Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ тӗлне, ӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Вӑрнар район пульницинче шӑнкӑрч вӗлли ӑсталассипе конкурс ирттернӗ. Чи лайӑх ӑстана сывлӑх учрежденийӗн тӗп тухтӑрӗн Николай Тенюковӑн парнисемпе чыслама йышӑннӑ. Пульницӑра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗ йӗри-тавра хурӑнсемпе хырсем йышлӑ ӳсеҫҫӗ. Апла тӑк вӗллесене ҫакма вырӑн пур. Хӗрарӑм тухтӑрсене мӑшӑрӗсем пулӑшнине пытармаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 10 вӗлле ӑсталанӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне пульницӑна комплекслӑ пӑхса тӑракан рабочи хатӗрленӗ. Тӗп парнепе вара Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Артем Евстафьева чыслас тенӗ. Унӑн амӑшӗ, Людмила Евстафьева, пульницӑра функци диагностикин врачӗ пулса ӗҫлет. Вӑл — вырӑнти профком ертӳҫи те. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын. Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Алманчри шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Йӑлана кӗнӗ «Кайӑк ҫитеркӗчӗ» экологи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑтра Шупашкар шкулӗсенче вӗренекен ачасем 400 ытла сырӑш ӑсталанӑ. Кӑҫал конкурса 1–5-мӗш классем хутшӑннӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 10-мӗшӗнче тытӑннӑ та кӑҫалхи пушӑн 10-мӗшӗнче ӗҫленӗ. Сырӑшсене парксенче, скверсенче, аллейӑсенче ҫакнӑ. Пурте йӗркелӳ комитетне заявкӑсем, хӑтлавсем ярса панӑ. Унта вӗсем хӗлле кайӑксене тӑрантарсси пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем «Шупашкарти экологи управленийӗ» тата регионти «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ пелтернӗ тӑрӑх, 1-мӗш вырӑна Шупашкарти 47-мӗш шкулти 1«м»-мӗш класс тивӗҫнӗ. Харпӑр ӗҫем хушшинче 40-мӗш шкулти 3«к»-мӗш класра вӗренекен Ева Игнатьева пӗрремӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫуркунне ҫитнӗ май кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем валли йӑва шыраҫҫӗ. Ҫунатлӑ тусӑмсене эпир те пулӑшаятпӑр-ҫке. Ачасем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗллесем хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Етӗрне районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ «Кашни кайӑка — ҫурт» экологи акцийӗ йӗркеленӗ. Ӑна кайӑксене ҫурт тупма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ара, ҫунатлӑ тусӑмсене йӑва тупса чӗпӗсем кӑларма ҫӑмӑл мар-ҫке. Акци пуш уйӑхӗн 11–26-мӗшӗсенче пулӗ. Унта ҫемьесем, ушкӑнсем, уйрӑм ҫынсем, учрежденисемпе организацисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ. Конкурсҫӑсене асӑрхаттараҫҫӗ: вӗллесене йывӑҫене сиенлетмесӗр ҫакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Вӑрман комплексӗ енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Вӑл правительство ҫуртӗнчи пӗр-пӗр залра мар, асӑннӑ комплексне кӗрекен «Спецкомплект» обществӑра иртнӗ. Вӑл юманран урай хӑми ҫурать-мӗн. Продукци ҫӗршывӗпех кӑна мар, чикӗ леш енне те курттӑммӑн сарӑлать иккен. Координаци канашне ертсе пынӑ Иван Моторин премьер-министр «Спецкомплект» пек предприятисем ытларах кирлине палӑртнӑ. Вӑрман комплексӗн ӗҫ-хӗлӗпе эконмика министрӗ Владимир Аврелькин паллаштарнӑ. Вӑл кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртнӑ. Канашлу «Чи лайӑх вӑрман касакан» республикӑри конкурса хутшӑннӑ хастарсене чысланипе вӗҫленнӗ. Вӗсене республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗсем лекнӗ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тӗкӗрҫ ращщинчи лаша витин лаши / «Контрактра» тетелти сӑн Ут-лаша — тӗлӗнмелле выльӑх. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн мӑн асаттесем ҫак чӗрчунсене юратнӑ, чи хисеплисен йышӗнче тытнӑ. Лаша таврашӗ вӗсене ӗҫре кӑна мар пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех кӑмӑлӗсене те ҫӗкленех ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра та ав психологсем лашасем чуна лӑплантарма, кӑмӑла ҫӗклеме пултарни пирки калаҫҫӗ. