Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри хӗр Пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсен ертӳҫисен «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) ӑмӑртӑвӗн куҫӑн тапхӑрӗ раштав уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче иртнӗ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 24 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи ертӳҫисем» номинацире Александра Рыбакова ҫӗнтернӗ. Вӑл — Раҫҫейри студентсен отрячӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн «Звездный» отрячӗн пайташӗ. Ҫӗршыври конкурса Федерацин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен агентстви, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗ, Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() urist-bogatyr.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫынна суд кӗтет. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех район сучӗ пӑхса тухӗ. Арҫынна пӗчӗк ачана хӗненӗшӗн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, авӑнӑн 3-5-мӗшӗсенче ҫак арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн 6 ҫулти хӗрне пӗрре мар хӗненӗ. Лешӗ амӑшне хӳтӗленӗ-мӗн. Авӑнӑн 6-мӗшӗнче арҫын хӗрачана телефон зарядникӗпе пуҫӗнчен, аллинчен, кӗлткинчен ҫапнӑ. Унтан балкон хӗррине илсе пынӑ та аллипе ҫӗклесе пуҫӗпе аялалла тытнӑ, ҫӗр ҫине перессипе хӑратнӑ. Хваттер 3-мӗш хутра пулнӑ. Амӑшӗ следстви вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл арҫынран хӑранӑ тата хваттертен кӑларса ярасран шикленнӗ. Халӗ вӗсем пӗрле пурӑнмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() bestlj.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне тепӗр 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку чире пула 443 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раштав уйӑхӗнче ҫынсем кашни кунах вилеҫҫӗ. 23 кунра 165 пациент сывлама пӑрахнӑ. Ку таранччен 15454 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 13790-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 125-ӗн чирленӗ. Сывалакансем 118-ӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнӗ 1221 ҫынна тухтӑрсем килте е стационарта сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ. Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каварлӑ чире пула пиртен ытла та ир уйрӑлса кайнӑ Лев Пантелеймонович Куракова — чечек кӑшӑлӗпе пӗрлеХарпӑр шухӑш
Персона
Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ: Лев Кураков чӗри тапмасть текех. Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!.. Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..
Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ, Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке... Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ... Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...
Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ, Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух. Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ... Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...
Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ... Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан... Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, — Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.
22.12.2020 04 сехет те 39 минут Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||
Культура
![]() pikabu.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫулталӑк пысӑк концертпа вӗҫленӗ. «Вместе-Пӗрле!» пӗрлехи ҫемьере» фестивале Трактор тӑвакансен культура керменӗ тата Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ЧР Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет. Концерт раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта тӗнче шайӗнчи балет артисчӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем нумай нациллӗ патшалӑх историйӗпе паллаштарӗҫ. Уяв программи пуян. «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» наци костюмӗсен кӑтартӑвӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. «Елка. Вместе-Пӗрле» хӑтлав пулӗ. Фестиваль Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян каҫхине Шупашкарта ресторан ҫуннӑ. Ку ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче Максим Горький проспектӗнче вырнаҫнӑ «Культура ҫурчӗ» ресторанра пулнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ресторанӑн тӑрри ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, апатлану заведенийӗн кладовкинче пушар тухнӑ. Юрать-ха, шар курнӑ ҫынсем ҫук. Ҫав вӑхӑтра ресторана килнӗ ҫынсене урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ресторан тӑрринче ҫулӑм «чӗлхисем» кураннӑ. Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() blackpantera.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача тинех амӑшне кӗтсе илнӗ. Унӑн ҫывӑх ҫынни нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Амӑшӗ йӗплӗ пралук леш енче пулнӑ чухне хӗрачана кукамӑшӗ /е асламӑшӗ/ опекӑна илсе пӑхнӑ. Хӗрарӑм тӗрмерен тухсанах Калинин район администрацине кайса хӗрне ӑна памашкӑн ыйтса заявлени ҫырнӑ. Хӗрача та амӑшӗсӗр питӗ тунсӑхланӑ. Опекӑпа попечительлӗх органӗсем хӗрарӑмӑн хваттерне ҫитсе йӑлтах тӗрӗсленӗ, йышӑну тунӑ – хӗрачана амӑшӗпе хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() «Роскосмосра» паллӑ ҫынна е пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа ракетӑсене ят парасси йӑлара. Вӗсенчен пӗрине чӑвашсен пӗрремӗш космонавтне Андриян Николаева халалласа ят панӑ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра космоса яма палӑртнӑ. «Роскосмосӑн» тӗп директорӗпе Дмитрий Рогозинпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ют ҫӗршывсенчи чӑваш культурин кунӗсем» онлайн-марафонра интервью панӑ чухне пӗлтернӗ. Ракета-носителе раштав уйӑхӗнче вӗҫтерме пултарӗҫ. Май килмесен – ҫитес ҫул. Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне юсаса ҫӗнетесси пирки те аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑхӑн хваттерпе тивӗҫтермелле. Чылай яшпа хӗр ӑна чылай ҫул кӗтет. Тӑлӑхсене хваттерпе вӑхӑтра тивӗҫтерме йывӑррин сӑлтавӗ пӗр тӑваткал метршӑн патшалӑх 36 пин тенкӗ ҫеҫ панипе те ҫыхӑннӑ. Шупашкарта, сӑмахран, хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 46 пин тенкӗ тӑрать. Маларах асӑннӑ виҫене пирӗн республикӑра юпа уйӑхӗнче ӳстерме йышӑннӑ. Ҫавна май Шупашкарта тӑлӑхсем валли 48 хваттер илес шанчӑк тупӑннӑ. Саккунпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑха пирӗн ҫӗршывра ҫитес пилӗк ҫулта татса парас шанчӑк пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |