|
Вӗренӳ
![]() Алина Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш классен, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен воспитателӗсен республикӑри семинарӗ иртнӗ. Унта сӳтсе явнӑ тӗп тема чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме интерактивла технологисемпе усӑ курасси пулнӑ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн тата Челепири «Инновации детям» IT-компани специалисчӗсем цифра саманинче культура эткерлӗхне епле упраса хӑварасси пирки сӑмах хускатнӑ, ҫавӑн пирки ӑнлантарса панӑ. Элӗкри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова хӑйӗн урокӗсенче интерактивлӑ епле меслетсемпе усӑ курни пирки каласа кӑтартнӑ, семинара хутшӑннӑ учительсем кӑсӑклансах итленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти 117-мӗш ача пахчи Пӗтӗм Раҫҫейри «Хальхи йышши ача пахчи» конкурсра чи лайӑххи пулса тӑнӑ! Тупӑшу хӗрӳ иртнӗ: унта 1000 ытла шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Шупашкарти ача пахчи вӗсен йышӗнче пӗр иккӗленмесӗрех мала тухнӑ. Ҫапла вӑл Хальхи йышши ача пахчисен реестрне кӗнӗ. Эппин, ҫак учреждени ачасемшӗн хӑтлӑ, унта аталанмалли условисем вӑйлӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет. Ҫак ача пахчинче вӑй хуракан Надежда Григорьева педагогӑн ӗҫне уйрӑммӑн палӑртнӑ. Ӑна «Чи лайӑх педагог-новатор» номинацире чысланӑ. Вӑл ҫак хисепе ачасене вӑйӑ урлӑ вӗренме пулӑшакан ҫӗнӗ программӑсене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑра чи лайӑх класс ертӳҫисене палӑртнӑ. Пилӗк лауреат пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Максим Донин (Улатӑрти 6-мӗш гимнази), Татьяна Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗ), Наталия Качалина (Шупашкарти 45-мӗш шкул), Александра Митрофанова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул), Ирина Рындина (Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха шкулӗ). Палӑртса хӑварар: финалта пӗтӗмпе18 педагог кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӑлкуҫ: Мой город. Онлайн Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, шӑматкунтан, республикӑра ачасене пӗрремӗш класа ҫыртарма пуҫлӗҫ. Ҫак йышӑнӑва ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ пултӑр тесе тунӑ: йышӑну кампанийӗ канмалли кун пуҫланни ҫемьесене ӗҫрен ирӗк ыйтмасӑр, документа лӑпкӑн тата васкамасӑр хатӗрлсе пама май парӗ. Ача шкул ҫумне ҫирӗплетнӗ территорире регистрациленнӗ пулсан е унӑн ҫӑмӑллӑхсем пур пулсан, заявленине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пама май пур. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вара, пушӑ вырӑнсем юлнӑ пулсан, ачасене урӑх шкула та ҫыртарма май пулӗ. Заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, шкула хӑйне кайса е МФЦ урлӑ пама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӑлкуҫ: Чӑваш патшалӑх университечӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Студентсен ҫуркунни» пуҫланчӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх марафонне Чӑваш тата вырӑс филологийӗн, журналистика факультечӗн студенчӗсем уҫрӗҫ. Вӗсем ют чӗлхесен тата математика факультечӗсенче вӗренекенсемпе пӗрле «Ф3» команда йӗркеленӗ. Ку ушкӑн ҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ фестивале пӗрремӗш пуҫласа хӑйӗн пысӑк шайне кӑтартать. Студентсем куракансене коммуналлӑ хваттере куҫса килнӗ ҫамрӑк ҫинчен каласа паракан концерт кӑтартрӗҫ. Кӳршӗсен хушшинче вӑл аякран пӑхса тӑракан кӑна пулаймасть, хӑй те пӗтӗм ӗҫе хутшӑнать. Залта куракан йышлах пулман пулин те, студентсен ӑсталӑхне хытӑ алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Ҫакӑн пек кӑсӑклӑ концерт лартмашкӑн ҫамрӑксен ир те, каҫ та нумай вӑй хума тивнӗ. Малашне марафонра тата ҫичӗ команда хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() https://vk.ru/wall-227236625_660 сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 