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ иртнӗ шӑматкун Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш вӑтам шкул ачисем хулапа юнашар вырнаҫнӑ лаша витине ҫул тытнӑ. Авал Тӗкӗрҫ ялӗсем (халь вӗсен вырӑнӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкар) пулнӑ лаптӑкра вӗсене лашасем, ашаксем, понисем кӗтсе илнӗ. Ачасем вӗсем валли парнесем те илсе кайма манман — сахӑр, кишӗр, панулми. Инструкторсем пӑхса тӑнӑ май ҫак ҫимӗҫсемпе лашасене хӑналанӑ. Паллах, утланса лармасӑр, ярӑнмасӑр лаша витинчен шкул ачисем кайман. Пӗтӗмешле вара вӗсене кунта килӗшнӗ, питӗ хаваслӑн таврӑннӑ вӗсем. |
Ҫутҫанталӑк
![]() inforotor.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ «Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне» хатӗрленӗ. Унта 83 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче 9-мӗш вырӑна тухнӑ. «Симӗс патруль» списока хатӗрленӗ чухне регионсене хакламашкӑн 15 индикатор илнӗ. Индикаторсем мониторингӑн виҫӗ сферине — промышленноҫпа экологи, ҫутҫанталӑк сыхлавӗн, социаллӑ экологи индексӗсене — палартнӑ. Пӗрремӗш ушкӑна атмосфера, шыв тата ҫӗр ресурсӗсен, биорессурсен кӑтартӑвӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнче — техносфера (продукципе пулӑшу, ӑслӑлӑхпа технологи, бизнес яваплӑхӗ, ЙХК (ТБО), промышленноҫ каяшӗсем). Виҫҫӗмӗш ушкӑна социум кӗнӗ (информаци-психологи климачӗ, вӗренӳпе культура, граждан обществи, влаҫ тата саккун). Ҫавӑн пекех танлашӑма (рейтинга) регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пичетленнӗ статьясем, ӑслӑлӑх-тӗпчев организацийӗсен доклачӗсем лайӑх витӗм кӳнӗ. Регионта пурӑнакансем экологи тӗлӗшӗпе ӳпкелешнине те шута илнӗ. Шупашкарти экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, индекссен пӗтӗмӗшле сумми Чӑваш Ене 9-мӗш вырӑна тухма май панӑ. Тамбов облаҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Информаци ятне курсан вулакантан хӑшӗ эп тем аташтаратӑп тесе те, тен, шухӑшлӗ. Ҫук, йӑнӑш мар. Бассейн канашӗ. Ҫапла, ун пекки те пур. Атӑлӑн ҫӳлти бассейн округне Раҫҫейӗн 18 субъекчӗ кӗрет: Ленинград, Тверь, Вологда, Мускав, Смоленск, Улатимӗр, Ярославль, Кострома, Киров, Чӗмпӗр, Пенза, Сарӑту, Чулхула, Иваново облаҫӗсем, Чӑваш Ен, Тутар, Мари, Мӑкшӑ республикисем. Шупашкарта иртнӗ бассейн округӗн X ларӑвне ӑсчахсемпе шыв хуҫалӑхӗн специалисчӗсем килсе ҫитнӗ. Ларӑва хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шыв хуҫалӑхне аталантарас, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес енӗпе туса ирттерекен ӗҫсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Тури Атӑл бассейн шыв управленйиӗн ертӳҫи Александр Баринов вара бассейн канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кашни ведомство хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫласа пырать те республикӑн сунарпа пулӑҫсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса-йӗркелесе тӑракан патшалӑх служби чӗрчунсен тӗнчине те пӑхса тӑрать. Халӗ унӑн ӗҫченӗсем Чӑваш Енре тилӗ нумайланса кайнине асӑрханӑ. Тем те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пуль тесе тӗлӗнме кирлӗ мар — кашни хӑй ӗҫне пурнӑҫлать-ҫке. Хайхи служба 1 000 гектар сунарҫӑ лаптӑкӗ пуҫне миҫе тилӗ тивнине шутланӑ та йыш пысӑккине асӑрханӑ. Ведомствӑн сайтӗнчи кӗске информацире тӗплӗнех каламан та, анчах те шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ районӗнче кӑна ҫав чӗрчунсем капашсӑр йышланса кайнӑран, те хальлӗхе ҫав района суйласа илнӗ, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен унта тилле кирек епле майпа та тытма чармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ. Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ. Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |