Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следовательсем тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче арҫын хулара пӗлӗшне тӗл пулнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те арҫыннӑн хваттерне кайнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Арҫын хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та чикнӗ. Хӑна ҫавӑнтах вилнӗ. Тытса чарсан ҫак арҫын следовательсене акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: вӑл вӗлермен-мӗн, ҫывӑрнӑ чухне вилене ун патне такам килсе пӑрахнӑ. Анчах следстви вӑхӑтӗнче йӑлтах уҫӑмланнӑ, арҫын мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта «моржсем» сезон уҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Журналистсем вырӑна тухса сюжет ӳкернӗ. «Кӑмӑл лайӑх. Эпир чирлеместпӗр тесен те юрать. Кунта уяв килнӗ пек ҫӳретпӗр»,- тенӗ пӗри. Анчах «морж» тӳрех пулаймастӑн, кун валли хатӗрленмелле. Тухтӑрсем хӑш-пӗр чирпе аптӑракансене вакка чӑмма сӗнмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрпа канашлани пӑсмӗ. Вакра шыва кӗни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, иммунитета ҫирӗплетме пулӑшать. Вӗсен вӑй-хал кӗрет, сивӗ ҫанталӑка та унашкаллисем хӑвӑртах хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче шкул пулнӑ ҫуртра ӗне ферми тӑвасшӑн. Кунти шкул 39 ҫул ӗҫленӗ. 2016 ҫулта оптимизаци пуҫланнӑ та ӑна хупнӑ. Вырӑнти халӑх ӑна юсама укҫа пухнӑ, чӳрече улӑштарнӑ, плиткӑсене ҫӗнетнӗ, санузел тунӑ. Шкул умӗнхи ушкӑн та уҫма палӑртнӑ. Анчах кӑлӑхах. Хупнӑ чухне шкулта 100 ытла ача вӗреннӗ. Халӗ ачасене Хурамал шкулне автобуспа илсе ҫӳреҫҫӗ. Шӑпах унта ҫӗнӗ шкул уҫӑлсан Ҫӗнӗ Выҫлирине хупнӑ. Пушӑ ҫурта вырӑнти фермера сутнӑ. Вӑл ӑна халӗ ӗнесем валли хута ярасшӑн. Анчах фермер ял ҫыннисем пекех шутлать: пушӑ шкулта ферма тумалла мар, клуб е ФАП уҫмалла. Тепӗр енчен, унӑн шухӑшӗпе, пушӑ лариччен ферма пултӑр, унсӑрӑн вӑл юхӑнать. Вӑл тепӗр ҫуртпа улшӑнма та хатӗр. Вырӑнти влаҫ кун пирки шутласа пӑхма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) аслӑ шкулӑн паллӑ йӗркелӳҫи пулнӑ сумлӑ ӑсчаха, патшалӑх ӗҫченне, профессора, педагога, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейине йӗркеленӗ тата организацин пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ Лев Куракова асра тытса асӑну хӑми уҫӗҫ. Хӑмана Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарӗҫ. Мероприятие республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, аслӑ шкулсенче ӗҫлекенсем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем пырса ҫитӗҫ. Асӑну хӑмине раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() poetrysilver.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем кредитпа машина туянма тӑхтарах тӑраҫҫӗ. Кредит историйӗсен наци бюровӗн аналитикӗсем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче автомобиль туянма пирӗн республикӑри 686 ҫын кредит илнине пӗлтернӗ. Ку вӑл юпа уйӑхӗнчинчен 12,1 процент сахалрах. Ҫӗршывӗпе илсен чӳк уйӑхӗнче 73,3 пин автокредит панӑ, ку кӑтарту та юпа уйӑхӗнчинчен 8 сахалрах. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчинчен вара 18,5 процент пӗчӗкрех. Автокредит калӑпӑшӗпе 30 регион лидерсен шутӗнче иккен. Анчах вӗсенче те кредит калӑпӑшӗ ӳснӗ. Автокредитпа усӑ куракансен йышӗ Раҫҫейри виҫӗ субъектра ҫеҫ йышланнӑ. Вӗсем — Воронеж облаҫӗ (+4,6%), Ставрополь крайӗ (+1,8%) тата Волгоград облаҫӗ (+0,1%). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулхи каникул валли 50 пин экспресс-тест илсе хурӗҫ. Вӗсемпе массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене кӑшӑлвируспа чирленипе чирлеменнине тӗрӗслӗҫ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 100 пин ҫынран 321,3 ҫынна тест тӑваҫҫӗ. Раштав уйӑхӗччен ковидпа чирлӗ ҫынпа хутшӑннисене ПЦР-тест тунӑ. Халӗ вара ОРВИ симптомӗсем пулсан ҫеҫ тест тӑваҫҫӗ. Ку йӗрке Раҫҫей тӗп санитари тухтӑрӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн улшӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене пурне те тест тумалли пирки каланӑ. Ҫав шутра экспресс-тестсем те пулӗҫ. Чӑваш Ен валли уйӑрнӑ 50 пин тест-экспресс 10 миллион та 750 пин тенке кайса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем маршрут автобусӗ рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Шупашкара автосервиса кайма тухнӑ. Паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫулӑн 698-мӗш ҫухрӑмӗнче 556-мӗш маршрутпа, «Шупашкар – Вӑрмар – Тӑвай» ҫулпа, ҫӳрекен автобуса чарнӑ. Водитель ӳсӗр пулнӑ. Салонра пассажирсем пулман. Водитель тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпатне явап тыттарас тӗллевпе рапорт хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ архивӗнчи сӑн ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Николаев урамӗнче 12 ҫулти арҫын ача машина айне лекнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Паян 15 сехет те 15 минутра арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ӑна ҫӑмӑл машина ҫапса кайнӑ. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан ача чӑнах та ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Иван Иванов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗ, фронтран таврӑнсан вӗрентекенре ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани панӑ. 18 ҫул тултарсан, 1939 ҫулта, Иван Иванов салтака кайнӑ. Икӗ ҫултан вӑрҫӑ пуҫланнӑ та вӑл фронта лекнӗ, Минскри пулемет батальонӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл тыткӑна лекнӗ. Унтан вӑл икӗ хут тарнӑ, анчах усӑсӑр. Иван Иванов киле 1946 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Фронтра мӗн тӳснине вӑл хӑйӗн «Манӑн асаилӳсем тата шухӑшсем» ятлӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ. Халӗ ветеран Шупашкарта хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ. 66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |