Вӗренӳ
![]() Г.Тусли ачасемпе пӗрле Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать: Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум. Касатӑп шӑн ҫӗре – Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум. Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ. Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ. |
Вӗренӳ
![]() Кашмашсем Путина шанаҫҫӗ Муркаш районӗнчи Кашмаш тата Хуракасси ялӗнче пурӑнакансем вӑл тӑрӑхра шкул тутарассишӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Раҫҫей ертӳҫи патне шӑрҫаланипех Муркаш район администрацине ӑсатнӑ. Унтисем вӗренӳ учрежденийӗ тума ыйтса резолюци хатӗрленӗ. Ял пухӑвне пуҫтарӑннисем 300 ытла ҫын хута алӑ пусма килӗшнӗ. Хастарсем Кашмашри шкула кӑҫалах хӑпартма пуҫлаттарасшӑн. Вӗренӳ учрежденине тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрасса шанса ҫырнӑ ҫырура РФ Президенчӗн Резерв фондӗнче «кӗмӗл» тупасса шаннине палӑртнӑ. Кашмашра тума палӑртнӑ шкул укҫине Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкул валли яма йышӑннине илтнӗ хыҫҫӑн тарӑхнӑ Муркаш районӗнчи Кашмаш тӑрӑхӗнчи хастарсем алла калем тытнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти апатлану тата коммерци технологийӗн техникумӗн студенчӗсем Францири Прованс регионӗнче стажировкӑра пулнӑ. Иккӗшӗ – студент, тӑваттӑшӗ техникумран вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Пирӗн ҫамрӑксем ҫав ҫӗршывра Мишлен ҫӑлтӑрне панӑ ресторансенче стажировка тухнӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех поварта ӗҫленӗ. Сӑмах май, Мишел ҫӑлтӑрӗ – заведени пахалӑхӗ, унта паха апат пӗҫӗреҫҫӗ, килен-каяна лайӑх пӑхаҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем унта каймашкӑн малтанах хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсем французла вӗреннӗ. Ресторанра стажировка тухсан вӗсене сертификат панӑ. Яш-хӗр паха опыт та пухнӑ. Техникум кунашкал стажировкӑсене пӗрре мар йӗркеленӗ. Унччен студентсем Венгрире тата Турцире пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР прокуратури Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек шкулне тӗрӗсленӗ. Ачасене мӗнпе апатлантараҫҫӗ? Ҫакна тӗрӗсленӗ чухне прокуратура саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, шкулта ачасене икӗ хутчен вӗри апат ҫитермелле. Анчах ку шкулта шӑпӑрлансене пӗр хутчен ҫеҫ апатлантарнӑ. Апатланмӑшра технологи ӗҫне тӗрӗслеменни те ҫиеле тухнӑ. Ачасене ҫитернӗ ҫӗрулми ӑҫтан пулни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫӗрулмипе апатлантарнӑ-мӗн. Малти Ишек шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Академире — Швеци ҫыннисем Швецири пуянсем чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Чӑвашра хайсен усламне пуҫарнӑ инвесторсем пулнӑ. Вӗсем биотехнологипе агрономи факультечӗсенче 3 тата 4-мӗш курссенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ. Швеци ҫыннисен «Кеннет» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ тата тӗп инвесторӗ Кеннет Хульт, Брор Эдлнд инвестор тата эксперт, Сайфул Мазумдер директор студентсене практикӑна тата стажировкӑна йыхравланӑ. Ют ҫӗршыври ытти пуянпа пӗрле 2013 ҫулта Кеннет Хульт Ҫӗмӗрле тата Элӗк районӗсенче ял хуҫалӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вӗсем урпа, тулӑ тата рапс ӳстереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курса тухӑҫа гектартан 40 центнера ҫитересшӗн. «Кун валли сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ», — тенӗ ҫамрӑксене Сайфул Мазумдер. Виҫҫӗмӗш курссем «Кеннетра» производство практики тухӗҫ, аслӑ шкула пӗтерекенсем — стажировка. Унтан ҫамрӑксен Швецинче практика ирттерме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Автобус уҫҫи алӑра Муркаш районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ачасене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ автобус панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитета иртнӗ ҫул 4 шкула автобус килнӗ, кӑҫал — 20. Районтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобусшӑн ку тӑрӑхри 58 шкул ачипе шкул ҫулне ҫитмен 30 ача хытах хавасланнӑ. Автобус уҫҫине шкул директорне Л.Н. Кудашована Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи В.И. Петров панӑ. Ачасем хӑтлӑ условире вӗренччӗр, шкулсем ҫӗнелччӗр тесе республикӑра нумай тунине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: республикӑри 336 шкул автобусӗ 651 маршрутпа ҫӳрет, 1135 ялти 12 пин ачана турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ. Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алена Аршинова депутат И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ. Студентсен ыйтӑвне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова та пӗлет иккен. Укҫа йывӑрлӑхӗ пирки ӑна аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов ҫитернӗ. Парламентари вара ыйтупа Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствине тухнӑ. Ырӑ хыпара Алена Аршинова Александр Белов журналиста темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи интервьюра парламентари студентсене стипендие ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫарса парассине каланӑ. Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, укҫа дефицичӗ социаллӑ стипендиатсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳре ҫитес ҫул шкул тума тытӑнӗҫ. Ӑна хута ямашкӑн 500 миллион тенкӗ ытла кирлӗ. Шкул хулари «Кӑнтӑр» микрорайонта пулӗ. Район администрацийӗ тендер вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Килӗшӗвӗ малтанлӑха 534 миллион та 428 пин те 800 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Шкула ҫитес ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӑл виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унта 1000 ача вӗренӗ. Ҫавӑн пекех шкул ҫумӗнче икӗ автобус лартмалӑх гараж, котельнӑй пулӗ. Пӗрремӗш блокра аслӑ классем вӗренӗҫ. Иккӗмӗш блокра акт залӗ, спортзал, апатланмӑш тата ытти пӳлӗм пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш блокра кӗҫӗн классем ӑс пухӗҫ. Шкулта 76 вӗрентекен пулмалла. Генеральнӑй подрядчике электрон аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче китай чӗлхипе пуҫласа олимпиада ирттернӗ. Халиччен ун пекки республикӑра пулман. Аслӑ шкулта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, олимпиадӑна ирттернин унта китай чӗлхин курсӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ӑна йӗркеленӗренпе ку чӗлхене 200 ытла ҫамрӑк ӑша хывнӑ. Сӑмах май, шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2015 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшенче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа Гуйчжоу провинцийӗнчи педагогика университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Китай чӗлхине пирӗн патри аслӑ шкулта асӑннӑ университетӑн пайтаҫи Ма Ися вӗрентет. Олимпиадӑна хутшӑннисем хайсем калаҫма тата ҫырма пӗлнине тӗрӗсленӗ. Китай каллиографийӗпе (ҫырма пӗлни) тата китайла сӑмахсене тӗрӗс калама пултарнине те хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей экскурсовочӗ А. Данилова. Лайӑххипе ҫавӑн пекех ют чӗлхесен факультечӗн студентки А. Алюнова, ЧПУ студенчӗ А. Ефремов, Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен М. Капитонова, Л. Панюхина усламҫӑ палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |