Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Карапаш ялӗнче ҫӳп-ҫап тиесе кайма килнӗ ятарлӑ техника кюветра чӑмнӑ. Водитель кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.

Ялта ҫула юртан лайӑх тасатман, вӑл шуҫлак, хӑйӑр та сапман. Ҫавна май машина кювета чӑмнӑ. Водитель тепӗр ик сехетрен кӑна тухайнӑ. Ӑна вырӑнти халӑх пулӑшнӑ. Вӑл малтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравласа трактор яма ыйтнӑ. Анчах хурав пулман, трактор ҫитмен.

Водитель кунашкал пӑтӑрмаха пӗрре мар лекнӗ-мӗн. Юр вӑйлӑ ҫунӑ чухне вӑл Хуракасси ялӗнче те кӗрсе ларнӑ. Ун чухне ӑна полицейскисем пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55098
 

Сывлӑх

Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере васкавлӑ медпулӑшу подстанцине официаллӑ майпа уҫнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнелнӗ, унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Подстанцие 2003 ҫулта хӑпартнӑ, унтанпа халь тин юсав тунӑ. Унччен шалти ӗҫсене ҫеҫ пурнӑҫлакаланӑ. Пӗлтӗр икӗ хутра та пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Кунсӑр пуҫне алӑк блокӗсене ҫӗнетнӗ, электропралуксене, сантехникӑна улӑтарнӑ, картлашкана та юсанӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ку кӑна мар, кӑҫал подстанцири бригадӑсене планшетпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майа вӗсем пациентсен карттине, усӑ курнӑ эмелсене электронлӑ майпа ҫырӗҫ. Ҫапла майпа тухтӑрсен вӑхӑчӗ те перекетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55091
 

Хулара
«Мой город Чебоксары» сайтран илнӗ сӑн
«Мой город Чебоксары» сайтран илнӗ сӑн

Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.

Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.

«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре «Земство фельдшерӗ» патшалӑх программи пурнӑҫланса пырать. Пӗлтӗртенпе 30 ытла ҫамрӑк специалист республикӑри ялсене ӗҫлеме кайнӑ. Куншӑн вӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, Улатӑр районӗнчи Анютино ялӗнче ҫамрӑк фельдшер вӑй хурать. Унти фельдшерпа акушер пунктне тӑхӑр ялтан ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑкскер ӗҫлеме килнӗренпа 8 уйӑх кӑна иртнӗ, апла пулин те ял ҫыннисем ӑна хӑнӑхнӑ.

Пӗлтӗр 19 ҫамрӑк специалист ялсенчи медпункта «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме кайнӑ. Ҫапла майпа ялсенче медицина кадрӗсем халӗ ҫителӗклех. Кӑҫал ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тепӗр 26 ФАП хута ярасшӑн. Эпин, ялсенче ҫамрӑк фельдшерсем тата кирлӗ пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55079
 

Хулара

Чӑваш Енри арҫын лайӑх ӗҫ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 36 ҫултискер машиниста ӗҫе илесси пирки ҫырнӑ пӗлтерӗве курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «ӗҫе вырнаҫтаракан уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ» тытнӑ.

Хайхискер ӗҫе илмелли условисемпе паллаштарнӑ: документсен копине электронлӑ почтӑна ярса памалла тата смолетпа Сургута вӗҫмешкӗн 7 пин тенкӗ куҫармалла. Ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ арҫын япӑххи пирки шутламан та – йӑлтах пурнӑҫланӑ.

Анчах 7 пин тенкӗ куҫарса парсанах «ӗҫе вырнаҫтаракан пай пуҫлӑхӗ» ҫухалнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55087
 

Республикӑра

2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗн ӗҫченӗсем хӑйсен пӗлӗшӗсен тӗлӗшпе икӗ суя протокол ҫырнӑ. Лешсем вӑрманта ҫӳпӗленӗ имӗш. Вӗсене 300 тенкӗлӗх штрафланӑ, анчах штрафне парк ӗҫченӗсем хӑйсем тӳленӗ.

Пӗлӗшӗсем хӑйсене штрафланине полици ӗҫченӗсенчен нумаях пулмасть пӗлнӗ. Парк ӗҫченӗсем суя протокол хатӗрлесе хӑйсем ӗҫленине кӑтартасшӑн пулнӑ. Капла парк территорийӗнче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем курӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.

Парк ӗҫченӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӗсенчен пӗри унта ӗҫлемест ӗнтӗ, тепри вӑй хурать-ха.

 

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарта чи маттур дворниксене конкурс ирттерсех палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хальхинче чи малтан Мускав районӗнче пӗтӗмлетӗҫ, унта ҫӗнтерӳҫӗсем нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехетре паллӑ пулӗҫ, Мускав районӗнчи урам тирпейлӳҫисенчен чи маттуррисене нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра палӑртӗҫ, Калинин районӗнче вара — ҫав кун 11 сехетре.

Ҫӗнтерӳҫӗсене 15-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. 2-мӗш вырӑна тухнисене — 10-шар пин тенкӗпе, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисене 5-шер пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, ку конкурса урам тирпейлекенӗн ӗҫӗн хисепне ӳстерес, урамсене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатассине лайӑхрах шайра йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа хамӑр тӑрӑхри дизайнерсем Мускав ҫыранӗ ҫинче тӗп хула гербӗллӗ кимӗ тата башня туса лартма сӗнеҫҫӗ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫак арт-объектсем историе аса илме, Шупашкар епле пулса кайнине пӗлме пулӑшӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, 17-мӗш ӗмӗрти гравюра ҫинче ҫыран ҫинчи сӑрт сӑнланнӑ. Ҫав вырӑнта каярахпа крепоҫ ҫӗкленнӗ. Ҫак саманта шута хурса дизайнерсем герблӑ «Кимӗ» лартма сӗнеҫҫӗ. Ун ҫумӗнчех хула пулса кайнӑ ҫула касса кӑларнӑ йывӑҫ башня лартмалла. Вӑл вара Шупашкар Атӑл ҫыранӗ ҫинче вырнаҫнине сӑнарлӗ. Пӗтӗм композицие дизайнерсем шурӑ акӑшсемпе илемлетме сӗнеҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ хӑнасене те кӑсӑклантарӗ.

 

Политика

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн конференцийӗнче вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе республикӑн Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхне йышӑнма тивӗҫ ҫынна палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» иртернет-кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫитес ларӑвӗнче Патшалӑх Канашӗн Председательне ҫирӗплетмешкӗн асӑннӑ фракци депутачӗсем вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама те Юрий Кисловах шаннӑ, ӑна та вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе ҫирӗплетнӗ.

Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, парти конференцийӗнче кӑҫал тумалли ӗҫсене тишкернӗ. Унсӑр пуҫне парти предстедателӗн йышӑну пӳлӗмӗн ӗҫ-хӗлне пӑхса тухнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 935 пин гектар ҫӗртен 220 пин гектар лаптӑкӗ ҫинче ҫӗр йӳҫекленсе кайнӑ. 2019-2023 ҫулсенче 10-шар пин гектар ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма палӑртаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх ҫӗрне акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатас ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Ял хуҫӑлӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ертсе пынӑ канашлура тишкернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче ҫак енӗпе ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр йӳҫеклӗхӗпе чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ кӗрешмен. Акшар ҫӑнӑхӗ сапса тӑкакланнине патшалӑх 30 процентне, Инҫет Хӗветухӑҫӗнич регионсенчи хуҫалӑхсене вара ҫурри таран саплаштарма шухӑшлать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1902, 1903, 1904, 1905, 1906, 1907, 1908, 1909, 1910, 1911, [1912], 1913, 1914, 1915, 1916, 1917, 1918, 1919, 1920, 1921, 1922, ... 3922
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.