12-мӗш шкулӑн Г. Н. Волков академик ячӗллӗ музейӗнче «Чӗрӗ урок» иртнӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Игнатьева ертсе пынӑ. 10-мӗш А класра вӗрентекенсен хӑйне евӗрлӗ уҫӑ урокне Николай Ишентей чӑваш ҫыравҫи хутшӑннӑ. Урока ертсе пынӑ Анисия Павловна ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарнӑ, унтан калем ӑстине хӑйне сӑмах панӑ. Николай Ишентей (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран университетра литература енӗпе вӗреннӗ. Тӑван колхозра инженер пулса ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ ачасене шкулта вӗрентнӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Юр кӗлеткесенчен пӗри. Ҫӑлкуҫ: cap.ru Шупашкарта «Хӗллехи фантази» конкурс-фестиваль вӗҫленнӗ. Вӑл ача пахчисем хушшинче иртнӗ. Ку мероприятие кӑҫал палӑртакан Халӑхсен туслӑхӗпе пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Конкурс кӑрлачӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 27-мӗшӗччен пынӑ. Пӗр уйӑх хушши воспитательсемпе ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшса юр кӗлеткесем ӑсталанӑ — вӗсене ача пахчин картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Юр кӗлеткесем хитре кӑна мар, ачасене выляма хӑрушсӑр пулмалли ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Жюри ку тӗлӗшпе тимлӗ хакланӑ. Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ: «Юмах туслӑ пулма вӗрентет», «Спорт юлташсене пӗрлештерет» тата «Раҫҫей – туслӑ ҫемье». Кашни номинацирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Сӑмахран, пӗрремӗш вырӑнсене 88-мӗш, 128-мӗш, 205-мӗш тата 105-мӗш ача пахчисем йышӑннӑ. Конкурса хутшӑннӑ кашни ҫынна, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене, пурне те тав тунӑ. «Хӗллехи фантази» ача пахчисене илемлетнӗ. Унсӑр пуҫне ачасем уҫӑ сывлӑшра хӑйсем тунӑ юр кӗлеткисемпе выляма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Ольга Фондеркина. Ҫӑлкуҫ: cap.ru Хӗрлӗ Чутай округӗнче республика шайӗнчи «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта ултӑ шкултан ултӑ педагог хутшӑннӑ. Вӗсем ачасемпе калаҫу ирттернӗ, хӑйсемпе паллаштарнӑ тата лекци вуланӑ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Питӗркасси шкулӗнчи Ольга Фондеркина ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай округӗн чысне 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен республика шайӗнче хӳтӗлӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Валентина Ядранская, виҫҫӗмӗшне – Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи Ирина Захарова йышӑннӑ. Номинацисенче ҫаксем палӑртнӑ: Сергей Мигушкин (Атнар шкулӗ) — «Улшӑнусен лидерӗ», Светлана Фондеркина (Мӑн Этмен шкулӗ) — «Кашниншӗн тӑрӑшакан», Вера Артемьева (Мишеркасси шкулӗ) — «Ырӑ кӑмӑллӑхпа чӑтӑмлӑх». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти педагог Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри ҫулталӑк методисчӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Лариса Анатольевна Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗнче вӑй хурать, педагогика практикин уйрӑмне ертсе пырать, вӑл — педагогика наукисен кандидачӗ. Конкурса 82 регионти 1800 ҫын хутшӑннӑ. Лариса Анатольевна вӗсен йышӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Вӑл «СПО преподавателӗ» номинацире мала тухса 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн хула тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса хутшӑнакансем пурте питӗ пултаруллӑ, тавҫӑруллӑ, ӑслӑ, хастар» пулнӑ. Вӗрентекенсем «Меслетлӗх лаҫҫи», «Ӑсталӑх лаҫҫи», «Чӑвашлӑха упрар!» пултарулӑх лаҫҫи» ӑмӑртусенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗррӗмӗш вырӑна Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлекен Роза Морозова йышӑннӑ, иккӗмӗшне — 40-мӗш шкулти Татьяна Николаева, виҫҫӗмӗшне — 33-мӗш шкулти Ирина Диарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
