Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Пневмони сарӑлнӑран Шупашкарти 59-мӗш шкул карантина кайнӑ. Унти ачасем, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унччен унта хӑш-пӗр класс кӑна карантинра пулнӑ.

Ачасем килте вӗреннӗ май учительпе «Сферум» платформа урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ.

Тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари 40-мӗш шкул та карантинра. Хӑш-пӗр шкулта классем карантина кайнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнчи шкула аванӑн 1-мӗшӗнче уҫмалла пулнӑ. Икӗ уйӑх кая юлнӑ. Шкул алӑкӗсене ӗнер кӑна, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ.

Шкула 2023 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ун валли уйӑрнӑ 339,5 млн тенкӗ ҫумне тепӗр 93 млн тенкӗ хушма тивнӗ.

Ҫӗнӗ шкула уҫиччен ачасем авариллӗ тесе йышӑннӑ кивӗ шкулта вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкул – 350 ача валли. Хальхи вӑхӑтра унта 283 ача вӗренет.

 

Вӗренӳ

Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче ҫӗнӗ шкул тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.

Малтанхи хак – 611,5 миллион тенкӗ. Аукциона чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех 3 автобус вырнаҫмалӑх гараж, котельнӑй тӑвӗҫ.

Сӑмах май, Чуварлейри хальхи шкул кивӗ, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть. Вӑл –1957 ҫулта хута янӑскер.

 

Вӗренӳ
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хальлӗхе ку ыйту татӑлман-ха. Шаманӑн тата Олег Газмановӑн юррисене шкул программине кӗртесшӗн.

Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Колунов хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, патриот туйӑмне ҫуратакан юрӑсене шкулсен вӗренӳ программине кӗртмеллех. Депутат сӗннине итлесен шкул ачисем Шаман тата Олег Газманов юррисене музыка урокӗсенче юрлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/14590
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнче «Сӑра вӗрентекенсен шкулне» уҫма палӑртнӑ. Ку килӗшӗве Мускавра иртекен «Ылтӑн кӗркунне» куравра университетпа Сӑра туса кӑларакансен ассоциацийӗ алӑ пуснӑ.

«Сӑра вӗретекенсен шкулӗсӗр» пуҫне хӑмла туса илессипе агрономи тата инжиниринг енӗпе магистратура вӗренӳ программисем пулӗҫ.

Сӑмах май, «Ылтӑн кӗркунне» курав Мускавра юпа уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче иртет.

 

Вӗренӳ
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Шупашкарти педагогика колледжӗн студенчӗсем ырантан дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унта халӗ те ӑшӑ паман.

Колледжра ӑшӑ системине улӑштараҫҫӗ. Ҫанталӑк вара малашне сивӗтсе пырать. Ӑшӑ паманнипе студентсене вӗренме сивӗ.

Палӑртмалла: Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑшӑ пама тытӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Комсомольскинче 640 ача вӗренмелӗх шкул пулӗ. Акцион ирттерсе ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ку ӗҫе Ҫӗрпӳри «ПМК 8» организаци пурнӑҫлӗ. Кун валли 1 миллиард та 275 миллион та 878 пин те 462,81 тенкӗ уйӑрӗҫ.

Подрядчикӑн шкула 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унта 2 тата 3 хутлӑ икӗ блок пулӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен малтан кивӗ шкула ишсе антармалла.

 

Вӗренӳ
Артем Максимов архивӗнчи сӑн
Артем Максимов архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра хӳтӗлени пирки пӗлтернӗччӗ.

Вӑл конкурсра чи лайӑх 20 педагог йышне кӗреймен. «Хисеплӗ 21-мӗш вырӑна йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ Артем Максимов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл ҫак конкурса хутшӑнса ҫӗршыври чылай вӗрентекенпе паллашнине, опыт пухнине палӑртнӑ.

Палӑртмалла: конкурс финалне 90 вӗрентекен хутшӑннӑ.

 

Вӗренӳ
sh-kyzylyurtskaya-r91.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн
sh-kyzylyurtskaya-r91.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӗрентекенсене награда парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.

Шупашкар округӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх усителӗ» ят панӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицей вӗрентекенӗ Марина Гордеева тата 62-мӗш шкулти Наталья Климова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ ҫӑлтӑр Ольга Бузова ҫитнӗ. Вӑл ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗл пулнӑ.

Паллӑ ҫӑлтӑр Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче «Ольга Вузова» шоу валли ӳкерӗннӗ. Ку программа Раҫҫейри аслӑ шкулсем пирки каласа кӑтартать. Унта аграри университечӗн студенчӗсемпе пӗрле ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов та хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ...140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 15

1908
118
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Азизов Абдулисман Адиевич, полковник, СССР тава тивӗҫлӗ ШӖМ ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Марков Анатолий Семёнович, физик, профессор ҫуралнӑ.
1936
90
Петров Александр Арсентьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Петров Александр Арсентьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1944
82
Чӑваш АССРӗнче Чурачӑкпа Муркаш районне йӗркеленӗ.
1976
50
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