Политика
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительне уйӑрса лартасси пирки ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Яваплӑ должноҫе Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ Петр Чекмарев йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ Петр Чекмарев 2007 ҫултанпа Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен департаменчӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче илнӗ. Профессипе — агроном. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул вӗҫӗччен Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулса Юрий Акиньшин ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна хӑйӗн арӑмне вӗлернӗшӗн тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех хӑйӗн мӑшӑрӗпе харкашса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халат пиҫиххине ярса тытнӑ та унпа арӑмне пӑвнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын йӗркелӗх хуралне хӑех шӑнкӑравласа йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ специалистсем вилене пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма чӑнах та пусмӑрласа вӗлернине палӑртнӑ. Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май лару-тӑрӑва тӗплӗн уҫӑмлатма тӗрлӗ йышши тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра — медицинӑпа суд тӗпчевӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «СУ-56» тулли мар яваплӑ пӗрлӗхӗн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна икӗ ӗҫчен умӗнче шалу парӑмӗ капланса кайнӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, фирма пуҫлӑхӗ предприятире ӗҫлекен икӗ ҫынна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен, ҫапла майпа вӗсен умӗнчи парӑм 310 пин тенке ҫитнӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство компанийӗн ертӳҫин хайхи ӗҫченсене шалу тӳлеме майсем пулнӑ, анчах вӑл пур укҫана урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ. Палӑртса хӑвармалла, кӑшт маларах кӑна Ҫӗмӗрле районӗнче фирма директорне ӗслекенсен умӗнчи шалу парӑмӗшӗн судпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре сакӑр пушар алхаснӑ. Вӗенчен пӗринче, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнче, икӗ арҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Усал инкексем ытти тӑрӑхра та пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ишеккассинче 74-ри пенсионер вилнӗ. Шупашкарти Иван Яковлев проспектенчи 4-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче вара бар ҫунма тапраннӑ. Вӑл виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хучӗсенче вырнаҫнӑ. Инкек вырӑнне ҫывӑхри ҫул-йӗр инспекторӗсем те пырса ҫитнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче унта 30 ҫынна яхӑн пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене тата унта ӗҫленисене киле автотранспортпа кайма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӑ тумтирсӗрех урама тухнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗссен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Зоя Маслова Шупашкар район администрацийӗ хӑйӗн паянхи ӗҫченӗсемпе унччен тӑрӑшнисенчен 2,28 миллион тенкӗ ытларах шыраса илесшӗн. Ҫав тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ-мӗн. ...2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче администрацине «Артек» строительство организацийӗ Кӳкеҫӗн ҫӗнӗ микрорайонӗсенчен пӗринче тӑхӑр хутлӑ ҫурт хута янине пӗлтернӗ, ӑна хута яма ирӗк ыйтнӑ. Енсем кӑмӑлпа калаҫса татӑлайман енне строительсен суда тухма тивнӗ. Объекта вӑхӑтра хута ярайман енне пайҫӑсене укҫа тӳлеме тивнӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, администрацие пула тӑкакланнине «Артек» райадминистрацинчен шыраса илесшӗн пулнӑччӗ. Халӗ администраци унччен района ертсе пынӑ Георгий Егоровран тата халӗ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Зоя Масловӑран тата ытти хӑш-пӗр специалистран ҫав тӑкака шыраса илесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма икӗ эрне шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑма ҫывӑх тӑванӗсем, юлташӗсем тата нимеҫӗсем шыранӑ, унӑн сӑнӳкерчӗкне, вӑл мӗнлерех пулнине халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарнӑ. Пӑшӑрханса ӳкнӗ тӑванӗсем хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Юрать, ҫухалнӑскер чӗрӗ-сывах тупӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан хӗрарӑм тупӑннӑ. Нимеҫӗсем те, шырав отрядӗнче тӑраканскерсем, вӑл тупӑннине пӗлтернӗ: «Тупӑннӑ. Чӗрӗ. Шырава хутшӑннисене пурне те тав», - тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви упраленийӗ пӗлтерет. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Пушарта 48 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 44-ри пӗлӗшӗ ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ку инкек тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм тӗпелтен тухнӑ. Ҫак тӗслӗхре ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни ҫирӗпленнӗ. Следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ, суд экспертизисем ирттерӗҫ. Пушар газ плитипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать. Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла. Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушӑн 12-мӗшӗнче Халӑх вӗренӗвӗн тата ӑслӑлӑхӗн профсоюз организацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗпе Зинаида Степановӑпа ЧР вӗренӳ министрӗ Срегей Кудряшов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кун пирки профсоюзӑн пресс-центрӗ пӗлтерет. Вӗсем республикӑра вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пирки калаҫнӑ. Профсоюз вӗрентекенсен оклачӗсемпе ставкисене хӑпартмалла тесе шухӑшлать, ҫакна ҫине тӑрсах ыйтать. Нумаях пулмасть Чӑвашстат вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 2018 ҫулхи вӑтам шалӑвне шутланӑ. Шкулти вӗрентекенсен кӑтартавӗ 24 356 тенкӗпе танлашнӑ, ача пахчинчи педагогсен – 22 500 тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Челепи облаҫӗнче слоуп-стайл енӗпе «Раҫҫей Кубокӗн» финалӗ пулнӑ. Палӑртма кӑмӑлла: унта пирӗн ентеш мала тухнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсен турнирӗнче Дмитрий Мулендеев ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тупӑшӑвӑн тӑватӑ тапхӑрӗнче вӑй виҫнӗ, вӗсенче Дмитрий виҫӗ ылтӑн медале тата «Раҫҫей Кубокӗ – 2019» ята тивӗҫнӗ. Хӗрарамсен ушкӑнӗнче слоуп-стайл енӗпе Лана Прусакова вара кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл Раҫҫей Кубокӗн малтанхи тапхӑрӗсене хутшӑнман, мӗншӗн тесен фристайл енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хатшӑнма хатӗрленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |