Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Марина Карягина тележурналист 4 сехет каялла Фейсбукра паян Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн тӳрӗ эфирӗнче иртекен «Ирхи тӗпеле» Морис Яклашкина йыхравланине хыпарланӑ.

Морис Яклашкин — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп дирижерӗ. Ыйтусене 57-29-56 номерпе тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Кӑларӑм «Россия 1» каналпа ирхи 9 сехетре пуҫланать.

Аса илтерер, Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑччӗ.

 

Тӗнчере
Александр Судаков ӑсчах-химик
Александр Судаков ӑсчах-химик

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ярсубай Янгаров ятпа ҫыракан журналист «Idelreal.org» сайтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Александр Судаков химикпа паллаштарнӑ.

Кӑсӑклӑ интервьюсем хатӗрлекен ҫак автор пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас ӑсчах Ташкентра чӑваш танкисчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — вырӑс. Аслашшӗпе асламӑшӗ — Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчен.

Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер Совет Союзӗ арканнӑ вӑхӑтра Америкӑна тухса кайнӑ. Халӗ Урбан-Шампэйнра Иллинойс университечӗн филиалӗнче хими факультетӗнче вӗрентет. Аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Мускав прописки ҫукки вӑхӑтлӑх ставкӑпа ӗҫлеме хистенӗ, ҫав вӑхӑтрах квант химийӗпе статистика физикин лабораторийӗнче кӑмӑлтан тӑрӑшнӑ.

Ашшӗн тӑван ялне ача чухне килнине химик ӑшшӑн аса илнӗ. Чӑваш Ен тата чӑваш халӑх генофончӗ хӑйӗн ӑс-тӑнӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Апла пулин те хӑйӗн пирки: «Эп халь тин чӑваш мар пуль», — тесе шухӑшлать. Кун пек калама ӑна ҫичӗ ютра пурӑнса тӑван халӑхпа хутшӑну ҫукки, инҫет ҫӗр тӑван вырӑна ҫаврӑнни те хистени сисӗнет.

 

Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» общество организацийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: республикӑра граждансен прависене хӗсӗрлеҫҫӗ. Ку влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан сайтсене пырса тивет.

Общество организацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен официаллӑ сайчӗсене, ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата суд влаҫӗсен органӗсен сайчӗсене вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ. Тӗп страница чӑвашлах-ха, анчах ӑна та пулин сайра-хутра ҫӗнетеҫҫӗ.

«Ирӗклӗх» организаци ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтнӑ. Ҫакна шута илмесен организаци йӗрке хуралӗн тата суд органӗсенчен пулӑшу ыйтасси пирки пӗлтернӗ.

 

Хулара

Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле.

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.

Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле.

«Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/dom/45392
 

Хулара

Тин кӑна Шупашкарта «Афанасьев урамӗ» чарӑнӑва куҫарчӗҫ. Халӗ тепӗр чарӑнӑва кунашкал шӑпа кӗтет.

Эгер бульварӗпе Ленин Комсомолӗн урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пӑкӑ яланах пухӑнать. Ҫавна май «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ енчи чарӑнӑва 50 метр куҫарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Хевешски урамӗ» чарӑну ҫывӑхнерех пулӗ.

Унччен чарӑну ҫул хӗресленекен вырӑна ҫитиччен пулнӑ. Ку пассажирсемшӗн те, водительсемшӗн те меллӗ марччӗ. Ҫавна май унта яланах пӑкӑ пулнӑ.

Ҫав вырӑнта ҫуран ҫӳрекенсем ҫула юраман ҫӗрте каҫнине те палӑртмалла. Чылайӑшӗ светофор патнелле утасшӑн мар. Ку та чарӑнӑва кӑштах куҫарма хӗтӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45400
 

Республикӑра

Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухални пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӗсем ачине ача пахчине илсе кайнӑ та хӑйсем ҫухалнӑ. Полици вӗсене шырама тытӑннӑ. Тӑванӗсенчен, пӗлӗшӗсенчен ыйтса пӗлнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ведомство сайтӗнче вӗсен сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

31 ҫулти арҫынпа 36-ри хӗрарӑма тепӗр кунхине тупнӑ. Вӗсем ачине ача пахчине леҫсен урамра такампа паллашнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа вӗсен телефонӗ сӳннӗ. Полицейскисем ҫав ҫынна тупса унӑн хваттерне кайнӑ. Ҫавӑнтах арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Хайхискерсем хӑйсене шырани пирки шухӑшламан та. Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ кӑн-кӑвак пулнӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Арӑмӗпе упӑшки ҫав палламан ҫын патӗнче мӗн тунӑ? Хӗрарӑмӑн мӗншӗн пичӗ кӑвак? Ҫакна полицейскисем уҫӑмлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45411
 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ.

«Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ.

Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ.

Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ.

Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ.

Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45406
 

Чӑваш чӗлхи

Тӗменти патшалӑх университечӗн психологипе педагогика институтӗнче шӑматкун чӑваш чӗлхин пӗрремӗш урокӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ксения Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш урокра алфавитпа паллашнӑ, ударени правилисемпе, хупа сасӑсем мӗншӗн хыттӑн янӑранипе.

Вӗренекенсем урока ӑша хывма тӑрӑшса нумай ыйтнӑ. Вӗсем, сӑмахран, щ тата ҫ саспаллисен янӑравӗпе кӑсӑкланнӑ.

Ксения Маслова ятлӑ хӗр Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем малашне те иртмелле. Унта чӑваш чӗлхи вӗренес текен кирек хӑш ҫулти ҫынна та йыхравлаҫҫӗ, пурне те кӑмӑлтан йыхравлӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентӗҫ.

 

Экономика

Шупашкарти «Трактор савучӗсем» пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫаҫҫӗ. Унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханать. Савут шӑпине паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура сӳтсе явнӑ.

«Промтрактор» предприятире производство калӑпӑшӗ 246 процентпа танлашнӑ тесе пӗлтернӗ унта экономика министрӗ Владимир Аврелькин. «Промтрактор-Промлитпа» тата «Промтрактор-Вакун» предприятисенче тата пысӑк.

Предприятире панкрутлӑха кӑларнине министр трактор савутне сыватма кирлӗ тесе ӑнлантарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унашкалли Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра та пулнӑ тесе ҫирӗплетнӗ.

«Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсене «Ростех» тытӑмне куҫарасшӑн иккен. Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗнче вӗҫленмелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 1973, 1974, 1975, 1976, 1977, 1978, 1979, 1980, 1981, 1982, [1983], 1984, 1985, 1986, 1987, 1988, 1989, 1990, 1991, 1992, 1993, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.