Республикӑра
![]() Правительство ларӑвӗ Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енри сунарҫӑсем те шар курчӗҫ. Икӗ хутчен. Сунара кайма укҫа тӳлесе ирӗк илчӗҫ те пӑшал ҫакса сунара каяймарӗҫ. Вирус алхаснӑ вӑхӑтра вӗсене те килте ларма хушрӗҫ. Паян Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев каланӑ тӑрӑх, тӑкака саплаштарма пулать. Ҫапла тума республика ертӳҫи Олег Николаев хушнӑ. Сунарҫӑсем патшалӑх пошлини тӳлесе тӑкакланнине каяра усӑ курайӗҫ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ҫавӑн пек йышӑну хатӗрленӗ. Асӑннӑ документа правительство ларӑвӗнче ырланӑ. Ҫапла вара сунарҫӑсем унччен тӳленӗ патшалӑх пошлинипе кӗркуннехи е хӗллехи сунар тапхӑрӗнче усӑ курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() megapolisonline.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче чылай МИХ каллех Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева аса илчӗ. Ӗнер федераци шайӗнчи кӑларӑмсем Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗ тӗлӗшпе РФ Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ текен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та, ун пек тавӑҫ илнине суд сайтӗнче хыпарланине хамӑр куҫпах асӑрхарӑмӑр. Михаил Игнатьев ҫӗршыв ӗртӳҫи ӑна вӑхӑт вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларса тӗрӗс мар тунӑ тесе шухӑшлать-мӗн. Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков паян журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тавӑҫ пуррине Кремль МИХсем хыпарланинчен пӗлнине ӗнентернӗ. Паянах тепӗр хыпар та сарӑлнӑ. Михаил Игнатьева ӳпке икӗ енӗпе шыҫнипе Питӗрти пульницӑсенчен пӗрне вырттарнӑ. Михаил Васильевич хӑйне йывӑр туять тесе хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи шкула авариллисен йышне кӗртнӗ. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Шкула 1914 ҫулта хута янӑ, ӑна халӗ юсаса ҫӗнетме ҫук ӗнтӗ. Стенасем, никӗс, тӑрри вӑйлах кивелнӗ. Ҫавна май Карачурара ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ. Ҫак кивӗ шкулта 77 ача ӑс пухать. Ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ вӑхӑтра ачасене кӳршӗ ялсенчи шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ. 17 ҫул каялла Карачурара ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ-ха, анчах никӗс ярсан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кивӗ проектпа ҫӗннине тума халӗ май килмӗ. Тӗслӗх вырӑнне Канаш районӗнчи шкула илӗҫ. Пӗлӳ ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Тӑван ҫӗршывӑмӑр, Раҫҫей Федерацийӗ тата унӑн шутне кӗрекен пирӗн патшалӑхӑмӑр, Чӑваш Республики, кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑшӑлвирус алхасӑвӗ ҫак куна тивӗҫлипе палӑртма чӑрмантаркалать пулин те ӑна май ҫитнӗ таран тивӗҫлӗ шайра ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен — онлайн мелӗпе. Унсӑр пуҫне ӗнер кӑна питӗ кӑсӑклӑ йышӑну турӗҫ — Ҫӗнтерӳ Парадне пирӗн республикӑмӑр уявлакан Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку кун юнкуна лекнине те пӑхмарӗҫ. Апла-тӑк, пирӗн республикӑн Раҫҫей Федерацийӗн шайӗнче витӗмӗ пӗчӗкех мар! Кӑҫал та пулин Республика кунне питӗ чаплӑн ирттерес шанчӑк пур! Ҫак уявӑн чи паллӑ юррисенчен пӗри вӑл — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухманов кӗвӗленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑ. Ку юрра кӑҫал пӗрремӗш хут чӑвашла юрларӗҫ темелле. Ютубра халь кашни ҫын ҫак юрра Оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, юрлакансен «Классика» капеллин, «Живи и помни» патриотла юрӑ-кӗвӗ ансамблӗн солисчӗсемпе пӗрлех республикӑри паллӑ юрӑҫсем еплерех хитрен шӑрантарнипе паллашма пултарать. |
Культура
![]() Чӑваш поэзийӗн классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа паян 130 ҫул ҫитрӗ. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнман пулсан поэтӑн юбилейне Чӑваш Енре сумлӑн, халӑхпа уявлатчех ӗнтӗ. Халӗ вара мӗнпур мероприятие пӗччен-иккӗн тенӗ пек тата тӗнче тетелӗнче ирттерме тивет. Аса илтерер: Консантин Иванов 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Музыкӑпа тата живопиҫпа кӑсӑкланнӑ. Кӗске ӗмӗрӗнче «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», маларах каланӑ «Нарспи» йышши хайлавсене ҫырса ӗлкӗрнӗ. Чӑваш литературийӗнче вӑл тӑлмачӑ пулса йӗр хӑварнӑ. М. Лермонтов, Н. Некрасов, А. Кольцов, Н. Огарев, к. Бальмонт хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Potokmedia.ru сайтри сӑн Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа вилнӗ. Вӑл – Улатӑрти медсестра. Унӑн анализӗ вирус пуррине ҫирӗплетнӗ. 44 ҫулти хӗрарӑма Улатӑрти пульницӑн инфекци уйрӑмне ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вырттарнӑ. Унӑн ун чухне ӳпки икӗ енчен те шыҫнӑ пулнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнипе аптӑранӑ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сывлӑхе тата хавшанӑ, сывлама йывӑрланнӑ. Ҫавӑнпа ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине куҫарма шутланӑ. Анчах ҫитеймен – хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2472 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 765-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне каварлӑ инфекцие пула 12 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Щербак (ТАСС) тунӑ сӑн ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Асла суда тавӑҫ панӑ, вӑл хӑйне Элтепер должноҫӗнчен вӑхӑтсӑр кӑларни тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетесшӗн. Тавӑҫри ответчик – Раҫҫей президенчӗ. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ, кунашкал информаци Аслӑ судӑн сайтӗнче тухнӑ-мӗн. РБК журналисчӗсем Михаил Игнатьевпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ, анчах лешӗ хуравламан. Тавӑҫа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче панӑ. Суд ларӑвне ҫӗртмен 30-мӗшӗнче палӑртнӑ. РБК ваккачӗ Руслан Коблев каланинчен: «Президентӑн нормативлӑ право акчӗсем тӗрӗс мар пулнине тӑтӑшах ҫирӗплетесшӗн, шанчӑкран тухнӑшӑн отставкӑна янине калакан хушу тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратни юлашки 20 ҫулта пулман. Чылай чух кун пек тавӑҫпа тухмаҫҫӗ, тата япӑхрах пулассине ӑнланаҫҫӗ». Коблев каланӑ тӑрӑх, Аслӑ суд, ахӑртнех, ҫынна шанманни президентӑн ирӗкӗ пулнине палӑртӗ. «Анчах кайран темӗнле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Кунашкал тавӑҫ ҫак ҫын уголовлӑ право тытӑмӗнче мӗн тунине шырамалли сӑлтав та пулаять», - хушса хунӑ РБК ваккачӗ. Аса илтерер: РФ президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперне кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче шанчӑкран тухнӑ тесе отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енри виҫӗ ҫын тӗрлӗ сӑлтава пула шар курнӑ. Ҫулталӑкри ача, сӑмахран, тутине пӗҫертсе янӑ, 56-ри арҫын ури урлӑ трактор каҫса кайнӑ, 70-ти арҫынна йытӑ тулланӑ. Пурне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Куславккара пурӑнакан ҫулталӑкри ача 5 процентлӑ йод тытнӑ. Амӑшӗ ӑна туртса илес тенӗ чух тӑкӑнса кайнӑ. Хӗрарӑм шывпа ҫуса тасатнӑ-ха, ҫапах ачан тути пиҫсе кайнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр предприятири мехпаркра трактор арҫын ури урлӑ каҫса кайнӑ. Ӑнсӑртран. Аманнӑ арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ватӑ арҫынна йытӑ тулланӑ. Суранӗсем самай тарӑн пулнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр май килмен — шар курнӑскере сиплеме пульницӑна васкавлӑн илсе кайма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) хурал карапӗ ҫинчи ялава вӑхӑтлӑха антарнӑ. Ӑна Шупашкара илсе килме ҫыран хӗррине куҫарнӑ. Халӗ вӑл Калининград облаҫӗнчи Балтийск хули ҫывӑхӗнче ларать. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ӗнер хыпарланӑ. Карапа кӑштах юсӗҫ те унтан ӑна Шупашкара илсе килӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухмалла. Шупашкара 20 кунран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫитессе шанаҫҫӗ. «Шупашкар» карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ. «Карап ҫинче тепӗр ҫулталӑкран музей уҫса экскурсисем ирттерме палӑртатпӑр», – тесе пӗлтернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хӑҫан тытасси паллӑ. Пӗрремӗш экзамена утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тыттарӗҫ. Ун чухне пӗлӗве географипе, литературӑпа тата информатикӑпа тӗрӗслӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 6, 7-мӗшӗсенче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулӗ, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – математикӑпа, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче – историпе тата физикӑпа, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче – обществознанипе тата химипе, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче – биологипе тата ют чӗлхесен ҫыру пайӗпе, утӑ уйӑхӗн 22 тата 23-мӗшӗсенче – ют чӗлхесемпе ӑсра каламалли пайӗпе. Вырӑс тата ют чӗлхесемсӗр пуҫне резерв кунӗсене утӑ уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсене палӑртнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне утӑ уйӑхӗнче экзамен тытма тӗрлӗ сӑлтава пула май килменнисем валли ҫурла уйӑхӗнче май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |