Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 23 сехет те 30 минутра, Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм Карл Маркс урамӗнчи 97-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте алхасма тытӑннӑ. Ҫуртра тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑран 30 ҫынна, ҫав шутра 7 ачана, урама кӑларса тӑратма тивнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ. Пирус туртакансене пула кӑҫал пирӗн республикӑра пушар 12 хутчен тухнӑ. Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ligazakon.ru сайтри сӑн Раҫҫейри влаҫ ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Патшалӑх Думинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне транспортра билет туянман ачасене кӑларса яма юрамасть. Ку 16 ҫул тултарманнисене, ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫула тухнисене пырса тивет. Патшалӑх Думи ку саккуна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Автомобиль транспорчӗн Уставне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла майпа билет туянман 16 ҫула ҫитмен ачасене общество транспортӗнчен кӑларса яма юрамасть. Водителӗн е кондукторӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫук пулсан, вӑл билетшӑн тӳлемен пулсан ӑна кӑларса яма юрамасть. Аслисем ачашӑн тӳлеме хирӗҫ тӗк вӗсен пӗрле ҫитес чарӑнура тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Ковали Админов" сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнче овчарка хуҫине тӑваттӑмӗш кун кӗтет. Ял халӑхӗ уншӑн пӑшӑрханать. Йытӑ начарланса кайнӑ, пластик кӗленче кӑшлама тытӑннӑ. Овчарка паянхи кун та хуҫине кӗтет, ниҫта та каймасть. Анчах ҫынсене те хӑйӗн патне пыртармасть. Ҫынсем ӑна ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах патне пыма хӑраҫҫӗ. «Ахӑртнех, хуҫи таҫта кайнӑ. Йытта питӗ шел, питӗ начарланнӑ. Ахӑртнех, ӑна кӳршӗ ялтисем килсе янӑ», - тенӗ ял ҫынни. Вырӑнти халӑх хӑйсен хушшинче ӑна «Ковалинский Хатико» ят панӑ. Вӗсем йытӑн хуҫи тупӑнасса шанаҫҫӗ. Унчченхиех пулӗ-и вӑл е ҫӗнни-и – пӗлтерӗшлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑна кашӑлвирусран хӳтеленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче – 4100 доза. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. 2400 доза пӗрер дозӑллӑ флаконсенче килнӗ. Ку мобильлӗ пунктсем валли меллӗ. Унта пациентсем маларах ҫырӑнмасӑр килеҫҫӗ. Сӑмах май, ыран Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче унашкал пункт уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсан 18-21-мӗшӗсенче 14-19.30 сехетсенче ӗҫлӗ. Палӑртмалла: республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 27 пин ытла вакцина килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсен тепӗр чикки урлӑ каҫни пирки пӗлтерет — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 700 пин урлӑ каҫнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Нарӑс уйӑхӗнчех ку вӑхӑт тӗлне 20 пине яхӑн ҫӗнӗ мӑшӑр хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен ытларах пайӗ илемлӗ литературӑран тӑрать. Ҫавах ытти тӗслӗхсем те сахал мар: саккунсем те пур, спектакльтен илнӗ тӗслӗхсем те, хыпарсем те, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясем те. Аса илтеретпӗр, чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче тӗплӗн пуҫӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 37 пинрен ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Икӗ ҫул хушшинче ҫапла май 700 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи план тӑрӑх пӗтӗмӗшле мӑшӑрсен йышне пӗр миллион таран ҫитересшӗн. Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехетре республикӑри паллӑ литература критикӗпе, публицистпа, филологи ӑслӑлӑхсен кандидачӗпе Атнер Хусанкайпа тӗлпулу иртӗ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫӑва библиотекӑн 150 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенӗсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреевӑпа Ираида Иванова. Атнер Петрович кӗнеке пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе ҫеҫ мар, ҫӗршыври тата тӗнчери вулавӑшсемпе ҫыхӑннӑ аса илӳсемпе паллаштарӗ. Калаҫупа Наци вулавӑшӗн Ютубри каналӗнче паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ. Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ. Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ. Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑҫалхи кӗркунне суйлав иртӗ. Ун пирки тӗрлӗ шайра халех калаҫма пуҫланӑ. Кашни суйлав участокӗнчех видеокамерӑсем пулӗҫ. Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков кун пирки Халӑх сӑнавӗн штабӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче шантарнӑ. Уйрӑмах пысӑк 349 участокра профессионал видеотытӑмсем ӗҫлӗҫ. Суйлав епле пынине Пӗрлехи информаци центрӗнче те, суйлав участокӗсене тухса ҫӳресе те сӑнаса тӑрӗҫ. Халӗ сӑнавҫӑ пулас ӗмӗтлисене вӗрентсе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Халӑх сӑнавӗн штабне Александр Белов журналист ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Нарспи» клубӗнче «Арман» уяв иртӗ. Пимен тата Надежда Васильевсем «Сарпике» халӑх ансамбльне ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫемье ташшине вӗрентӗҫ. Надежда Викторовна хӑйӗн пултарулӑхне 1988 ҫулта «Нарспи» ансамбльте пуҫланӑ. Халӗ вӑл — Шупашкар районӗнчи Мошкассинчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗн балeтмeйстeрӗ, асӑннӑ районти Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамбльне ҫӳрет. Пимeн Юрьeвич 1990 ҫулта Шупашкар районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ташӑ ансамбльне ҫул хывнӑ. Халӗ вӑл «Сурпан» тата «Шордан» ансамбльсенче ташлать. «Арман» клуба Шупашкарти Эльгер урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ӳнер академине йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novosti-saratova.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗн сучӗ 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫын ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ та тарнӑ, машинине вара вӑрласа тарнӑ тесе евитленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын ВАЗ-210930 рулӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вӑл руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Арҫын яваплӑхран пӑрӑнас тесе машинӑран тухнӑ та тарнӑ, полицие пырса машинӑна вӑрланӑ тесе пӗлтернӗ. Суд арҫынна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |