Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
bbnews.ru сайтри сӑн
bbnews.ru сайтри сӑн

Кӗҫех ачасем кӗркуннехи каникула кайӗҫ. Вӑл хӑҫан пуҫланӗ? Чир-чӗре пула вӑраха тӑсӑлмӗ-и?

ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ачасем каникула графикпе килӗшӳллӗн кайӗҫ. Мускаври ачасем каникулта канаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем кӑшӑлвируса пула маларах кайнӑ.

Пирӗн патра каникул чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Чир-чӗре пула каникул 2 эрнене тӑсӑлма та пултарӗ. Ку ОРВИ тата гриппа сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.

Кӗркуннехи каникул тӑсӑлӗ-и е ҫук-и – Роспортебнадзор татса парӗ.

 

Культура
Валериан Гаврилов (сӑн ӳкерчӗкре – варринче)
Валериан Гаврилов (сӑн ӳкерчӗкре – варринче)

Питӗр хулинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи общество организацийӗсен пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем ассоциаци тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Пухӑва тутарсен, чӑвашсен, ҫармӑссен Питӗрти автономийӗсен, Мордвасен культура обществин, Крым тутарӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Атӑлҫи» ассоциацие йӗркелеме килӗшсе татӑлнӑ. Унӑн ертӳҫи пулма чӑваша, Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Валериан Гаврилова шаннӑ.

Валериан Гаврилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче ассоциацин концепцийӗпе мероприятисен планне хатӗрлемелле.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Моисей Спиридонов. От замысла к воплощению» курав уҫӑлӗ.

Чӑваш АССР халӑх художникӗ, ЧАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чӑваш профессионал ӳнер искусствине йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.

Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑскер ялти икӗ класла шкултан вӗренсе тухса Хусан ҫывӑхӗнчи Шушурари уйрӑм ҫын шкулӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти ӳнер шкулӗ хыҫҫӑн вӑл Питӗрти Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи ӳнерӗн аслӑ училищинче тата педагогика курсӗнче вӗреннӗ.

 

Вӗренӳ

Элӗкре ҫӗнӗ ача пахчи хута яма палӑртнӑ. Ҫавна май район администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ача пахчи парк урамӗнче пулӗ.

Аукционӑн малтанхи хакӗ – 204 миллион тенкӗ те 383,5 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫе юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн ача пахчине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

Ача пахчи виҫӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех унта бассейн тӑвӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
m.lovikino.ru сӑнӳкерчӗкӗ
m.lovikino.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.

Видеокамерӑсем пулӑшнипе арҫын ӑҫталла кайнине палӑртма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем микрорайонта пурӑнакансемпе те калаҫнӑ. Арҫын ӑҫта пурӑннине пӗлме пултарнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ.

Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Сӑмах май, унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пулнӑ, кӗпер ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑлатма хушнӑ. Унтанпа темех улшӑнман иккен.

«Кӗпер авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна карта тытса ҫавӑрман, ҫавӑнпа унта кирек кам та лекме пултарать. Ҫӳлте ҫынсем ҫемйипех утса ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсемшӗн мар пулсан ачисемшӗн хӑть шутлаччӑр», - ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Муравьев кӗпер патне щитсем лартма, территорие хӑтлӑлатма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, унта ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме чармалла.

Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен фотограф ӳксе вилнӗ. Вӑл юрӑҫсем ушкӑнне ӳкернӗ пулнӑ.

 

Политика
web.archive.org сайтри сӑн
web.archive.org сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов Шупашкарта Правительство ҫуртӗнчен тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна такам тапӑннӑ. Хайхискер ӑна ҫавӑнтах кӗтсе тӑнӑ.

Ҫамрӑк арҫын министра шӗрӗп уҫҫипе 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Тӳре-шара аллипе май килнӗ таран унран хӳтӗленнӗ. Ҫапах министр кӑштах суранланнӑ.

23 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Степанова вара тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Вӑл пульницӑна выртмаллах аманман. Халӗ унӑн сывлахӗ лайӑхах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67149
 

Культура

Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.

Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.

 

Вӗренӳ

Республикӑри журналистсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас шӑпӑрлан та пулнӑ. Пӗчӗк Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова.

Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет.

 

Сывлӑх
profile.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
profile.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре 8704 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7326-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра каварлӑ инфекцие пула вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 97 ҫынна ҫитнӗ.

Юлашки талӑкра 26 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансен йышӗ вара питӗ сахал пулнӑ – 8 ҫын ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра 1281 ҫын килте е пульницӑра сипленет.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 0,96-па танлашнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, 1397, 1398, 1399, 1400, 1401, [1402], 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, 1410, 1411, 1412, ... 3921
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 21

1900
125
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
122
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
96
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
76
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
34
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
19
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...