Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта чи лайӑх класс ертӳҫине суйланӑ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва 20 педагог хутшӑннӑ.

«Вӗсем ачасемпе класс сехечӗ ирттернӗ. Унсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшӗпе ачасен хутшӑнӑвӗсенче класс ертӳҫи епле вырӑн йышӑннине палӑртакан лекци йӗркеленӗ», — хыпарланӑ маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшакан Андрей Гарифуллин тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — 45-мӗш шкулти Любовь Салмина, виҫҫӗмӗшӗнче — 43-мӗш шкулти Алёна Львова. Хулари 27-мӗш шкулта тӑрӑшакан Светлана Михайловӑна тата 2-мӗш гимназири Ольга Ярукинӑна лауреат ят панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/10863
 

Вӗренӳ
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ.

Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ.

Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ».

 

Вӗренӳ
oktregion.ru сайтри сӑн
oktregion.ru сайтри сӑн

Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн ОСАГО полисӗн срокӗ тухнӑ, вӑл вара ҫаплах ачасене турттарнӑ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна ҫӗнӗ документ тунӑ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе ачасене кашни кун ОСАГО полисӗсӗр илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн автобус валли ҫӗнӗ ОСАГО хатӗрленӗ.

 

Вӗренӳ
smartik.ru сайтри сӑн
smartik.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ.

Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-79481873_12823
 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 46-мӗш гимназире вӗренекенсем икӗ эрне карантинра пулнӑ. Ачасем шкула таврӑннӑ-ха, анчах пӳлӗмсенче, спортзалта, коридорта сивӗ. Ашшӗ-амӑшӗ «Ҫыхӑнура» портала ҫӑхав ҫырса янӑ.

Мӗншӗн сивӗ? Ашшӗ-амӑшӗ директор патне пырса та калаҫнӑ. Анчах ыйту татӑлман. Хӑш-пӗр пӳлӗмре сывлӑш температури 12-16 градус кӑна ӑшӑ, коридорта - 12, спортзалта 10 градус ӑшӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Инновацисене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан фонд «Умник» грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне виҫӗ ҫамрӑк ӑсчах кӗнӗ. Вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫлама 500-шер пин тенкӗ илӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Любовь Юманова, Федор Хлебников тата Ефим Воробьев. Вӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренеҫҫӗ.

Сӑмах май, унччен Федор Хлебников тата Ефим Воробьев ҫак фондӑн «Студентсен стартапӗ» гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем 2022 ҫулта тепӗр ҫамрӑк ӑсчахпа пӗрле проекта аталантарма 1 миллион тенке тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ

Патӑрьел муниципаллӑ оркугӗнчи Ишлӗ ялӗнче ача пахчинчен пуҫламӑш шкул туса хурасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттернӗ.

Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчинчен тунӑ пуҫламӑш шкулта шкул умӗнхи ушкӑн тата спортзал пулмалла. Контракт – 118,3 миллион тенкӗлӗх. Аукционра Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Булат» фирма ҫӗнтернӗ.

Подрядчикӑн пуҫламӑш шкула кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Вӗренӳ министерствипе «Просвещение» издательство 5-7-мӗш классене Чӑваш Ен историне вӗрентмелли учебник кӑларасси пирки килӗшӳ тунӑ.

ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнекепе ачасем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Учебникре - республикӑра пурӑнакан халӑхсен историйӗ, Вӑтам ӗмӗр тапхӑрӗ, Вырӑс патшалӑхӗн йышне кӗни.

Сӑмах май, унччен издательствӑра 1-4-мӗш классем валли «Чӑваш чӗлхи» учебникне, вырӑсла вӗренмеллине, кӑларнӑ.

 

Вӗренӳ
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Прокуратура Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи шкулсене санитарипе эпидемиологи саккунӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Икӗ шкулта санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ.

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче шӑна нумай пулни палӑрнӑ. Мӑн Этмен шкулӗнче вара техперсонал валли уборнӑй пулман.

Ҫак икӗ шкул тӗлӗшпе прокуратура представлени ҫырнӑ. Пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри 4 ял хуҫалӑх техникуне пӗрлештерме йышӑннӑ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерӗҫ.

Ку пӗр пек специальноҫсемпе профессисене вӗрентессинчен хӑтарать. Анчах преподавательсемпе мастерсен йышӗ ҫавӑн пекех юлмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ...135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын