Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат редакцийӗ йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 кандидатран чи нумай сасӑ пухса «Ҫулталӑк ҫынни — 2019» хисеплӗ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокӗн заведующийӗ Халимулла Хамматов тивӗҫнӗ. Хыпара район администрацийӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Хаҫат редакцийӗ ҫӗнтерӳҫӗне чун-чӗререн саламланине, пурнӑҫра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннине пӗлтернӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятире чыслӗҫ. Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандитата, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн сасӑланӑ ҫынсене те тав тунине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. «Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Анатолий Яруткин тата Олег Николаев Пирӗн республикӑра Аслӑ экономика канашӗ йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Аталану» президент программипе вӗренсе тухакансен ассоциацийӗн пирӗн республикинчи ертӳҫипе Анатолий Яруткинпа тӗл пулсан каланӑ. Ҫав канаш влаҫ представителӗсене, бизнеса тата общество организацийӗсене пӗрлештерӗ. Ҫакӑ регионӑн экономикине аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. «Пирӗн тӗллев — предприниматель пуҫарулӑхне хастарлатасси. Экономика аталанӑвӗн министерстви умне вак тата вӑтам предпринимательлӗхе, пулӑшу институчӗсен ӗҫне-хӗлне тӗплӗн инвентаризацилеме тата ҫӗнӗ проектсене шырама тӗллев лартӑпӑр. Конкурентлӑ продукци туса кӑларассине кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлакан тата конкурентлӑ продукцие туса кӑлармалли ҫӗнӗ малашлӑхлӑ проектсене шырама, пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх тӳлекен ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме сӗнӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ. «Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Элара» АУна Чӑваш Республикин хисеп грамотипе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Предприяти ӑна промышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн, промышленноҫ тытӑмӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн предприятире тӑрӑшакан Александр Углов тата «Чӑваш Республикин промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ. Кӑҫал савут 50 ҫул тултарать. Ӑна 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йӗркелесе янӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче предприяти ӗҫченӗсем валли Филипп Киркоров концерт лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 10 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли — Тихон Табаков. Вӑл 100 ҫул тултарнӑ. Тихон Табаков тӑван ялӗнчи чиркӳре чан ҫапса пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кӑҫатӑ йӑваланӑ. Юбиляра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Хитре сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Ватӑ ҫын балаллайка тытнӑ, «Катюша» юрра янӑратнӑ. Тихон Табакова 1942 ҫулта ҫар ретне илнӗ. Вӑл минометчик пулнӑ. Мина ҫывӑхра ӳкни, анчах вӑл ҫурӑлманнипе Елчӗк чӑвашӗ сывӑ юлнӑ. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл. Ветеран мӑнукӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать. Юбилейпе саламлама пынӑ район пуҫлӑхне вӑл кӑмӑлтан тав тунӑ. Пурне те 100 ҫула ҫитме суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() © REUTERS / Yiming Woo Хальхи вӑхӑтра Китайран килнисене самай тӗрӗслени пирки эпир пӗлтернӗччӗ — сӑмахран, вӗсене Кӳкеҫ пульницине вырнаҫтарнӑ. Палӑртмалла: вӗсем пурте сывах. Ҫавах та ку чиртен 630 ҫын ытла вилнине пула, вӗсене икӗ эрне хушши пульницӑрах тытӗҫ. Короновируспа чи йышлӑ чирлекен патшалӑх — Китай. Унта ҫак чир 31 161 пин ҫынна ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта вара — Сингапур. Вӗсен сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна 2019-nCoV короновируспа чирленӗ ҫынсен шучӗ 33 ҫитнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ку вӑхӑта сывалма та ӗлкӗрнӗ. 31 чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ е улшӑнмасть, е лайӑхланса пырать. Йывӑр чирлисем ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейре икӗ чирлӗ ҫынна тупса палӑртнӑ — пӗрине Тӗмен облаҫӗнче, теприне Байкалхыҫ крайӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() uihere.com сайтри сӑн Биологсем шутланӑ тӑрӑх, ытла та ӑшӑ хӗле пула регионта вӑрӑмтунасем сахалланма пултараҫҫӗ. М.В. Ломоносова ялӗллӗ МПУ биофакри гидробиологи кафедрин наука ӗҫченӗ Вадим Марьянский палӑртнӑ тӑрӑх вӑрӑмтунасем сахалланни, паллах, ҫынсене савӑнтарӗ, ҫавах та ку ыйтӑва тарӑнрах пӑхмалла, мӗншӗн тесен кунашкал пысӑк улшӑнусем экологи шайлашӑвне хавшатма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑрта ялан тенӗ пекех ҫывӑракан ытти пысӑкрах кӑпшанкӑсем те юр ҫуккипе асапланаҫҫӗ. Ку шухӑшпа Финляндири Кӑнтӑр Карели аллергологипе тавралӑх институтӗнче те килӗшеҫҫӗ. Киммо Саринен ӑсчах каланӑ тӑрӑх, хӗл аномали шайӗнче ӑшӑ тӑнине пула ҫуркунне вӑрӑмтунасемшӗн тавралӑх ӗрчеме юрӑхсӑр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни) Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем. Чӑваш хӗрарӑмӗсен ку саманари тӗрлӗ сӑнарӗсене курӑмлӑ сӑрланӑ ҫыраҫӑсемшӗн савӑнтӑм. Литературӑн анлӑ хирне вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ ушкӑнпа харӑс тухнӑшӑн хӗпӗртесе, хамӑн татӑк-кӗсӗк шухӑша каласа хӑварас тетӗп. Елен Нарпин «Хӗл лариччен» (Ш., Чӑв. кӗн. из-ви, 2019.— 190 с.) кӗнекинче пӗр халайпа вунӑ калав пичетленнӗ. «Ҫӳпҫе тӗпӗнчи ҫылӑх» калавне пӗлтӗр 8-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекине кӗртнӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() «Паян Шупашкар районӗнчи пульницӑри инфекци уйрӑмӗнчен мӗнпур пациента кӑларса ячӗҫ. Ӗнер ҫеҫ вырттарнисене те, сипленсе пӗтменнисене, кӑларчӗҫ. Пульницӑри врачсем ҫакна кунта Китай ҫыннисене вырттарассипе сӑлтавлаҫҫӗ», — ҫакӑн пек хыпарланӑ ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» пабликра. Пост авторӗ пирӗн ҫынсен, ачасен сывлӑхӗ влаҫа пачах та кӑсӑклантармасть-ши тесе пӑшӑрханнӑ. «Ӑҫта каймалла, ӑҫта сипленмелле???», — тесе ҫырнӑ постра. Ку хыпара вуланисем те кӑмӑлсӑрланнӑ. Шупашкарта йышӑнманран кунта вырттараҫҫӗ пуль тесе пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: Китайран килекенсене РФ санитари врачӗн йышӑнӑвӗпе коронавирусран пурне те ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ, карантинта 14 кун тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |