкинон» «Ютуб» видеохостингри каналӗнче паллашма май туса панӑ. Организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, каналта ҫӗнӗ картинӑсене кашни эрнесерен вырнаҫтарса пырӗҫ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Геннадий Айхи пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Люди-легенды: Г.Н. Айги» фильм вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ Николай Ильминский (05.05.1822-08.01.1892) ҫуралнӑранпа паян 200 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пенза хулинче ҫуралнӑ. Николай Иванович — тюрколог-лингвист, профессор, ҫутӗҫ-миссионер, Питӗрти Император наука академийӗн член-корреспонденчӗ пулнӑ. Николай Ильминский Пензӑри тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева Ильминский нумай пулӑшса пынӑ. Пенза ӑсчахӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсен шутӗнче 1965 ҫулта тӗпченӗ «О фонетических отношениях между чувашскими и тюркскими языками» материалне асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |