Вӗренӳ
![]() Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Шупашкарта виҫӗ каҫхи шкул ӗҫленӗ: Шевченко урамӗнчи 1-мӗш шкул, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш вӗренӳ центрӗ, Социализм урамӗнчи 2-мӗш вӗренӳ центрӗ. Малашне каҫхи шкулсене реорганизацилесшӗн. Корпуссем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче пулӗҫ. Вӗсем 2-мӗш вӗренӳ центрӗ ятпа ӗҫлӗҫ. Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ведомство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пӗр вӗренӳ центрӗн икӗ корпус пулӗ: Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Социализм урамӗнче. Шевченко урамӗнчи шкулӑн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсене пайласа ярӗҫ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров 1-мӗш шкула ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн сӗнӗвне шута илнӗ. Занятисене 8-та мар, 8 сехет ҫурӑра пуҫлама йышӑннӑ. Ара, ҫул ҫине вӑхӑт ытларах тухса каять-ҫке-ха. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене хӑш шкула ярас ыйтӑва татса памалла пулӗ. Вӗсене икӗ вӗренӳ центрне те ҫитсе курма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсенчен, 5-мӗш курссенчен, ӗҫе вырнаҫни пирки справка ыйтаҫҫӗ-мӗн. Унсӑрӑн диплом памаҫҫӗ. Кун пирки студентсем хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ. «Про Город» редакцине университетри историпе филологи факультетӗнче вӗренекен хӗр килнӗ. Вӑл ку лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Унӑн пӗлӗшӗ урлӑ ача пахчинче ӗҫлетӗп тесе справка тума тивнӗ. Халӗ вӑл патшалӑх экзаменне тытма, диплома хӳтӗлеме хатӗрленет. Ҫав хушӑрах шкулта ӗҫ вырӑнӗ шырать. Хӑшӗ-пӗри справкӑна укҫалла туяннине пӗлтернӗ вӑл. Кунашкал лару-тӑру пирки вӑл ниҫта та илтмен. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна ЧППУ танлаштарӑмне ӳстерессишӗн тӑваҫҫӗ. Университетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна Рособрнадзор ыйтать. Ку вӗренӳ мониторингӗ валли кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ. Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ. Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ҫамрӑксем математика предмечӗпе экзамен тытнӑ. Хальхинче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тата нумайланнӑ. Математикӑпа патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртнӗ. Ку предмета 11,4 пин шкул ачи тытнӑ, республикӑра 46 пункт ӗҫленӗ. Кашнинех камера вырнаҫтарнӑ. Экзамен вӑхӑтӗнче техника тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмах пулман. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене вара тупса палӑртнӑ. Ҫавна май экзаменран 25 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсем ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ тытма пултарӗҫ. Сӑмах май, 9-мӗш классем пӗрремӗш экзамен тытнӑ чухне 6 ҫынна кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ. Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ. Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти шкулсенче «Класри полцейский» акци иртет. Ку мероприятие йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Хальхинче йӗрке хуралҫисем кадет шкулне ҫитнӗ. Полицейскисене кадетсен 14-мӗш шкулӗн ачисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пакунлисене хӑйсем мӗн тума пӗлнине кӑтартнӑ. Ачасем вара криминалистсем мӗнле ӗҫленине сӑнанӑ, ШӖМ музейӗнчи сайра тӗл пулакан экспонатсене курнӑ. СОБР боецӗсем хӗҫ-пӑшалне кӑтартни ачасемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Арҫын ачасем пистолет, хӗҫ-пӑшал курсан вӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Шкул ачисем кун хыҫҫӑн полицире ӗҫлеме каяс кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, пакунлисем килсе кайнӑ хыҫҫӑн ачасем тата тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытас енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Рособрнадзорӑн специалисчӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсем выпускниксене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне кӑҫал ППЭне ирттермелли йӗрке ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Аттестат илес тесен сахалтан та миҫе балл пухмаллине, аслӑ шкула мӗн чухлӗ балл кирлине уҫӑмлатӗҫ. Сывлӑх енчен хавшак тата сусӑр ачасемпе ППЭ ирттермелли йӗркене пырса тивекен ыйтусен те уҫӑмлатӗҫ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 11-12 сехетсенче Рособрнадзорӑн информаци центрӗнче пулӗ. Ыйтусене электронлӑ почтӑпа та йышӑнаҫҫӗ: ege@obrnadzor.gov.ru. Ведомствӑн халӑх тетелӗнчи страницинче те ҫырма пулать. Мероприяти вӑхӑтӗнче +7 495 984 89 19 номерпе шӑнкӑравламалла. Ӑна онлайн мелпе те кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Вӗренӳ министерстви Патшалӑх пӗрлехи экзаменӗн йӗркине каллех улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫитес ҫулран пуҫласа экзамен иртмен шкулсен алӑкӗсене хупӗҫ, пичет ҫапӗҫ. Аудиторири плакатсемпе стендсене илмелле пулӗ. Экзамен тытмалли пунктсенче металл шыракан хатӗр вырнаҫтарӗҫ, видеосӑнав та пулӗ. Видеоҫыравсене ҫитес ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен упрӗҫ. Комисси ыйтнипе ППЭ пунктӗнче телефон сигналне пӗтерекен хатӗр те лартма пултарӗҫ. ППЭ вӑхӑтӗнче тухтӑр пулӗ. Шкул ачине япӑх пулсан ӑна пулӑшу кӳрӗҫ. Вӑл ППЭ тытайманни пирки акт та ҫырӗ. Выпускниксем хӑйсен ӗҫӗпе ҫав кунах паллашма пултарӗҫ. Вӗсене хӑйсен шкулӗнче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пирӗн ҫӗршыври вӗренӳ учрежденийӗсенче Пӗрлехи урок ирттерме палӑртнӑ. Ку вӑхӑт ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшеччен пырӗ. Унӑн темине тӑрӑх хакласан, урок кӑсӑклӑ тата патриотизм тата ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес шутлӑ тесе пӗтӗмлетме пулать. Ҫӗршывӗпех иртекен Пӗрлехи урок теми — «Манӑн пурнӑҫра — ҫемье тата Тӑван ҫӗршыв». РФ Вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн патшалӑх политикин департаменчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗрлехи урока ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 31-мӗшеччен ирттермелле. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне (ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) халалланине пӗлтереҫҫӗ. Усӑ курма кирлӗ методкӑларӑмсене яваплисем хатӗрлесе хунӑ. Урока чи лайӑх йӗркелесе ирттернӗ вӗрентекенсене хавхалантарма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май республикӑра вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ятлӑччӗ. Ку конкурсра Шупашкарти 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекен Леонтьева В. хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. «Рябина» ача пахчинче ӗҫлекен Вострова О.В. воспитатель, Шупашкарти 2-мӗш лицейра 10-мӗш класра вӗренекен Хорасева Д. тата Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакан Васильевсен ҫемьи призерсен ятне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |